Шупашкарта пӗр арҫын 9 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Палламан этем 9-мӗш пилӗк ҫуллӑх урамӗнчи ҫуртри лифтра хӗрача ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ.
Видеокамерӑсем пулӑшнипе арҫын ӑҫталла кайнине палӑртма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем микрорайонта пурӑнакансемпе те калаҫнӑ. Арҫын ӑҫта пурӑннине пӗлме пултарнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн 12 сехетрен арҫынна хӑйӗн килӗ умӗнче тытса чарнӑ. Вӑл 46 ҫулта. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов Шупашкарта Правительство ҫуртӗнчен тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна такам тапӑннӑ. Хайхискер ӑна ҫавӑнтах кӗтсе тӑнӑ.
Ҫамрӑк арҫын министра шӗрӗп уҫҫипе 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Тӳре-шара аллипе май килнӗ таран унран хӳтӗленнӗ. Ҫапах министр кӑштах суранланнӑ.
23 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Степанова вара тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Вӑл пульницӑна выртмаллах аманман. Халӗ унӑн сывлахӗ лайӑхах.
«Асамлӑх уйӗ» телекӑларӑмӑн юпан 2-мӗшӗнче тухна эфирӗнче Чӑваш Енри таксист пулнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Владимир Дмитриев пӗрремӗш тапхӑрта вылянӑ. Вӑл хӑйӗнпе паллаштарса акӑ мӗн пӗлтернӗ: ниҫта та ӗҫлемест, таксире кӑштах тупӑш тукалать.
Пирӗн ентеш Леонид Якубович панӑ ыйтӑвӑн тӗрӗс хуравне пӗлнӗ. Малтан вӑл виҫӗ саспалли уҫнӑ, унтан сӑмахне пӗлтернӗ – «опрятность».
Шупашкар арҫынни парнесӗр килмен. Вӑл Якубовича чӑваш тӗрриллӗ кӗпе, портрет тата ытти япала парнеленӗ. «Ӗҫсӗр ҫынран парне илесси – ку ҫӗнӗлӗх», - тенӗ Леонид Якубович.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинче 39 ҫулти арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Форд-Транзит» машинӑпа пынӑ чухне ун умне «Киа-Рио» автомобиль сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан ҫынна «Форд» Шупашкарӑн Кӑнтӑр районӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах лӑпкӑн калаҫма май килмен. «Киа» водителӗ газ пистолетне туртса кӑларнӑ та хайхине мӑйӗнчен пенӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
«Киа» машина номерне хулари видеокамерӑсем пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Унӑн водителӗ 32 ҫулти арҫын, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер, пулнӑ. Вӑл хӑй пуҫтахланнине йышӑнман, «Форд» машина водителӗ пӑшала туртса илме тӑнӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пӑтӑрмаха пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти харпӑр секторти пӗр ҫуртра 65 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Унӑн мӑйӗ тавра электричество кабелӗпе ултӑ хутчен ҫавӑрса пӑвнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын паян ҫав харпӑр секторта кӳршӗ ҫуртра каннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, следстви вӑхӑтӗнче хупса лартнӑ.
Халӗ, Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта паян чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Хулара пӗр ҫын машина ҫулӗ ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Ҫавна асӑрханӑ пӗр водитель пӑрӑнса иртес вырӑнне... чарӑнса ларнӑ. Ҫапла-ҫапла. Вӑл ӑна ытти машина ҫапса хӑварассинчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Водитель пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем часах вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр ҫынна полицине илсе кайнӑ, унтан пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫул ҫинче ӳсӗр ҫынсем инкеке лекме пултараҫҫӗ. Шар курас мар тесен ӳсӗрӗличчен эрех ӗҫмелле мар.
Нумаях пулмасть Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Унӑн ятне Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине чӑваш наци ятне панӑ, Тайруна тесе ҫыртарнӑ. Аслисем ҫак ята килӗштерсех суйланӑ.
Ленин районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайруна сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Ленин районӗн администрацийӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ, унашкалли унччен пулман.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта стела уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ.
Медицина ӗҫченӗсене асра тытнине палӑртакан стелӑна Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине, Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗн картишӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чумана, оспӑна, хӑрушӑ ытти инфекцие, ҫавӑн пекех кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑсем шутласа кӑларма хутшӑннисене хисеп туса уҫнӑ. Паян «хӗрлӗ зонӑра» ковидпа кӗрешекенсене сума сунине те палӑртнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсен хӑйсен тивӗҫне таса чунпа пурнӑҫламаллине аса илтерекен стела та пулӗ вӑл.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейри Яндекс тӗп директорӗ Елена Бунина килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ. Ҫавна май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллӑ проект пуҫарнӑ. Хальлӗхе вӑл Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурнӑҫланать. Асӑннӑ хуласенче пурӑнакан ветерансем таксие уйӑхне тӑватӑ хутчен тӳлевсӗр чӗнсе илме пултараҫҫӗ.
Ҫӑмӑллӑхпа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем; блокадӑри Ленинградра пурӑннисем; концлагерьсемпе геттона, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫавӑн пек вырӑна лекнисем; тыл ӗҫченӗсем; вӑрҫӑра вилнисен тӑлӑх арӑмӗсем усӑ кураяҫҫӗ.
Такси чӗнес тесен социаллӑ пулӑшу паракан центрсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен шӑнкӑравламалла. Шупашкарта унӑн номерӗ – 8 8352 51-27-80, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 8 8352 78-02-46.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен те Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна ирттерӗ. Тӗп лапам Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче пулӗ.
Акцие пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Раҫҫейри Олимп командине хавхалантарас тесен тӗп пляжа пухӑнмалла. Унта 1 ҫухрӑм дистанцие парӑнтарӗҫ.
Уяв 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, 11 сехет те 45 минутра, разминка хыҫҫӑн, уява савӑнӑҫлӑ-лару-тӑрура уҫӗҫ. Хӑнасем умне, сцена ҫине, Чӑваш Енри паллӑ спортсменсем, хӑвӑрт утас енӗпе палӑрнисем, тухӗҫ: Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Алина Иванова, Александра Деверинская.
Старт 12 сехетре пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |