Шупашкар хулинче Урамри баскетболӑн пӗтӗм тӗнче шайӗнчи центр тӑвасшӑн. Ӑна кредит учрежденийӗсенчен пӗрин, «Промсвязьбанкӑн», «ПСБ – детям» (чӑв. ПСБ – ачасем валли) Пӗтӗм Раҫҫейри спорт проекчӗпе килӗшӳллӗн тума хатӗр.
Нумаях пулмасть республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер тата РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков «Промсвязьбанк» председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ.
Кредит учрежденийӗ республикӑри инвестици проекчӗсене укҫа хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парасси пирки те шухӑшласа пӑхма хатӗр.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче республикӑри икӗ ҫын ултавҫӑсене 500 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Шел те, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсене халӗ те ӗненеҫҫӗ, вӗсен вӑлтине ҫакланаҫҫӗ.
Шупашкарти 30 ҫулти хӗрарӑм тата Шупашкар районӗнчи 47-ри арҫын та ҫак мелпех улталаннӑ. Вӗсем патне хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсем шӑнкӑравланӑ, карточкисем ҫинче иккӗленӳллӗ операци пулнине пӗлтернӗ. Укҫа ҫухаласран сыхланас тесен нухрата резерв счет ҫине куҫарма сӗннӗ.
30-ти хӗрарӑм 124 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Арҫын вара ултавҫӑсене 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗхсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре «лӑпкӑ сехет» кирлӗ-и? Хӑш-пӗр регионта ку саккуна йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра Шупашкар хула администрацийӗ тата Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет.
Тӗслӗхрен, Мускав облаҫӗнче йышӑннӑ саккунпа килӗшӳллӗн, «лӑпкӑ сехетре» 13-15 сехетсенче шавлама юрамасть. Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 21 сехетрен пуҫласа ирхи 8 сехетчен, канмалли кунсенче 22 сехетрен пуҫласа 10-ччен шавлама, хваттерте юсав ӗҫӗсем тума, юрӑ-кӗвӗ итлеме, телевизор хытӑ яма юрамасть. Куншӑн 500 тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре кунашкал «лӑпкӑ сехет» йышӑнасшӑн.
Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнине пӗлтернӗ.
Надежда Луговская суту-илӳ центрӗсене 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене ашшӗ-амӑшӗсӗр кӗртмешкӗн чарма йышӑннӑ. Ку каникулта кӑна мар, ахаль чухне те вӑйра пулӗ. Ҫакна ачасем уроксем хыҫҫӑн ахаль ҫапкаланса ан ҫӳреччӗр тесе тӑваҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов 14 ҫулчченхи ачасем тӗлӗшпе ҫеҫ ҫак мерӑна йышӑнма сӗннӗ. 15-рен иртнисенчен чылайӑшӗ техникум-училищӗре вӗренет, вӗсем суту-илӳ центрне ашшӗ-амӑшӗпе ҫӳремеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва юристсем татса парассине пӗлтернӗ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен «Артек» центрта «Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ 11-мӗш класс ачисене, 300 ҫамрӑка, 1 миллион тенкӗ, 9-10-мӗш классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫе 200 пиншер тенкӗ панӑ.
Сӑмах май каласан, ку проекта Чӑваш Енри 3 пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Финала пирӗн тӑрӑхри ҫичӗ ача лекнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ: Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти Александра Салмина, Шупашкарти 56-мӗш шкулти Игорь Александров, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи шкулти Иван Иванов – тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗн ертӳҫин Алина Артемьевӑн хӗрӗ Дарья та финалистсен йышӗнче.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче видеокамерӑсем лартса тухӗҫ. Пурӗ 3,8 миллион тенкӗлӗх. Видеосӑнав камерисене администраци ҫурчӗн кашни хутӗнче вырнаҫтарӗҫ. Унта «Optimus IP-E015.0 (2.8)P_V.2» маркӑллӑ 14 камера вырнаҫтарма палӑртнӑ, «Optimus IP-E025.0 (2.8)P» маркӑллине – 74, «Optimus IP-E025.0 (2.8-12)P» маркӑллине – 16, «Optimus IP-E025.0 (2.8-12)AP» – 6. Видеокамерӑсене раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вырнаҫтарса пӗтермелле.
Пӗрремӗш хутра 30 камера лартӗҫ, 15-мӗш хутра – 8 камера. Ытти хутра 5–6 камера пулӗ. Правительство ҫурчӗн техника хучӗсенче (вӗсем – 16-мӗш тата 17-мӗш хутсем) тата нӳхреп пайӗнче камерӑсем кирлӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта таксистсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пирки «Про город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем видео ӳкернӗ. Рейда тухнӑ специалистсем такси тесе ҫырнӑ машинӑсене чарнӑ, вӗсем маскӑсӑр водительсене тӗрӗсленӗ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра общество транспортӗнче маска тӑхӑнмалла. Лавккасенче те, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта та ҫавӑн пек. Апла пулин те йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Пӗр енчен, кунӗпе маскӑпа ҫӳреме йывӑррине ӑнланма пулать-ха. Ҫав вӑхӑтрах ковид-уйрӑмӗсенче талӑкӗпе маскӑпа, ятарлӑ тумтирпе ҫӳрекен тухтӑрсем тӳсеҫҫӗ-ҫке...
Шупашкарта пурӑнакан 15-ри тата 18 ҫулти ҫамрӑксен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем тепӗр ҫамрӑка ҫаратнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче икӗ каччӑ хӑйсем палламан 13-ри арҫын ачан телефонне вӑрлама калаҫса татӑлнӑ. Хайхискерсем пӗр лавкка умӗнче унран телефонпа шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хӑйсем вара телефона ярса тытнӑ та тарнӑ.
Ҫамрӑксем вӑрланӑ телефона ломбарда кайса панӑ. Укҫине вара иккӗшӗ пайланӑ. Ҫамрӑксене кӗске вӑхӑтран тупса палӑртнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Фольксваген Поло» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Инспекторсем водитель правине тӗрӗсленӗ – суя иккен. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна суд тунӑ.
Судра хайхискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл автошкулта вӗреннӗ, анчах экзамен тытайман. 2015 ҫулта хайхискер интернетра палламан ҫынран права туяннӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне, даннайӗсене ярса панӑ. Правана кайран почтӑпа ярса панӑ.
Арҫын айӑне йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха янӑ.
Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи Роза Люксембург урамӗнче ача пахчи тума палӑртнӑ. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ.
Ача пахчинче 2 уйӑхри ачасенчен пуҫласа 7 ҫулти шӑпӑрлансем ҫурӗҫ. Вӗсем валли 8 ушкӑн йӗркелӗҫ. Виҫӗ ушкӑн – чи пӗчӗккисем валли, ыттисем 3-7 ҫулсенчи ачасем валли пулӗҫ.
Ача пахчинче апат-ҫимеҫ блокӗ, бассейн, музыка тата вӑй-хал культурин залӗсем, психолог тата логопед пӳлӗмӗсем, компьютер класӗ пулӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ҫурта 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |