Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Ҫуралнӑ хӗр ашшӗ
Ҫуралнӑ хӗр ашшӗ

Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Республика кунӗ тӗлнелле, Шупашкарти Мускав районӗнчи ЗАГС пайӗнче 1 400-мӗш ача регистрациленнӗ. Юбилейлӑ пепке ҫӗртмен 18-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ иккен. Савӑнӑҫлӑ ашшӗ-амӑш ҫуралнӑ хӗре хутран-ситрен тӗл пулакан ята — Мирослава ята — панӑ.

ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем савӑнӑҫлӑ ашшӗне ҫак пулӑмпа саламланӑ, пепкен пӗрремӗш документне — ҫуралнине ӗнентерекен хута алла панӑ.

 

Шупашкарти урамсенче ҫитес вӑхӑтра сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Пӗрремӗш автоматсене ӗнер Чӑваш Енӗн ялхуҫаминӗ «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» куравра кӑтартма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ.

Европӑра сӗткоматсене вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ҫӗнӗлӗх мар, Раҫҫейре вара асӑннӑ ҫӗнӗллӗхе тин кӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Паянхи куна илес пулсан автоматсене Мускавпа Табов хулисенче йышлӑн лартаҫҫӗ.

Шупашкарта сӗткаматсене вырнаҫтарас ыйтӑва пӗрремӗш хут Тӑвай районӗнче пурӑнакан Сергей Илларионов ҫӗкленӗ пулнӑ. Вӑл сӗт туса илме ӗне ферми уҫма шутланӑ. Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем питӗ те меллӗ иккен.

Хуласенче вырнаҫтарнӑ сӗткаматсем чӑннипех халӑхшӑн тухӑҫлӑ пулӗ. Автоматпа усӑ курма та ҫӑмӑл. Хальлӗхӗ фермер 8 сӗткомат туянма палӑртнӑ. Автоматсене Чехинче туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа та тӗлентермӗш техникӑна вырнаҫтарма Шупашкара ятарласа Мускавпа Чехи ӑстисем ҫитнӗ.

Сергей Илларионов фермер автоматсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче вырнаҫтарасшӑн.

Малалла...

 

Шупашкарта Республика кунне уявлани тата фейерверк фестивалӗ иртесси пирки ытти регионта пурӑнакансене... автобуссем урлӑ пӗлтереҫҫӗ. Епле майпа тетӗр-и? Реклама аталанӑва пуҫарса яраканӗ тетчӗҫ те хӑй вӑхӑтӗнче, паянхи саманара вӑл пушшех те пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла вара пирӗн республика ҫуралнӑ кунне уявланине пӗлтерекен хыпарсене пӗр хулапа тепӗрне ҫыхӑнтаракан автобуссем ҫине вырнаҫтарнӑ иккен. Паян, сӑмахран, ун пек автобус Шупашкарти тӗп автовокзалтан Чулхулана тухса кайнӑ. Ҫула май вӑл Воротынец, Лысково, Кстово хулисем патӗнчен иртет. Ҫапла майпа Шупашкара ытти регион ҫыннисене ытларах илӗртес тӗллев тытнӑ. Водительсем палӑртнӑ тӑрӑх халӑх пӗлтерӗве асӑрхать-мӗн.

Салют пирки каларӑмӑр та, фестивале Мускавпа Питӗр хулисенчи тата Белоруҫпа Литвари пиротехниксем килсе ҫитмелле. Вӗсен пултарулӑхне тӗнче тетелӗ пулӑшнипе трансляциленӗ май куракансем те хак пама пултарӗҫ. Вӗсен шухӑшне ҫӗртмен 23-мӗшӗнче 23 сехетрен тытӑнса тепӗр кунхи 11 сехетчен пухӗҫ. Интернет-сасӑлава тӗпе хурса куракансене уйрӑмах килӗшнӗ пиротехниксене ятарлӑ парнепе чыслӗҫ.

Малалла...

 

Шырлӑх курнӑ храм
Шырлӑх курнӑ храм

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ир еннелле Шупашкарти Граждан урамӗнчи чиркӗве ҫаратнӑ имӗш.

Чиркӳ пӳлӗмӗнчен ҫынсем парнеленӗ капӑрлӑхсем ҫухалнӑ. Шырлӑх суммине паллӑртмаҫҫӗ — ара ҫӗрӗ, хӑлха ҫакки, вӑчӑр таврашне ятарласа хакламан, вӗсем киотра иконпа пӗрле ҫакӑнса тӑнӑ. Парнеленӗ япаласен хакне те пачӑшкӑсем шутласшӑн пулман пуль ӗнтӗ.

ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрра йытӑпа шырама май килмен — тӗн йӗркине пӑснӑран ҫивӗч сӑмсаллӑ чӗрчуна чиркӳ ӗҫченӗсем кӗртесшӗн пулман имӗш.

 

Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа кӗрешекен кунта, Шупашкар хулинче «Сывлӑх троллейбусӗ» ятпа акци иртӗ.

Асӑннӑ акци пирӗн республикӑра пӗрремӗш хут иртмест. Иртнӗ ҫулсенче вӑл ӑнӑҫлӑ пулнине шута илсе ҫак япалана йӑлана кӗртме палӑртнӑ. Акци тӗллеве — хула халӑхне наркоми проблемипе паллаштарасси, усал лару-тӑрӑва хирӗҫ епле кӗрешмелли пирки каласа парасси.

Акци Хӗрле тӳремре 10:00 сехетре пуҫланать, 1, 15 тата 17-мӗш троллейбуссенче иртӗ. Хутшӑнакансем: Ачасен полици академийӗн вӗренекенӗсем, ҫамрӑксен «Сталь» патриотла юхӑмӗпе «Чӑваш Ен» фондӑн хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекен яш-кӗрӗм.

Мероприятие йӗркелесе пыракансем — Раҫҫей Федераллӑ службин Чӑваш Енри наркомани ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управлени, Чӑваш Республикин прокуратури тата Шупашкарти Калинин районӗнчи наркоманипе кӗрешекен комисси.

 

Республика кунӗ ҫывхарса килнӗ май уявпа саламлама Шупашкара ятарласа паллӑ вырӑс ҫӑлтӑрӗсем килсе ҫитӗҫ. Вӗсенчен пӗри вырӑс эстрада юрӑҫи — Филипп Киркоров. Унӑн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑл тӑвакансем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче 20:00 сехет валли «Экспо-Контур» курав центрне ҫитме пултарӗҫ — концертне курма. Вӑл кунхине ҫавӑнтах «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» курав тата «Мисс Поволжье» ӑмӑрту иртӗ. Асӑннӑ мероприятисем куракансемшӗн тӳлевсӗр.

Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑна тата тӗпер паллӑ ҫӑлтӑр — Раҫҫей тата Голливуд шайӗнчискер — килсе ҫитет. Олег Такторов — спортмен, актер, ӑна нумайӑшӗ «Солдаты», «Тайна Чингис Хана», «Generation П», «Билет на Vegas» киносериалсем тӑрӑх пӗлме пултарать. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче хула администрацийӗ кӑмӑл пур пулсан 9 сехет тлне Хӗрлӗ тӳреме йыхравлать, кунта ирхи зарядка иртӗ. Паллах, Олег Такторовпа.

 

Шупашкарти МГУТУ филиалӗн ҫурчӗ
Шупашкарти МГУТУ филиалӗн ҫурчӗ

Шупашкарта иртнӗ кунсенче Мускаври технологи тата управлени патшалӑх университечӗн (МГУТУ) уйрӑмре хупасси ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ. Хупнин сӑлтавӗ вара — тӗп ВУЗ Шупашкарти филиал валли уйрӑм ҫурт-йӗр туянма килӗшменнинче иккен. Паянхи кун вӑл 3-мӗш каҫхи шкулӑн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, ку вара паянхи саккунпа килешӳллӗ мар.

Асӑннӑ МГУТУ филталне хупасси ҫинчен хыпар пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче тухнӑ пулнӑ. Университетра вӗренекен студентсен вара Мускаври университета е Чӗмпӗрти МГУТУ уйрӑмне куҫма лекӗ. Шупашкарти филиала ҫӗртмен 30-мӗшӗнче хупма палӑртнӑ.

 

 ДТПра «аманнӑ» машинӗ
ДТПра «аманнӑ» машинӗ

Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлнелле Чернышевский урамӗнчи 18 тата 14 ҫуртсем хушшинче ҫул ҫинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан «Мазда 3» маркаллӑ урапана (выр.машина) паллӑ мар машина хыҫалтан пырса ҫапнӑ пулнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ ҫынсен сӑмахне ӗненсен асӑннӑ аварире айӑпли хура тӗслӗ «Лада Калина» урапапа пулнӑ. Машина пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн «Лада Калина» вырӑнтан тарнӑ пулать. Унӑн та машини «сусӑрланнӑ», бамперӑн пысӑк пайӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнчех выртса юлнӑ.

Инкеке лекнӗ Мазда 3 урапа хуҫи айӑплӑ шофера шырама пикеннӗ. Халӑх тетелӗнче, урамри ҫутӑ юписем ҫинче пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ — ҫӗртмен 16-мӗшӗнче ҫӳхалнӑ машин номерне пӗлме пултарнӑ. Урапи вара Чӑваш наци конгресӗнче шутланса тӑрать иккен.

Вӑхӑтлӑха ертӳҫӗ ӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Клементьевран ыйтсан хурав ҫапларах пулнӑ тет:

— Паянхи куна конгресс ертӳҫи чирлет. Асӑннӑ машин чӑн та пирӗн организацинче шутланать, Анчах та пирӗн гараж ҫук та вӑл урапана эпӗ курман-ха.

Хальхи вӑхӑтра ЧНК машинин рулӗ умӗнче кам ҫынни ларнине тӗпчеҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63373.html
 

Юнкун, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18:00 сехет иртсен Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 42-мӗш ҫуртра пушар сиксе тухнӑ иккен. Унта тӳрех 4 пушар урапи (машири) килсе ҫитнӗ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх вут-ҫулӑм пӗрремӗш хутра тухнӑ иккен.

Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтерме пултарнӑ. Турра шӗккер, аманнисем тупӑнман, хваттере ҫех самай шырлӑх кӳнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх вут-ҫулӑм тахӑшӗ ятарласа чӗртнипе тухнӑ иккен. Халь вӑл ҫынна шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63393.html
 

Ҫуллахи кунсем яланах хӑйсен шӑрӑх, хӗвеллӗ, пӑчӑх кунсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах. Хӗвел питтинчен пытанас тесе, шыв ӑшшипе киленес тӗллевпе ҫынсем хаваспах пляжа ҫул тытаҫҫӗ.

Республикӑра шыва кӗмелли тапхӑр офицаллӑн ҫӗртмен 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Хуласенчи пляж лару-тӑрӑвӗсене, хӑрушсӑрлӑха ятарлӑ инспекци сӑнаса тӑрать — саккун ҫапла ыйтать, мӗн тӑвӑн. Паянхи пурнӑҫра, техника самай аталаннӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ хатӗрсем этемӗн ӗҫ-хӗлне ҫӑмӑллатаҫҫӗ, ҫав шутра инкеклӗ пулӑмсенчен сыхлама та. Шупашкарти «Центральный» тата «Новосельский» пляжсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен — тӑватшар таран.

Канма килекенсене ку хыпар кӑмӑла каймасть пулин те хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх видеокамерӑсем пляжри лару-тӑрӑва пӗтӗмӗшле ҫеҫ тӗпчеме пулӑшаҫҫӗ — ҫынсем хушшинче ҫӳрекен вӑрӑ-хурах ӗҫне сӑнама май парӗ, мӗн пур пулса иртекен пляжри ӗҫ-пуҫа сӑнама пулӑшӗ.

Пляжсенчи видеокамерӑсенчен шыва кӗме килекенсемшӗн усси чӑнах та пур пулӗ. Тӗрлӗ пӑтӑрмахсенчен хӑтарма е пӗр-пӗр тискер ӗҫ-пуҫа курӑмлӑн тӗпчеме вӗсем пулӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63382.html
 

Страницӑсем: 1 ... 973, 974, 975, 976, 977, 978, 979, 980, 981, 982, [983], 984, 985, 986, 987, 988, 989, 990, 991, 992, 993, ... 1033
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та