Чылай ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне аслӑ пӗлӳ илтересшӗн хыпса ҫунать. Укҫаллисем «кӗмӗлне» шеллемесӗр тӳлесе те вӗрентме хатӗр. Ара, ачамӑрсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнччӑр тенипе ҫавӑн пек тӑрмашатпӑр пулинех.
Аслӑ шкул пӗтерни пирки калакан дипломлисемех вара хӑш чух ӗҫсӗр аптӑраҫҫӗ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине шута илсе дипломлӑ каччӑсем водительте, пикесем вара сутуҫӑра вӑй хуни те тӗл пулать. Ҫав вӑхӑтрах промышленноҫ предприятийӗсене инженерсемпе технарьсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе республикӑра прикладной квалификацие хӑнӑхтаракан нумай функциллӗ вӗрентӳ центрӗсем уҫма палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе ҫиччӗ уҫмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Сӑмах май, вӑл кӑсӑклӑ ҫакӑн пек статистика та илсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗренекенсенчен 67 проценчӗ аслӑ шкулта ӑс пухать иккен, 23,9-шӗ — вӑтам професси вӗрентӗвӗн учрежденийӗсенче (ӗлӗкхилле каласан, техникумсенче), 8,9-шӗ — пуҫламӑш професси вӗрентӗвӗн учрежденийӗсенче (училищӗсенче). Анчах предприятисенче пачах урӑхла ӳкерчӗк-мӗн — вӗсене рабочисем кирлӗ.
Шупашкарти 500 ҫуллӑх паркӗ тепӗр темиҫе ҫултан пачах ылмашӗ. 65,5 гектар лаптӑк ҫинче океанариум, аквапарк, вӗрен ҫул тата ытти тем тӗрлӗ япала туса хума палӑртаҫҫӗ. Проект Раҫҫейре туризма 2011-2018-мӗш ҫулсенчен аталантарасси федераци программине кӗме пултарнӑ.
Парка ҫӗнетме палӑртнисем ӗҫсене виҫӗ тапхӑрпа ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кашни ӑстрӑмӗ икшер ҫула тӑсӑлӗ. Парка юсаса ҫӗнетес тӗллевпе ватӑ йывӑҫене касса ҫӗнӗрен хунав лартма тӗллев лартнӑ. Парк лаптӑкӗнче этноял, чӑваш ӗҫми-ҫимин ресторанӗ, яхта клубӗ, спорт комплексӗ, зоопарк, ача-пӑчана выляса савӑнмалли вырӑн та ҫӗкленсе ларӗ. Кунсӑр пуҫне 48 тӗрлӗ аттракцион вырнаҫтарма палӑртнӑ иккен.
Парка юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 293 миллион тенкӗ уйӑрмалла-мӗн, мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ 5 миллиард тенкӗ ытла укҫана инвесторсем хывӗҫ.
Инвестици хывас тӗлӗшпе муниципалитетсем пӗлтӗр епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ. Ӑна 16 тӗп тата 4 хушма енпе хакланӑ. Районсенчен малти вырӑна красноармейскисем тухнӑ иккен, иккӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗ. Хуласенчен вара Шупашкар мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ хутпа кӑна мар, премипе те чыслаҫҫӗ. Красноармейски районне, сӑмахран, 975,5 пин тенкӗ тивӗҫӗ, Шупашкар районне – 525 пин. Шупашкар хули вара миллион тенкӗллӗ пулса тӑрӗ.
Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра экономика министрӗ Алексей Табаков пӗлтернӗ-мӗн. Сӑмах май, Михаил Васильевич районсемпе хуласен ӗҫне хаклас меслет тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Конкурса палӑртакан кӑтартура муниципалитетсенчен килмен ӗҫ кӑтартӑвне те шута хураҫҫӗ-мӗн.
Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине суккӑр хӗр — Галина Никитина — вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн аллинче паян — хӗрлӗ диплом. Ку вӑл халӗ. Унччен вара пикене, уйрӑмах тӑватӑ ҫул каялла вӗренме кӗнӗ чух, пӗрттте ҫӑмӑл пулман. Суккӑра курсан вӗренӳ заведенийӗн ертӳҫисем те малтанласа шикленсе ӳкнӗ-мӗн.
Юрлас ӑсталӑха Галина малтанласа ӳнер шкулӗнче ӑс пухнӑ. Паян вӑл нота грамотине, ӳнер кун-ҫулне лайӑх пӗлет, фортепианӑпа вылять. Ӑна педагогсем академи юрӑҫӗ тесе хаклаҫҫӗ иккен. Галина романссене, халӑх юррисене, арисене уйрӑмах лайӑх шӑрантарать иккен.
Музыка училищин директорӗн ҫумӗ Елена Ананьева каланӑ тӑрӑх, суккӑр вӗренекен валли ятарлӑ программа хатӗрлемен. Хӑш-пӗр дисциплинӑпа вара уйрӑм занятисем ирттерме тивнӗ. Ҫав ӑсталӑха кура халӗ куҫ курман ытти ҫамрӑка та пӗлӳ пама пултараҫҫӗ. Сӑмах май, паян унта тата тепӗр суккӑр хӗр вӗренет иккен.
Вӑл пачах ҫӗнӗрен ҫӗкленекенскер мар-ха. Шупашкарти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑскер хӑй вӑхӑтӗнче «Атӑлҫин пир-авӑр компанийӗ» общество аллинче пулнӑ. Предприяти панкурта тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑм алӑри ача-пӑча учрежденине хупса хунӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна Шупашкар хула администрацийӗ туяннӑ.
Садика юсамаллине кура ӑна пӗр вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ. Халӗ вара ӑна хӗрсех юсаҫҫӗ. Ӗҫе вӗҫе ҫитерсен садикра 11 ушкӑн уҫӑлмалла, пурӗ 236 ачана йышӑнмалла. Проектпа пӑхсан, вырӑнӗ 12 ушкӑнлӑх-ха. Анчах пӗринче физкультура залӗ йӗркелеме шут тытнӑ. Ача пахчине кӗркунне валли юсаса пӗтерме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ кунсенче «Шупашкар хулинчи лифтсене ҫӗнӗтесси, улӑштарасси» ҫӗнӗ муниципаллӑ адреслӑ программа йышӑннӑ пулнӑ. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӑҫал 9 чарӑнура 37 лифта тата 12 чарӑнура 2 лифта улӑштарма палӑртнӑ имӗш.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫ валли 46,7 миллион тенкӗ уйӑрмалла. 35 миллион тенкӗ хула бюджетӗнчен уйӑрма планланӑ, ыттине вара — 11,7 миллион тенке — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан кил хуҫисенчен пуҫтарма палӑртнӑ.
Лифтсене улӑштаракан организацине паянхи кун тупман-ха, ку ыйтӑва администраци ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарать.
Йышӑннӑ планпа килӗшӳллӗн лифтсене ҫак адрессемпе юсама палӑртнӑ:
• Афанасьев урамӗ, 9;
• Хевеш урамӗ, 11/2;
• 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗ, 15;
• Ленинла комсомол урамӗ, 32;
• Ленинла комсомол урамӗ, 46;
• Ҫӗрпӳ урамӗ, 5;
• Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 7;
• М. Павлов урамӗ, 24;
• Гузовский урамӗ, 23;
• Эгер бульварӗ, 18, 28, 30 блок А.
Пӗлме: пӗтӗмпе Шупашкарта нумай хватерлӗ ҫуртсенче 2 667 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 638 лифт — 25 ҫул, 300 лифт — 25-30 ҫул, 217 лифт — 30 ҫултан пуҫласа 34 ҫул тата 34 ҫул яхӑн — 121 лифт ҫынсене турттарать.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей кунӗ самаях савӑнӑҫлӑ, тулли кӑмӑлпа иртрӗ. Уяв кӑсӑклӑ концертсемпе, тӗрлӗрен куравсемпе, велочупупа, самай шӑрӑх та хӗвеллӗ кунпа ҫынсен асӗнче юлчӗ.
Раҫҫей кунне 14-ҫулхи шӑпӑрлансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Шӑп ҫак кун Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хулари 14-ҫулхи ачасене пӗрремӗш пысӑк пӗлтерӗшлӗ документа — паспорта — алла тыттарнӑ. Паспортпа хуҫаланнӑ ачасем хӑйсене офицаллӑ Раҫҫей гражданӗ теме пултараҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗнче «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» ятпа Тӗнче тетелӗнче суйлав-ӑмӑрту тапраннӑ пулнӑ. Суйлав тӗллевӗ Раҫҫейре чи иллӗртӳллӗ тепаллӑ хула ятне пӗлесси.
Конкурс пуҫланнӑранпах ҫынсем Шупашкар хулишӗн сасӑлама тытӑннӑ. Паянхи кун республика тӗп хули малти вырӑнсенче пырать, уншӑн 86 646 ҫын сасӑланӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта Красноярск хули. Асӑннӑ хулапа Шупашкар хулине 20 869 сасӑ уйӑрса тӑрать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Майкоп хули, уншӑн 61 128 ҫын сасӑланӑ.
Суйлав пӗтӗмлетӗвӗ раштавӑн 30-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ, ҫавӑнпа та паянхи кӑтарту вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ теме пулать. Шупашкар хулишӗн «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» (выр. «Город России — национальный выбор») сайта кӗрсе сасӑлама пулать.
Шупашкарта пӗр-ик чарӑнусенче электрон хӑма вырнаҫтарни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне «ӑслӑ» хӑма татӑкӗсене чӑваш телекоммуникаци ӗҫлетерсе яма ӗлкерейменччӗ. Паян вара ак, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, электрон хӑмисем ҫинче сасартӑк ӑнланмалла мар паллӑсем тухма тытӑнчӗҫ — вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ пулнӑ имӗш.
Пӗтӗмпе ҫитес кунсенче ҫакӑн йышши электрон хӑмасене 5 чарӑнура вырнаҫтарма палӑртнӑ: Николаев урамӗ, Республика тӳреме, Дзержинский урамӗ, Раща, Суту-илӳ ҫурчӗ.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх электрон хӑмасем транспорт хӑш вӑхӑтра килессине кӑна мар, кун датине те, сывлӑш температурине те кӑтартма тытӑнӗ. Хальлӗхе электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS навигаци хатӗрӗллӗ троллейбуссене миҫе минут кӗтмеллине ҫеҫ палӑртма пултарӗ. Каярахпа проекта маршруткӑсемпе автобуссене хутшӑнтарма йышӑннӑ.
Чарӑнури тӗлӗнтермӗш хӑма тата тӗрлӗрен пӗлтерӳсене, рекламӑпа салам сӑмахӗсене тата ытти хыпарсене ҫутатса пама пултарать иккен. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата кӗсъи тулли пултӑр ҫеҫ — хӑма кирлӗ май пуплеме тытӑнӗ. Республика кунӗнче, сӑмахран, ҫынсем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулама пултарӗҫ.
Паянхи кун та Шупашкарӑн Мускав районӗнче лаптӑксене тирпейлессипе илемлетес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пырать. Асӑннӑ районта ҫул-йӗре юсасса пӗтернӗ, чарӑнусене те тахҫанах сӑрласа тухнӑ. Халӗ вара бригада ӗҫченӗсем «Ҫеҫпӗл» кинотеатрпа «Элара» савут хушшинче вырнаҫнӑ ҫӗр айӗн каҫмалли ҫула юсама пуҫараннӑ.
Юсав ӗҫне «Стромтранс» ТМЯО йӗркелесе пырӗ. Асӑннӑ каҫмана юсанӑ хыҫҫӑн вӑл сӑнӗпе хытӑ улшӑнмалла имӗш.
Пӗтӗмӗшле юсав ӗҫне тума 1,6 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗнчех вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫулсерен тӗрлӗ «тумхахсем» витӗр тухнӑ ҫӗр айӑнчи каҫмана юсани паха ӗҫ. Анчах Шупашкарта вӗсем Мускав районӗнче кӑна мар пур, ытти районсенче те тахҫанах «юсасса» кӗтеҫҫӗ.
Нумай чухне шел пулин те ҫынсем ҫӳл каҫма ҫӗр айнеанса вӑхӑта ирттересшӗн мар пулмалла. Карталаман ҫулсем тӑрӑх йӑпӑрт кӑна каҫа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та пуль урапа кустӑрми айне лекеҫҫӗ. Тен, хулари кашни ҫӗр айӗн каҫмалли ҫула юсанӑ хыҫҫӑн ҫынсем машинсем чупмалли ҫул тӑрӑх чупма пӑрахӗҫ, вӗсен хӑрушсӑрлӑх валли юсанӑ каҫмапа усӑ курма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |