Паянтанпа, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Шупашкарта вӗри шыв сӳнтерме тытӑнӗҫ.
Паян вӗри шывсӑр хулан тӗп пайӗнче, Богдан Хмельницкий урамӗнче, Йӑлӑмри Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын тӑрса юлӗ. Ырантанпа вӗри шыв хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, Лапсарта, Кӑнтӑр посёлокӗнче пулмӗ.
Вӗри шыва пуҫласа сӳнтернӗ чухне ҫынсем ҫак ырлӑхсӑр виҫшер кунтан ытла тӑрса юлмӗҫ, хӑш-пӗр ҫӗрте вара — пӗр талӑкран ытла та мар.
Вӗри шыва вӑхӑтлӑха 1789 ҫуртра сӳнтерӗҫ. Профилактика мероприятийӗ авӑн уйӑхччен тӑсӑлӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗше пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, унта инвестици платформи пирки каланӑ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, унтан ун патне «сайт менеджерӗ» шӑнкӑравланӑ та ку ӗҫпе пулӑшма шантарнӑ.
Ҫав хӗрарӑм каласа пынипе вӑл темиҫе кунра тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Тепӗр эрнерен хайхискер пӑшӑрханса ӳкнӗ те сайтран укҫине кӑларма шутланӑ. Анчах ку ӗҫе вӑл пурнӑҫлайман. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейус ҫул тухӗ. Вӑл хула урамӗсемпе ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен ҫӳрӗ. Троллейбус 1-мӗш маршрутпа кайӗ.
Троллейбусри кондуктор ҫар тумӗпе пулӗ, салонра вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ кӗвӗ янӑрӗ. Билет хакӗ ахаль троллейбусри пекех пулӗ. Ку маршрут buscheb.ru картта ҫинче «р» саспалли пек курӑнӗ.
Палӑртмалла: ЗИУ-5 тролейбуса 1964 ҫулта кӑларнӑ, халӗ вӑл пысӑк уявсенче ҫеҫ ҫула тухать. Ҫӗнӗ ҫулта унпа Хӗл Мучипе Юр пике ҫӳренӗ.
Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче 10 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл урама уҫӑлма тухса кайнӑ та таврӑнман. Арҫын ача киле таврӑнманни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре хыпар пулнӑ.
Паян лайӑх хыпар ҫитнӗ. 10 сехет те 50 минутра арҫын ачана тупнӑ. Ӑна 45 ҫын шыранӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – поселокри ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗн хуйхинчен айккинче юлманнисем. Вӗсем арҫын ачана поселок ҫывӑхӗнчи вӑрманта, ҫывӑхри вырӑнсенче шыранӑ.
Ҫухалнӑ хыҫҫӑн ирхине ачана Шупашкарта курнӑ. Ӑна пӗр хӗрарӑм Кӳкеҫе хӑйӗн машинипе леҫсе янӑ. Анчах арҫын ача хӑйне лавкка умӗнче хӑварма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн та вӑл киле кайман-мӗн, поселокра ҫӳренӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Перепелкин Сергей Станиславович ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ те шыраҫҫӗ.
Арҫын тӑванӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Унӑн ун чухне тусӗсемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл кампа тӗл пулнине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ. Анчах тупайман, ҫавӑнпа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хӑй Сергей Перепелкин Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Тухса кайнӑ кун вӑл хура ветровка, хӗрлӗ кроссовка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче Екатеринбургри ачасем пулнӑ. Вӗсем — арҫын ачасемпе яшсен «Созведие» ансамбльне ҫӳрекенскерсем. Асӑннӑ ушкӑн – пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи ҫак хӑйне евӗр музейпа кӑмӑлтан тата кӑсӑклансах паллашнӑ.
Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, чи кӑмӑлли тата хавасланмалли вара урӑххи. Арҫын ачасемпе яшсем чӑвашла юрласа савӑнтарни. Кун пирки Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музей директорӗ Альберт Сергеев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ, ҫавна ҫирӗплетсе видкео вырнаҫтарнӑ.
Ачасем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрра шӑрантарнӑ.
«Чӳречине яри те уҫса ярар
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине,
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине.
Атя уҫса яр, умне пырса лар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар» — янӑратнӑ Екатеринбургри арҫын ачасемпе яшсем.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑма упӑшкине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ятарласа вӗлермен-ха вӑл. Малтан хытӑ хӗнесе пӗтернӗ, унтан арҫын вилсе кайнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи каҫхине арӑмӗпе упӑшки Шупашкарти общежитисенчен пӗринче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗнчен 8 ҫул аслӑрах упӑшкине пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан тапса-ҫапса пӗтернӗ. Арҫыннӑн пит шӑмми, аяк пӗрчисем ванса-хуҫӑлса пӗтнӗ. Сурансене пула арҫын тепӗр кунхине килӗнчех вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта Максим Егоров-Курмыш ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш каччи пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗрлӗ хулара (Максим Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисене асӑннӑччӗ) тӗлпулусем ирттерес шухӑшлине хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫулҫӳревҫӗпе ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулма май килӗ. Курнӑҫу 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе, Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлнӑ. Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленине эпир кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Екатеринбурга «РУСЛАЙН» авиакомпани тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илсе ҫӳрӗ. Тунтикун самолет 19 сехет те 25 минутра ҫула тухӗ, Екатеринбургран — 17 сехет те 10 минутра; кӗҫнерникун самолёт Шупашкартан 15 сехетре вӗҫсе кайӗ, Екатеринбургран — 12 сехет те 45 минутра.
Пассажирсене 50 вырӑнлӑх «CRJ100/200» самолётпа турттарӗҫ. 829 километра 1 сехет те 30 минут вӗҫӗ.
Ыран Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицийӗ иртет. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫула вӑхӑтлӑха хупаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе тата Ленин проспекчӗпе, Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ таран, транспорт ҫӳремӗ. Машинӑсем кӑна мар, общество траспорчӗ те урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ҫула парад репетицийӗ вӗҫленсен хупӗҫ. Вӑл миҫе сехетре пӗтессине вара хальлӗхе пӗлтермен.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ пулӗ. Ун чухне ирхи 8 сехетренех ҫӳлерех асӑннӑ ҫула пӳлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |