Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, пирӗн мӑнаҫлӑ ҫӗршыв хӑйӗн уявне — Раҫҫей кунне — паллӑ тӑвать.
Чӑваш Ен тӗп хулинче асӑннӑ уява тӗрлӗрен тӳремсенче тата парксенче ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех хула ҫыннисемпе хӑнасем уяв концертне курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне паян велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет, куракансене массӑллӑ флэшмоб савӑнтарма пултарӗ.
Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫей кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвай ялӗнче уявлама палӑртнӑ.
ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх паян Шупашкарта йӗркене 90 полицай сыхлӗ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӗрлешӳ кӗрменӗнче пӗр кунта харӑс 31 мӑшӑр хӑйсен килӗшӗвне регистрациленӗ. Ку хыпар тӗлентерместет пулсан, ҫав-ҫавах шӑматкун кунта кӑсӑклӑ пулӑмсемпе асра юлнӑ.
Нумай чухне хӗр пӗрлешнӗ хыҫҫӑн упӑшка хушаматне тӳрех хӑнахаймасть. Хӑш чухне ҫӗнӗ хушамат ытла та хӗр кӑмӑлне каймасть —харкашусем пулни те тӗл пулать. Иртнӗ шӑматкун вара 3 хӗре пӗр енчен савӑнӑҫ кӳнӗ, мӗншӗн тесен Демьянов хушаматлӑ каччӑ Демьянова хушаматлӑ хӗрпе пӗрлешнӗ, Портнов та Портновсен хӗрне качча илнӗ, Владимиров та хӑйӗн пек хушаматла хӗре савса ҫемьеленнӗ. Кунашкалли иртнӗ кунсенче те пулнӑ мӗн: Яковлев каччӑ Яковлева хушаматлӑ хӗрпе пӗрлешнӗ, Пагеев та Пагеева хушаматлине качча илнӗ.
Мӑшӑрлану керменӗнчен хушаматсемпе ҫыхӑннӑ тепӗр кӑсӑклӑ пулӑм пирки те пӗлтернӗ. Ӗнер, иккен, Уткина пулса тӑнӑ Лебедева хушаматлӑ, Беликова вара — Чернова хушаматлӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче пӗтӗмпе пӗрлӗшӳ кӗрменӗ 300 яхӑн мӑшӑра кӗтет. Ҫавӑнпа та кӑсӑклӑ пулӑмсем вӑл кӗтесрен малашне те илтӗнӗҫ-ха.
Шӑматкун, ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Николаев урамӗпе Республика тӳременчи обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӑма ҫинче маршрут номерӗ тата кирлӗ чарӑнура транспорт хӑш вӑхӑтран ҫитессине палӑртнӑ.
Таблона лартнӑ компани ятарлӑ хӑмасене вырнаҫтарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерменни ҫинчен пӗлтерет. «Хӑма ятне чӑвашла ҫырма маннӑ пулинех, халь йӑнӑша юсаҫҫӗ», — тесе ӗмӗтленме ҫеҫ юлать мӑнтарӑн чӑваш халӑхӗн. Михаил Игнатьев хулана чӑвашлататпӑр тесе шантарни кӑлӑхах пулас.
Чӑваш телекоммуникаци компани ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ку таблосен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ ҫеҫ-ха имӗш. Чӑннипе хӑйсен ӗҫне вара каярах кӳленӗҫ.
Йӗркене пӑсакансене ШӖМ ӗҫченӗсем саккунпа килешӳллӗн обществӑлла ӗҫсене явӑҫтараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра та айӑпа кӗнӗ ҫынсене ӗҫ урлӑ йӗркене пӑхӑнма вӗрентеҫҫӗ.
Иртнӗ кунсенче саккун умӗнче айӑплӑ 4 ҫын хула лаптӑкӗнче 40 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ пулнӑ. Вӗсем Гладков урамне тасатнӑ тата Президент бульварӗнчи Ачасемпе ҫамрӑксен ача кӗрменӗ лаптӑкне илем, тасалӑх кӳнӗ.
Ҫитес кану кунӗсенче Шупашкар хулинче хӑвӑрт утас енпе чемпионат тата Раҫҫей ӑмартӑвӗ иртет. Унта хутшӑнма Раҫҫейрен, Колумбирен, Казахстанран, Беларуссинчен пӗтӗмпе 300 спортсмен килсе ҫитет.
Ӑмӑрту йӗркине 60 арбитр тытса пырӗ, вӗсем хушшинче ют ҫӗршыв арбитрӗсем те пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх Мускаври тӗнче шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ, Хусанти ҫуллахи универсиада, Европа тата тӗнче первенстви валли наци командисене йӗркелӗҫ.
Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва тӳрех икӗ ушкӑн хутшӑнать — старта 41 спортсмен тухӗ. Спорт уявне вара паян 11 сехетре хула кӳлмекӗ хӗрринче уҫрӗҫ. Хамӑр ентешсене эпир ӑнӑҫу сунатпӑр — лайӑх кӑтарусем кӑтартса пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ҫул уҫмалла пултӑр!
Шупашкар хулине чечексемпе илемлетнӗ чух республикӑн чӑваш символикине тата наци ялавӗн элеменчӗсене шута илеҫҫӗ иккен. Тӗслӗх вырӑнне Амӑш палӑкӗ умӗнче, Республика тӳремӗнче, Правительство ҫурчӗ тӗлӗнче тата Константин Иванов скверӗнче сарӑпа хӗрлӗ тӗслӗ чечек калчисене чӑваш орнаментне тӗпе хурса лартнӑ. Ҫакӑн пирки хула мэрийӗ хыпарланӑ.
Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ — чечек ӳстерекен вырӑнсене кӑҫал нумайлатнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 120 ҫӗрте (пӗлтӗр 109 пулнӑ) 20,5 пин тӑваткал метр лаптӑка йышӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чечекпе капӑрлатассине Республика кунӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Ӗнер Чӑваш Ене Турцин Хусанти тӗп консулӗ Сабри Тунч Ангылы килсе ҫитнӗ. Пирӗн патра вӑл икӗ кун пулмалла. Турци элчи Шупашкара килни енсем килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетесси тата сарасси-мӗн, кунсӑр пуҫне Турци элчи Чӑваш енӗн экономикӑпа культура хӑвачӗпе паллашасшӑн иккен. Regnum хыпарагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, консул чи малтанах республика ертӳҫипе паллашасшӑн, унпа вӑл ӳлӗмрен мӗн енӗпе килӗштерсе ӗҫлеме май пурри пирки сӳтсе явасшӑн пулнине палӑртнӑ-мӗн.
Турци ҫӗршывӗ пирӗн патра укҫа-тенкӗ хывни хальлӗхе пулман иккен-ха. Ют ҫӗршыв хӑни Шупашкарта ҫӗкленекен индустри паркӗпе питех те кӑсӑкланнӑ-мӗн, унта камсем кӗме пултарасси пирки ыйтса пӗлнӗ иккен. Аса илтеретпӗр, индустри паркӗ бизнес ҫыннисене пӗр ҫӗре пухмалли промышленноҫ лаптӑкӗ пулӗ.
Культура ҫыхӑнӑвне илсен, турккӑ ҫыннисем пирӗн патра иртекен тӗнче шайӗнчи мероприятисене ним те мар хутшӑнаяссине палӑртнӑ элчӗ. Пирӗн патран Турцине канма каяҫҫӗ-ха, анчах Турци ҫыннисем Чӑваш Енре те кӑсӑклине кураяҫҫӗ-пӗлееҫҫӗ. Ҫак шухӑша та палӑртнӑ консул.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушать чӑваш. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ — патне ҫитсен хускалмалла мар, маларахах хатӗрленсе хумалла. Тӗп хуламӑр ҫавӑн пек тӑвать те теме юрать — Шупашкарта юр вырӑнӗсене халех хатӗрлеме тытӑннине шута илсен.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑтра юра Б. Хмельницкий урамӗнчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи икӗ лаптӑка турттарнӑ. Тем чухлӗ купаланса кайнӑ вырӑнсем паян юртан тасалса пӗтнӗ, ҫӗр те унта типнӗ. Халӗ вара хулана хӑтлӑх кӗртессипе тӑрӑшакансем ҫав вырӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Ку енпе 25 рабочи тата ятарлӑ 7 техника ӗҫлет иккен.
Ҫак кунсенче Шупашкарта Мускав хулинче экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. «Бизнес-Марафон 2013» проекта пурнӑҫланӑ май пирӗн пата килсе килсе ҫитнӗскерсем тӗрлӗ министерствӑра пулнӑ, хӑйсем тӗллевӗпе паллаштарнӑ.
Курнӑҫу ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Алексей Табаков Чӑвашри предприятисем пирки каласа кӑтартнӑ.
Министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, мускавсем икӗ енлӗ 80 килӗшӳрен кая мар алӑ пусма палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкартан Атӑлҫи федераци округне кӗрекен виҫӗ хулана самолётпа вӗҫме пуҫласси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир те пӗлтернӗччӗ. Шупашкарпа ҫыхӑнтармалли хуласен шутӗнче Самар, Сарӑту тата Ӗпхӳ тесе каланӑччӗ. Самолетпа ҫӳресен ҫул ҫинче вӑхӑт нумай тӑкакламанни каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Шӑл витеймӗ тесе те питех пӑшӑрханмалла марччӗ-и-ха — регионсенче авиалиние ӗҫлеттерсе ярасси ҫинчен калакан программӑпа уҫма палӑртнӑ рейссемшӗн ҫул укҫин ҫур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччӗ. Маларах ака уйӑхӗнчен авиарейссем уҫӑлмалла тенӗччӗ, унтан каярах вӑхӑт пирки сӑмах тухрӗ. Акӑ халӗ тата тепӗр хыпар. Анчах вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн савӑнмаллиех мар.
Проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ икӗ уйӑхра Атӑлҫи федераци округӗнче пурӑнакан 20 пин ҫын пӗр хуларан теприне самолетпа вӗҫнӗ иккен. Кун пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тӗл пулсан пӗлтернӗ иккен. Хӑш-пӗр регионта билетсене юпа уйӑхӗчченех илсе хунӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклӑ рейссем те пур-мӗн. Ҫавна шута илсе субсидие хӑш региона ытларах, хӑшне сахалтарах уйӑрассине сӳтсе явасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |