Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра каллех Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫав кун ҫынсем катоксене, бассейнсене, тренажер залӗсене тата ытти спортобъекта тӳлевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Сывлӑхпа спорт кунне Чӑваш Енре кашни уйӑхрах ирттереҫҫӗ. Ыранхи программӑна хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, ун чухне Ҫӗнӗ Шупашкарти манежра лашапа ярӑнма, бассейнра ишме, теннисла выляма пулать.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сывлӑхпа спорт кунне аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Паян Раҫҫейре - патшалӑх ялавӗн уявӗ. Ҫавна май Шупашкарта ҫӗршыври чи пысӑк триколортан пӗрне сарса хунӑ. Вӑл 1500 тӑваткал метрпа танлашнӑ.
Акцие студентсем, нимеҫӗсем, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
Мероприяти Правительство ҫурчӗ умӗнче иртнӗ. 30 метр сарлакӑш, 50 метр тӑршшӗ ялава сарса хума 200 ытла ҫын пулӑшнӑ. Ҫитес ҫул акци йӗркелӳҫисем Раҫҫей рекордне ҫӗнетесшӗн -ялав калӑпӑшне 2,5 хут пысӑклатасшӑн.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 12 сехет те 15 минутра (Мускав вӑхӑчӗпе) Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене шӑп тӑрса асӑнӗҫ. Вӑрҫӑра 27 миллион салтак пуҫ хунӑ.
Ҫав вӑхӑтра, ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗпех телекурав, радио шӑпланӗ, суту-илӳ центрӗсенче кассӑсем ӗҫлеме пӑрахӗҫ, общество транспорчӗ чарӑнӗ. Предприятисенче те ӗҫ чарӑнса ларӗ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун, 27 мая, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь» (чӑв. Библиокаҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри акци черетлӗ хутчен иртӗ. Кӑҫалхи пулӑмӑн девизӗ — «Пӗрле вулатпӑр».
Вулавӑшра ӗнентернӗ тӑрӑх, библиокаҫра иртекен мероприятисем тӗрлӗ енлӗ пулӗҫ. Библиотекӑна пӗрмай ҫӳрекенсем те, сайра хутра пырса каякансем те унта хӑйсене валли кӑсӑкли тупасса шанаҫҫӗ.
Театр ӳнерне юратакансем валли ҫав каҫ Александр Островскин «Волки и овцы» пьеси тӑрӑх лартнӑ инсценировкӑна тата испани поэчӗн Федерико Гарсиа Лоркӑн «Нить судьбы» лирики тӑрӑх хатӗрленӗ моноспектакле кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Йытӑсен парачӗ» социаллӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ӑна килсӗр чӗрчунсен ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклес тесе йӗркелеҫҫӗ.
Мероприяти кӳлмекре «Юрӑ уйӗнче» пулӗ. Парада хутшӑнас тесе проект сайтӗнче регистрациленмелле.
Мероприяти пуҫланиччен, 10 сехетре, регистраци пуҫланӗ. Кайран йытӑсемпе хуҫисем «Юрӑ уйне» кайӗҫ. 10 сехет ҫурӑра концерт пуҫланӗ.
Республикӑра "Архиври каҫ" акци иртнӗ. Ҫынсем Патшалӑх истори архивне пухӑнса вӑл мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ.
Мероприятие архив служби йӗркеленнӗренпе - 100 ҫул, Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра Иван Яковлевӑн биографийӗпе паллашма май пулнӑ. Граждан вӑрҫин паттӑрӗ ҫурални пирки метрика ҫыравӗ те пулнӑ. "Вӗрентекен - ачалӑхӑн чи шанчӑклӑ спутникӗ" экспозицире вара вӗренӳн 18-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченхи аталанӑвне архив докуменчӗсем, педагогсен сӑнӳкерчӗкӗсем урлӑ кӑтартнӑ. Ачасемпе ҫамрӑксемшӗн ретро пуканесем, кӗнекесем, сӗтелҫи вӑййисем интереслӗ пулнӑ.
Кӑҫал "Вилӗмсӗр полк" акцие массӑллӑ ирттермӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ республика влаҫӗ.
Ҫакна хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тӑваҫҫӗ. Анчах ку акци пач иртмест тенине пӗлтермест. Вӑл урӑх форматпа пулӗ.
Тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ тӑванӑн портретне машина ҫине ҫирӗплеме пулать. Е халӑх тетелӗнчи страницӑра аватарка вырӑнне паттӑр тӑванӑн сӑнне лартма юрать. Е вӑрҫӑ ветеранӗн сӑнне пейдж ҫине вырнаҫтарма пулать. Ҫакнашкал форматпа иртӗ те "Вилӗмсӗр полк" Пӗтӗм Раҫҫейри акци.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче» Раҫҫей шайӗнче флешмоб пуҫарса янӑ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Флешмоба хутшӑнакансен чӑвашла сӑвӑ вуламалла.
Акцие Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ Элтияр Александров тата Альбина Юрату поэт чӑвашла сӑвӑ вуласа пуҫарса янӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тексчӗн конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ.
Диктант текстне ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Кӑҫалхи акцие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑспаруҫӑ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси. Текстра 200 сӑмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшӑннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклӗҫ, сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ыркӑмӑллӑх тӗллевӗпе спектакль кӑтартассине пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ спектакль Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫӗ-хӗлӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чӑвашсен паттӑрлӑхӗпе паллаштарать.
Спектакль режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Инсценировкине Сергей Павлов ҫырнӑ.
Билет сутса тунӑ укҫана театр ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма уйӑрӗ. Спектакль 18 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |