Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.9 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: акцисем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Географи диктанчӗ» акци иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ӑна лапама пырса та, онлайн майпа та ҫырма май пулӗ.

Онлайн-версие геодиктант сайтӗнче ҫырма пулать. Вӑл чӳкӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 14-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Диктанта ҫырсанах сертификат тата кӑтартусене пӑхмалли код параҫҫӗ.

Экстра-вариант та пур – кӑтартусене тӳрех пӗлме пулать. Ӑна чӳкӗн 30-мӗшӗнче 12:00 сехетрен пуҫласа раштавӑн 14-мӗшӗччен 12:00 сехетчен ҫырма пулать. Анчах кун пек чухне сертификат памаҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш вариант – лапама килсе ҫырни. Унта чӳкӗн 30-мӗшӗнче 12:00 сехетре пымалла. Хальлӗхе Чӑваш Енре диктант ҫырмалли 32 лапама регистрациленӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Раҫҫейре Пысӑк этнографи диктантне ҫырнӑ. Мускавра ҫак акцие хутшӑнакансен йышӗнче пирӗн ентеш, Куславккара ҫуралса ӳснӗ Ксения Гришина, пулнӑ.

Вӑл чӑваш тумне тӑхӑнса килнӗ, Пӗрремӗш канала пӗчӗк интервью та панӑ. Ксения ҫамрӑксен хӑйсен культурине пӗлмеллине, ӑна упрамаллине, унпа махтанмаллине палӑртнӑ.

Ксения унччен Хусанта вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Мускава пурӑнма куҫнӑ. 2023 ҫулта вӑл Мускаври педагогика университечӗн Мисӗ те пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра хӗр ГИТИСра тата Мускаври педагогика университетӗнче вӗренет.

.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24852
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакансем этнографи диктантне ҫырма чӗнеҫҫӗ. Акци чӳк уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче иртӗ.

Диктанта икӗ мелпе ҫырма пулать: ятарлӑ лапама ҫите е онлайн мелпе. Иккӗмӗш варианта суйласан национальнаяполитика.рф сайта кӗмелле.

Шупашкарта диктанта Чӑваш наци музейӗнче (чӳкӗн 1-мӗшӗнче 11 сехетре), Туслӑх ҫуртӗнче (чӳкӗн 5-мӗшӗнче 11 сехетре) ҫыртарӗҫ. Онлайн мелпе диктант ҫыракансене сертификата тӳрех параҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве вара раштавӑн 12-мӗшӗнче тӑвӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗр акцие Чӑваш Енре пурӑнакан 26 649 ҫын хутшӑннӑ.

 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ.

Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
life.er.ru сайтри сӑн
life.er.ru сайтри сӑн

Агродиктант ҫырса пӗлӗве тӗрӗслес килет-и? Апла Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнӑр.

Вӑл юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна кирек мӗнле те ҫырма пулать: лапама килсе те, агродиктант.рф сайтра онлайн майпа та.

Акцие Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне халаллӗҫ. Унта хутшӑнакансен 30 ыйтӑва хуравлама тивӗ: вӗсем ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессипе, выльӑх ӗрчетессипе, хальхи агротуризмпа тата органика ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15282
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, республикӑра Сывлӑхпа спорт кунӗ пулӗ. Ку акцие уйӑхсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Ҫак кун республикӑри патшалӑх тата муниципалитет спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Унта аслисен те, ачасен те сывлӑха ҫирӗплетме май пур – тренировкӑсене хӑвӑр спорт енчен мӗнле аталаннине кура суйламалла.

ЧР Спорт министерствин сайтӗнче расписание тупма пулать: https://sport.cap.ru/news/2025/08/22/23-avgusta-sostoitsya-denj-zdorovjya-i-sporta.

 

Ҫутҫанталӑк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫерҫи йышне шутлӗҫ. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ акци ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗччен иртӗ.

Шутлава кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫерҫисене сӑн ӳкерсе илмелле те вӗсене шутласа даннӑйсене проектӑн сайтӗнче ҫырса кӑтартмалла.

Ырӑ ӗҫе хутшӑннисене сертификат парӗҫ.

Хӗлле Чӑваш Ен ҫерҫисен йышӗпе 81 регион хушшинче 21-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16263
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрлет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗнче ҫӑлтӑрпа зарядка иртет. Хальхинче кам килӗ? Кӑҫал сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене Вячеслав Василевский зарядка тутарӗ. Вӑл — тӗнче чемпионӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, паллӑ телеертӳҫӗ. Вӑл Хула кунӗнче «Ҫӑлтӑрпа – зарядка» акцие ирттерӗ. Унпа пӗрле тӗнчен нумай хут чемпионӗ Алексей Соловьев та сцена ҫине тухӗ.

Кӑҫал акци Юрӑ уйӗнче ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14420
 

Культура
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Чӑваш наци музейне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.Анчах унта пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗпе килмелле. Ку акцие Раҫҫей кунне халалланӑ. «Шапочное знакомство» курав вара авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ӗҫлет. Унта – 36 япала: кокошник, очипок, тюбетейка, тастар, кичка, дьябака… Паллашма питӗ кӑсӑклӑ.

Музея паян кӑнӑ тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Васкӑр! Наци пуҫ хатӗрне тӑхӑнма ан манӑр. Музей паян 20 сехетчен ӗҫлет.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ патӗнчӗ 1,6 гектар ҫӗр ҫинче «80» хисеп евӗр йывӑҫсем лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Акци иртнӗ.

Ҫав вырӑна Сӗнтӗрвӑрри питомникӗнчи 3 пин ытла хыр хунавӗсене лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Сталинград ҫапӑҫӗвӗнче сыхланса юлнӑ тирек йывӑҫӗн хунавӗ ӳсӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_761508
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 28

1956
70
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та