Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумай пулмасть Шупашкарти 37-мӗш шкула Китай хӑнисем килсе кайрӗҫ. Китай хӑнисем хушшинче Хуань Лилян профессор тата Инҫет Тухӑҫ институчӗн аспирантки Линь Боянь пулчӗҫ. Хуань Лилян истори ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Пӗтӗм тӗнчери конфуци организацийӗн секретарӗ.

Фойере хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл тунӑ хыҫҫӑн чӑваш тумлӑ шкул вӗрентекенӗсем чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ. Юрӑсем итленӗ хыҫҫӑн хӑнасем шкул музейӗпе тата иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ шкул ачисем хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ.

Спорт залӗнче хӑнасене ушу-таолу ятлӑ китай спорт тӗсӗпе паллаштарчӗҫ. Китайра ку спорт тӗсӗ нумайӑшне кӑмӑла каять иккен, ку шкула та вӗсем вӑл спорт тӗсӗпе интересленнине кура килнӗ.

Вӗҫӗнче Китай хӑнисене чӑваш апачӗсемпе хӑналарӗҫ.

37-мӗш шкулта хӑйсене епле кӗтсе илнипе Китай хӑнисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

КӐР
25

Ромеопа Джульетта
 Карссем | 25.01.2008 19:49 |

Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче — премьера. У. Шекспирӑн Ромеопа Джульетта пьесине Шупашкарсем ҫӗнӗлле курчӗҫ. Казахстан композиторӗн Евгения Терехован мюзиклне Иосиф Дмитриев режиссер пысӑк туйӑмлӑ тата витӗмлӗ лартнӑ. Спектакль Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑхӗ иксӗлменнине тепӗр хут ҫирӗплетет. Мюзиклти юрри-ташши питӗ килӗшӳллӗ, актерсем выляни чуна витермелле пулса тухнӑ. Тӗп рольсенче Леонид Яргейкин, Ольга Михайлова, Надежда Садовникова, Юрий Капсулов, Дмитрий Михайлов, ҫамрӑк артистсем тата аслӑ ӑрури Лидия Красова, Светлана Савельева, Александр Степанов тата ытти ӑстасем.

 

2008-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкарта пысӑк промышленность центрӗ — индустриллӗ техника паркне уҫасшӑн. Кун пирки хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтерчӗ.

 

Хула мэрийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл центр валли пурӗ 10 гектар ҫӗр уйӑрса парасшӑн, производство лаптӑкӗ 25 пин тв. м. ытла пулӗ, ӑна хута ямашкӑн 30 миллион доллар укҫа-тенкӗ тӑкаклама шутланӑ.

 

Чи малтан бетонпа пуҫтаруллӑ тимӗр-бетон кӑларакан заводсем туса лартма палӑртнӑ. Вӗсен шутне хӑвӑллӑ мачча плитисене кӑларан цехсем те кӗрӗҫ.

 

Иккӗмӗш хутӗнче вара горизонтальлӗ тата вертикальлӗ май хӑпартмалли элементсене тата металл конструкцийӗсен завочӗсене тума палӑртнӑ.

 

Технопарка регионти промкомплекса аталантармалли тата "Раҫҫей гражданӗсене ҫителӗклӗ тата хӑтлӑ ҫуртсемпе тивӗҫтересси" патшалӑх проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн туса лартӗҫ. Технопарк инвесторӗ тата тӑваканӗ — "Крост" концерн.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Енре Шупашкара тата унран 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерес ӗҫе пуҫарӑннӑ. Ку ыйтӑва 30 ҫул каяллах лартнӑ пулин те ӑна кӑҫалхи раштавӑн 14-мӗшӗнче кӑна сӳтсе явма килӗшнӗ.

Ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшне палӑртса хунӑ РФ президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче референдумсем иртӗҫ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫе ырлаҫҫӗ пулсан Чӑваш Енре 580 пинлӗ ҫӗнӗ хула йӗркеленӗ.

Халӗ Шупашкарта 460 пин, Ҫӗнӗ Шупашкарта 120 пин патнелле ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисенчен нумайӑшӗ Шупашкара ӗҫе ҫӳрени паллӑ ӗтнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Кисана (Рязань) автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Автобус тӗп вокзалтан 8 сехет ирхине эрнере виҫӗ хут ҫула тухӗ: юнкун, эрнекун тата вырсарникун. Кисанран вара автобус каялла каҫхи 18 сехет те 45 минутра ҫак кунсенче тухӗ: тунтикун, кӗҫнерникун, шӑматкун.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Раштав уйӑхӗн 4-мӗшпе 6-мӗшӗ хушшинче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче чӑваш наци шкулӗсенче Тӑван Ен культурине вӗрентекенсен семинарӗ иртӗ.

Семинарта ӗҫ тетрачӗсене усӑ курса ТЕК (Тӑван Ен культури) предмета вӗрентмелли мелсене, вӗренекенсене олимпиадӑсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ.

 

Семинар 10:00 сехетре пуҫланӗ, 216 пӳлӗмре регистрацилеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 45-07-44

 

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май поэзи каҫӗ иртӗ. Ҫавӑн пекех ку мероприятинче пӗрле Геннадий Никандрович Волков СССР педагогика Академийӗн тата Раҫҫей вӗрентӳ Академийӗн чӑн членӗ, чӑваш этнопедагогикин «ашшӗ» 80 ҫул тултарнӑ май ятарлӑ чыславӗ иртӗ. Ку мероприятисене Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Хусанкай Академийӗ тата академи драма театрӗ йӗркелет. Сцена ҫине кӑлараканӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Митта Ваҫлейӗ Премийӗн лауриачӗ Надежда Кириллова. Ӳнерҫӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Шведов.

Мероприяти 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, чӑваш поэзине кӑмӑллакансене пурне те чӗнетпӗр! Билет хакӗ 40-90 тенкӗ. Билетсене туянмашкӑн тӗплӗн ыйтса пӗлмелли телефонсем: 624-616, 625-495.

 

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш филармони ҫуртӗнче ("Кӗмӗл ӗмӗр" галерейинче) "Атӑл чӳречисем" ятлӑ курав уҫӑлчӗ. Курава 2005 ҫулта Эстонирен Чӑваша экспедицине килнӗ, чӑвашсен пурнӑҫне тӗпченӗ материалӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Экспедици хыҫҫӑн ҫак курава чи малтан 2005 ҫулта Эстонири ӳнер академийӗн галерейинче кӑтартнӑ. Иккӗмӗш курава Эстонири наци вулавӑшӗнче вырнаҫтарнӑ, виҫҫӗмӗш хутӗнче ӑна 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Эстонири наци музейӗнче ирттернӗ. Куравсене йӗркелекенсенчен пӗри - 2005 ҫулхи экспедицине хутшӑннӑ Мадис Туудер магистр. Чӑвашра ку курав пӗрремеш хут уҫӑлчӗ, ӑна кунта Эстонири чӑваш культура обществин председателӗ Ираида Захарова илсе килчӗ. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци вулавӑшӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хутшӑннӑ. Курава уҫма Мадис Туудер та килсе ҫитрӗ.

Ку курав икӗ уйӑх хушши ӗҫлӗ - курас килсен кайса пӑхма пултаратӑр.

 

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче Педканаш сайчӗн ҫавра сӗтелӗ иртрӗ. Ҫавра сӗтеле вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Виноградов Юрий Михайлович, вӗренӳ министрествин чӑваш чӗлхине вӗрентессине сӑнаса тӗрӗслесе тӑракан Ядранская Инесса Владимировна, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Андреев Владимир Юрьевич, сайта хатӗрлекен Плотников Николай Алексеевич ертсе пычӗҫ. Владимир Андреев сайтӑн паянхи кунхи аталанӑвӗ пирки каласа пачӗ, Николай Плотников сайта епле хатӗрленӗ пирки ӑнлантарса пачӗ.

Ҫавра сӗтеле Шупашкарти университетсенчен, вӗренӳ институтӗнчен ҫынсем килсе канашларӗҫ. Ытларах енӗпе ҫавра сӗтеле чӑваш чӗлхине вӗрентекен вӗрентӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем ҫак сайта аталанмашкӑн мӗн кирли пирки, хутшӑннӑ чухне сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсем пирки пӗлтерчӗҫ. Чи пысӑк йывӑрлӑхсем шутӗнче ял шкулӗсенче интертетел япӑхрах ӗсленине пула сайт вӑраххӑн уҫӑлнине, хӑш-пӗр самантсем валли пулӑшу тексчӗсем ҫуккине, материалсене вырнаҫтарма хӑранине асӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 949, 950, 951, 952, 953, 954, 955, 956, 957, 958, [959], 960, 961
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та