Вӑхӑт питех те хӑвӑрт иртет ҫав. Кун хыҫҫӑн кун хыҫа юлнӑ май пӗрисем ҫак ҫӗр ҫине килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Иосиф Дмитриев-Трер пултаруллӑ режиссерпа, сӑвӑҫпа, музыка критикӗпе, тӑлмачпа, актёрпа сывпуллашрӗ. Ӑна, аса илтерер, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче йӗркеленӗччӗ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗччӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтернӗччӗ унта пулнӑ Тимӗр Акташ журналист.
«Иосиф Трер пиртен уйрӑлса кайнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ. Ун ялти вил тӑпри ҫине ҫывӑх юлташӗсемпе килсе ӑна асӑнтӑмӑр», — хыпарланӑ ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра.
«Литературӑпа ҫыхӑннӑ вырӑнсем ҫын кӑмӑлӗнче мӑнаҫлӑх тата тӑванлӑх туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ. Вӗсем ҫыравҫӑн кун-ҫулне, унӑн пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тухнине тарӑнрах туйса илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек хаклӑ вырӑнсенчен пӗри – Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлак ялӗ. Шӑпах ҫак ялтан Ираида Петрова, Прохор Федоров-Минюк, Марина Яковлева, Владимир Аптраман паллӑ сӑвӑҫсем тухнӑ», — тесе ҫырнӑ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра.
Владимир Дмитриев (Аптраман) ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 85 ҫул ҫитнӗ. Ентешӗсем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннине манмаҫҫӗ. Пишпӳлекри тӗп вулавӑшӑн чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗ (ертӳҫи Н.П. Тарасова) Чӑваш чӗлхи кунӗнче «Йӗр» асӑну каҫӗ йӗркелесе ирттернӗ. Унта поэтӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, вӑрах вӑхӑт хушши пӗрле ӗҫленӗ районти «Ҫутӑ ҫул» хаҫат ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Питӗр хулинчи тата Ленинград облаҫӗнчи Чӑваш культурин интерактивлӑ музейӗнче паттӑр ентешсемпе паллаштаракан кӗтес уҫӗҫ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен культура обществинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна валли регион хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
«Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура обществи» пӗрлешӳ коммерцилле мар организаци ятарлӑ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Валериан Гаврилов ертсе пынипе унти хастарсем «Мы шли на помощь тебе, Ленинград» (чӑв. Ленинград, эпир сана пулӑшма пытӑмӑр) проект хатӗрленӗ. Субсиди укҫипе йӑхташӑмӑрсем Ленинград паттӑрӗсемпе паллаштаракан кӗтес уҫӗҫ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсен проекчӗ — ҫӗнтерӳҫӗ 19 ӗҫ шутне кӗнӗ. Субсидие тивӗҫнӗ коммерцилле мар организацисене 7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарта Алексей Логинов урамне уҫнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствипе Тӗп универмаг хушишинче вырнаҫнӑ урама ҫавӑн пек ят пама йышӑннӑччӗ.
Алексей Логинов — Совет Союзӗн Геройӗ. Вӑл — Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. 1931-1934 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗсенче милиционер-счетоводчикра ӗҫленӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн милици управленийӗн секретарӗнче вӑй хунӑ. Фронта 1941 ҫулта тухса кайнӑ. Алексей Романович 1943 ҫулта авӑн уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Паян Логинов урамӗнче унӑн палӑкне уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, чӑваш тӗнчин хастарӗсем Шупашкарти Богдан Хмельницкий ҫӑви ҫинче пулнӑ. Унти масарта Чӑваш халӑх поэчӗ, публицисчӗ, общество ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗн тата Ленин орденӗн кавалерӗ Ҫемен Элкер ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑна, чӑваш классикне сума сӑвакансем унӑн вил тӑпри ҫинче пулнӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, чечек хума Ҫемен Элкерӗн нумай енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ.
Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Унӑн хайлавӗсене пилӗк томпа пухса кӑларнӑ (1960-1964) тата «Хурапа шурӑ» кӗнекере (1994) пичетленнӗ.
«Тытса вулас килсе тӑракан кӗнекем пур — мехелӗ ҫитеймерӗ-ха», — ҫапла хыпарланӑ Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург паян Фейсбукра. Кӗнеке авторне курсанах тата ӑна кам хатӗрленине пӗлсенех хамӑн та ҫав туйӑмах ҫуралчӗ.
«Ӑна уҫсан, автограф курӑнса каяссӑн туйӑнать. Ҫук ҫав, аллине тытса ӗлкӗреймерӗ Иосиф хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине...», — ҫапларах хакланӑ Марина Карягина кӗнекене.
«Чи малтанах — тав Борис Чиндыкова. Пухса, хатӗрлесе кӑларнӑшӑн. Тайма пуҫ Николай Лукианова — пичетлеме кӗмӗлпе кӑмӑл тупнӑшӑн.
Борис пек, Иосиф пек ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ, пултаруллӑ та ирӗк вӑйлӑ чӑвашӑн ӗҫӗпе паллашмассерен хама хам саспа каласа ярап: «Пӗтмелли халàх мар ку...», — Карягина каланӑ кашни сӑмахпа килӗшес килет.
Ҫӗнӗ кӗнекене Иосиф Дмитриев-Трерӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) ӗҫӗсем кӗнине вулакан ӑнланчӗ пулӗ.
Шӑматкун Куславкка районӗнче сӑвӑ калакансен «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫал та иртнӗ. Унта пухӑннисем Анатолий Смолин сӑввисене янӑратнӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.
Анатолий Смолин сӑвӑҫ кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмарӗ. 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Анчах унӑн ятне ҫывӑх ҫыннисем тата пултарулӑхне сума сӑвакансем асран кӑлармаҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче ҫуралнӑскере хисеплесе «Смолин вулавӗсем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Смолин поэт кӑна пулман. Вӑл — куҫаруҫӑ та. Ҫеҫпӗл Мишшин премийӗн лауреачӗ, Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявӗ иртӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв каҫӗ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла. Унта Эртивансен Сӑварӗн «Ҫемен Элкер» кӗнекине те хӑтлӗҫ.
Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1917 ҫулта Хусанти аслӑ шкулсене кӗме хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1918 ҫулхи кӗркунне яла таврӑннӑ, пӗр вӑхӑт вулӑсри ҫӗр ӗҫ пайне ертсе пынӑ. Унтан каллех Хусана кайнӑ, учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1920 ҫулта хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ.
1922—1935 ҫулсенче Ҫемен Элкер «Канаш», «Пирӗн ял» хаҫатсен тата «Сунтал» журнал редакцийӗсенче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакцийӗн аслӑ редакторӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗ «Ночь в архиве» (чӑв. Архиври каҫ) республикӑри акцие хутшӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хӑйсем патне 16 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен пыма чӗнет.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пурте пӗлетпӗр. Мероприятисен никӗсӗнче ҫавна май — республикӑри театр ӗҫченӗсемпе паллаштарасси.
Архив, сӑмахран, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш пашалӑх академи драма театрӗн актрисипе, СССР халӑх артисчӗпе, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннипе Вера Кузьминапа; Чӑваш АСССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Василий Богданов балетмейстерпа; Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш АССР халӑх артисчӗпе, К.С. Станиславский ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Геннадий Терентьев драматургпа паллаштаракан архив докуменчӗсене тишкерме май туса парӗ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллӑ политика ӗҫченӗ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу иртнӗ. Унта Леонид Прокопьевичӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем аса илнӗ.
Леонид Прокопьев Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн, республикӑпа унӑн тӗп хулишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Леонид Прокопьев
1975-1989 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Министрсен Совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫурт-йӗр, ытти объект хута янӑ.
«Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ Роза Власова аса илӳ каҫне пухӑннисем политика ӗҫченне халӑха итлеме тата ӑнланма пӗлнӗ ертӳҫӗ тесе хакланине пӗлтернӗ.
Янмурҫинсем Леонид Прокопьев скверне тума ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки Янмурҫинта пурӑнакан Вениамин Сидоров каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.