Ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен шыва кӗме каякансен йышӗ самаях ӳсрӗ ӗнтӗ. Республикӑра паянхи кун шыва 9 пляжра кӗме пулать:
• Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗ ҫӳмӗнчи кану базинче;
• Шупашкар хулинче (5 пляж);
• Етӗрне хулинче (3 пляж).
Ӗҫлеме ирӗк илни — вӗсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухнине пӗлтерет.
Кӑҫал тата тепӗр 6 пляж ӗҫлеме тытмалла. Хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнти хӑрушсӑрлӑха тивӗҫлӗ шая ҫитерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ — ара, унсӑрӑн ирӗк илме май ҫук-ҫке: ҫӑлавҫӑсен ӗҫне йӗркелемелле, кимӗ таврашӑн йышне ҫителӗклӗ тытмалла, ҫырана тирпей кӗртмелле тата ытти те. Ятарлӑ инспекци ҫитменлӗхсем ҫуккине палӑртсан ҫеҫ ӗҫлеме май пур.
Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.
Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.
Ҫӗртмӗн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Асӑннӑ саккун чӗлӗм туртакансене пырса тивӗт. Йышшӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗрисем шута илчӗҫ те пуль, анчах та ыттисем ҫав-ҫавах сывлӑха сиен кӳрекен чӗлӗме кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте «паклаттарса» ҫӳреҫҫӗ.
Чӗлӗм вӑл вара сывлӑха ҫеҫ мар этем пурлӑхне те начасах пӗтерме пултарать. Ҫапла вара ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче чӗлӗмпе асӑрхануллӑ пулманнишӗн И. Яковлев проспектӗнчи пӗр хваттерӗн балконне тивсе илнӗ пулнӑ.
Пушар сиксе тухнӑ вырӑна инкекрен хӑтаракансем тӳрех килсе ҫитнӗ, вӗсем ҫулӑма 10 минут хушшинчех сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫ хваттер хуҫҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтелемелли куна уявланӑ май Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене ҫӗнӗ 22 шкул автобусӑн уҫҫисемпе чысларӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Элтеперӗ асӑннӑ уяв ячӗпе ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене ӑшшӑн саламларӗ. «Паянхи куна ача-пӑчасене тӗрӗс-тӗкел ӳстересме нумай ӗҫ тунӑ. Ҫапах та малашне те ӗҫлемеллӗх пур. Влаҫ органӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем пур вӑя пухса ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлипех пӑхса ҫитӗнтермелле», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев.
Уявӑн чыслӑ саманчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасене Шупашкар хулин паллӑ вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайрӗҫ.
Кӑҫалхи ҫул шкулсене пӗтӗмешле 44 ҫӗнӗ автобуспа тивӗҫтерӗҫ. Пӗтӗмпе вара республика паркӗнче паянхи кун 325 шкул автобусӗ шутланать.
Ӗнер Шупашкарта хӑйӑртан кӳлепе тӑвассипе йӗркеленӗ фестиваль вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчи (сӑмахран, Мускаври, Пензӑри, Челябинскри, Архангельскри, Шупашшкарти) тата Польшӑри 17 ӑста, вӗсенчен улттӑшӗ хамӑр патрисем, хутшӑннӑ.
Вӗсен кӳлепесем урлӑ ташӑ темине уҫса пама тивнӗ. Хӑйӑртан кӳлепе ӑсталама, маҫтӑрсем каланӑ тӑрӑх, шыв тата ҫилӗм кирлӗ.
Маттурсен ӗҫӗсен куравӗ авӑн уйӑхӗ вӗҫленичченех пырӗ.
Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ.
Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, Шупашкар, Пенза, Чӗмпӗр хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ.
Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать.
Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ҫӗнӗ палӑк уҫма шухӑшлани пирки эпир пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Вӑл Чечен вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартни вырӑнне йышӑнӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗклеме шухӑшланӑ скульптура тӗрлӗ ҫапӑҫура, ҫав шутра Чечен Республикинче те, пуҫ хунисене сума сӑвакан палӑк пулӗ.
Проектсене йышӑнасси пирки хула администрацийӗ нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Конкурса тӑратнӑ 11 ӗҫрен унӑн условине пур енлӗн тивӗҫтерекенни икӗ проект кӑна пулнине кура конкурса халӗ тата тепӗр икӗ эрнене тӑсма шут тытнӑ. Кун пирки хула администрацийӗнче палӑк тӑвас ыйтупа иртнӗ ларура каланӑ. Унта хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, ӳнерҫӗсемпе архитекторсем, тӗрлӗ вӑрҫӑра ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсем, ветерансен организацийӗсен элчисем хутшӑннӑ.
Ҫапла хаксемпе Раҫҫей социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗн профессорӗ ӗҫленӗ. «Пиллӗк» паллӑ илес тесен студентсен пин тенкӗ кӑларса хумалла пулнӑ, «тӑваттӑ» илме — 800 тенкӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштавӑн 9-мӗшӗнче хайхискер пиллӗк студентран пурӗ 4,8 пин тенкӗ илнӗ. «Кӗмӗл» шеллеменнисем — «Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе прави» предмета лайӑх паллӑпа тытасшӑн ҫунакансем.
Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ те, анчах ку каларӑш хальхинче тӳрре килмен темелле. Тӳрӗ чунлӑ пулманшӑн преподавателе 150 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне юратнӑ ӗҫре унӑн ҫулталӑк ӗҫлеме май килмӗ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Ҫапла, ҫапла... Пирӗн депутатсем ӗҫсер лармаҫҫӗ, ҫӗнӗ саккунсем начасах шутласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсен ирӗклӗхне пӗр шайра хакламалла, хӗрарӑмсен те ҫар хӗсметне кайса килни пӑсмасть.
Паянхи кун ятарлӑ саккунпа килешӳллӗн ҫар хӗсметне 18-27 ҫулхи каччӑсене илсе каяҫҫӗ. Депутатсем вара хӗрсене хӗсмете ярасси ҫинчен ятарлӑ хутне хатӗрленӗ те, ӑна хӳтӗлев министерствине яма та ӗлкернӗ пулнӑ. Ҫапах та депутатсен йышӑнӑвӗ тӑрӑх хальлӗхе хӗрсене ҫара хӑйсен кӑмӑлӗпе ҫеҫ илсе кайӗҫ.
Ҫав хушӑрах Шупашкар хулинчи Чӑваш Енӗн ҫар комиссириачӗн пуҫлӑхӗ Олег Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫар хӗсметне кайма кӑмӑллӑ хӗрсене Пирогов урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ятарлӑ хут пама хатӗр. Вӑл хутпа хӗрсем Ҫыхӑну ҫар университетне е Питӗрти медицина ҫар академине вӗренме кайма пултараҫҫӗ.
Ҫар хӗсметне хӗрсен каймалла-ши е ҫук? Ку ыйту чӑнах та тавлашаллӑ. Тем тесессӗн те вара мӗн пур хӗрарӑм тӗллевӗ вӑл ҫемье ҫавӑрса, ачасене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстересси. Арҫынсемпе тан пӑшӑл тытса, ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченни вара кирлӗх-ши?
Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла.
1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ.
Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |