Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн кӑҫалхи лауреачӗсем паллӑ. Кун пирки Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Лауреатсен йышӗнче — Александр Николаевич Тукмаков тата Магомед Ахмедович Ахмедов.
Александр Тукмаков — СССР летчик-космонавтӑн А.Г. Николаевӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗн ертӳҫи. Магомед Ахмедов — Далестанри писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, Дагестан поэчӗ. Малтан каланине Андриян Николаевӑн асра тытма нумай тӳпе хывнишӗн, мемориал комплексне аталантарассишӗн тӑрӑшнӑшӑн Ҫеҫпӗл Мишшин лауреачӗн ятне пама йышӑннӑ. Дагестан поэчӗ вара Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне Дагестанра сарнӑшӑн, Чӑваш Енпе Дагестан туслахне аталантарнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Лауреатсене Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн учредительсем палӑртнӑ.
Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пилӗкмӗш хут тивӗҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулас журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем унран ӳлӗмрен, спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн, кам пулас килни пирки ыйтнӑ. Евгения аслӑ шкулта вӗренме, спорт журналисчӗ пулма ӗмӗтленет.
Евгения ашшӗ-амӑшӗ, Екатерина Леонидовна тата Анатолий Юрьевич, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Чемпионкӑн кукашшӗ Леонид Георгиевич Ефремов (1948—2016 ҫҫ.) Чӑваш патшалӑх университетӗнче проректор пулса 26 ҫул ӗҫленӗ. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗ «Сын Чувашии Андриян Николаев» (чӑв. Чӑваш Ен ывӑлӗ Андриян Николаев) курав йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Экспозицие паллӑ художниксен, скульпторсен: Николай Овчинниковӑн, Александр Лактионовӑн, Никита Сверчковӑн, Лев Кербелӗн тата Юрий Ксенофонтовӑн, Элли Юрьевӑн — ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Унтах графика ӑстисен: Станислав Ивановӑн, Виктор Ступинӑн, Анна Бубнован, Николай Карачарсковӑн — пултарулӑхӗпе паллашма май пур.
Андриян Николаева пула пӗтӗм тӗнче Чӑваш Енпе чӑвашсем ҫинчен пӗлнӗ.
Экспозиципе Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта (вӗренӳ учрежденийӗ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленет) вӗренекенсем паллашнӑ та ӗнтӗ.
Экспозици раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш АССР халӑх артисчӗн, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн Виктор Родионовӑн асӑну хӑми патне чечек хунӑ.
Артиста хисеп туса театр актерӗсем, журналистсем, актерӑн тӑванӗсем пухӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Виктор Родионова аслӑ артист тени сахал тесе хакланӑ. «Сцена хыҫӗнче вӑл пӗр сӑмах каласанах, ура ярса пуссанах ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илетчӗҫ», — тенӗ вӑл. Унӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ сӑнарӗсем камитсенче палӑрнине каланӑ.
СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина Виктор Родионовпа пӗрле вӗреннӗ. «Унӑн Левитанла сасси, иниеллигентлӑхӗ, хӑйне епле тытни пурне те тыткӑнланӑ», — тенӗ Вера Кузьмина.
Паян театрта Виктор Родионовӑн астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов (22.07.1924-19.05.1987 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттерӗҫ.
Астӑвӑм каҫӗнче Виктор Родионов пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илӗҫ. Унтан «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартӗҫ. Спектакле Арсентий Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
Виктор Родионов Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта Чӑваш музыка училищинчен, виолончелипе композици класӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1947 ҫулта — А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнчен. Чӑваш театрӗнче музыкант, артист пулса ӗҫленӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакансем Террористсене пула вилнисене асӑнмалли куна хутшӑнӗҫ. Вӑл мероприятие авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Бесланти шкула авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 15 ҫул каялла террористсем ярса илнӗ куна асӑнса йӗркелӗҫ. Тӗп мероприятисем П.П. Хусанкай ячӗллӗ ячӗллӗ культура керменӗнче пулӗҫ.
Ҫав кун шкулсенче класс сехечӗсем иртӗҫ, вулавӑшсенче — калаҫусемпе кинолекторисем. Шупашкарти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче волонтёрсем террора хирӗҫле хутсем валӗҫӗҫ.
Тӗп лапам, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, П.П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ пулӗ. Унта 17 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен «Бесланская трагедия. 10 лет спустя» (чӑв. Беслан трагедийӗ. 10 ҫул иртсен) фильм кӑтартӗҫ. Росгвардин управленийӗ, Кинологи службин центрӗ, Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерстви ятарлӑ программӑсем хатӗрлӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать.
Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ.
Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать.
Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ.
Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ.
Ярухха Витти ҫырнӑ «Куншӑн намӑс пулмалла, е Никифор Мраннька ҫыравҫӑ вил тӑприйӗ ҫинче» статьяна (Тӑван Атӑл. 2017. №) вуланӑ хыҫҫӑн чунӑм хытах пӑлханса илнӗччӗ. Ҫыравҫа хӑй вӑхӑтӗнче аванах пӗлнӗрен (1970 ҫулта эпир, пӗрремӗш курс студенчӗсем, унпа Куславкка районӗнчи Муркар ял клубӗнче тӗл пултӑмӑр, ун чухне ӑна халалласа эпӗ сӑвӑ та хайланӑччӗ), ҫыравҫӑмӑр вил тӑпри юхӑнса кайнишӗн хама та айӑплӑн туйрӑм. Эпир астумасан, вӑл ҫырнӑ, ҫуралнӑ е пурӑннӑ вырӑнсене упрамасан камах тутӑр-ха ҫак сӑваплӑ ӗҫсене?
Мранькка йышши мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем, тӑван сӑмахӑмӑра унӑн лаҫҫинче шӑратса ӗмӗрне ӗмӗрленӗ паттӑрсем сахал мар чӑвашӑн. Тивӗҫлипе упратпӑр-ши эпир вӗсен ячӗсене чӗремӗрсенче, халӑхӑмӑра мӑнаҫланма пулӑшакан тӑванӑмӑрсене манса каймастпӑр-ши? Кунта пирӗншӗн тӗслӗх вырӑнне Андриан Николаев космосҫӑн тӑван ялӗнчи вил тӑприйӗ тата музейӗ пулса тӑрать. Ҫыравҫӑсем те тӑван сӑмах космосне уҫакансем пулнине манмалла мар. Вӗсем чӗлхемӗре хӑват кӗртекенсем-ҫке, малашлӑха ҫул уҫса пыракансем. Чӗлхемӗр аталанни вара халӑхӑмӑр малаллах утнине пӗлтерет.
«Чӑн поэт сахал. Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина поэт Фейсбукра.
«Поэт — уйрӑм тӗнче уҫакан. Унӑн тӗнчи Уҫлӑхӑн ахаль этем куҫне хальччен курӑнман вӑрттӑнлӑхӗсене сирсе кӑтартать, ӑшӗнчи ҫынлӑхне ҫӗклет, тасатать, темле ҫунатлӑ туйӑм парса пӑлхантарать... Паллах, «ҫӗр ҫумӗнчи пурнӑҫпах» ҫырлахакан ҫакна ӑнланмасть — чунӗпе, ӑс-тӑнӗпе аталанма ӳркенсе «йӳннине» суйласа илет, хӑйӗн кулленхи хуйхи-суйхи ҫинчен ҫыракан сӑвӑҫ хӳхлевӗ уншӑн — поэзи вырӑнне. Чӑн поэт сахал», — тесе шухӑшлать калем ӑсти.
«Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Айхи. Унӑн сӑввисене вулатӑп та, куҫран вӗри куҫҫуль юхать. Хамӑршӑн савӑннипе», — пӗтӗмлетнӗ паллӑ поэт, драматург, журналист.
Геннадий Ахйине Марина Карягина ытахальтен аса илмен — ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Айхин 85 ҫулне паллӑ тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.