Паян геологсем хӑйсен професси уявне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинче тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш геологӗпе Иосиф Илларионовпа паллаштарнӑ.
Иосиф Илларионов — геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). Вӑл 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш наци музейӗ Иосифа Илларионовпа 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫыхӑну йӗркеленӗ. Музейри экскурсие пырсан геолог ҫутҫанталӑк пайӗн пуҫлӑхӗпе В.П. Евдокимовӑпа паллашнӑ. Музей ӗҫченӗ «Геологи» ярӑма ҫӗнетес кӑмӑллине пӗлтерсен И.К. Илларионов хӑйӗн проектне сӗннӗ. Халӗ музейра геологӑн документлӑ пуян фончӗ шанчӑклӑ упранать.
Чӑваш Енре Семён Ислюков ятне вилӗмсӗрлетесшӗн. Вӑл парти тата патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ.
Семён Ислюковпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва Патшалӑх Канашӗнче тишкернӗ. Ҫак сӗнӳпе Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫитнӗ.
Семён Ислюков Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Чӑваш Таяпи ялӗнче 1915 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юридици наукисен кандидачӗ. Хусанти юридици институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Унӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тапхӑрне ҫиелтен асӑнар. 1932 ҫулта Тутарстанра учительте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941–1947 ҫулсенче Чӑваш обкомӗн лекторӗ, пропагандӑпа агитаци пайӗн ертӳҫи пулнӑ, Шупашкар хула комитечӗн виҫҫӗмӗш тата иккӗмӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн виҫҫӗмӗш секретарьне суйланӑ. 1955 ҫулхи нарӑс–чӳк уйӑхӗсенче — Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ. 1968–1985 ҫулсенче вӑл ЧАССР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗкри ӳнер шкулӗнче «Василий Эктел – нумай енпе аталаннӑ ӗҫчен» ятпа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Василий Петрович (Эктел) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Район вулавӑшӗн ӗҫченӗсем «Василий Эктел – паллӑ ҫыравҫӑ тата ӳнер ӑсти» ятпа курав йӗркеленӗ.
Василий Эктел 1950 ҫулта Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ - университетӗнче) художествӑпа графика факультетӗнче, СССР Ҫыравҫӑсен союзӗн А.М. Горький ячӗллӗ литература институтӗнче вӗреннӗ.
Василий Эктел Узбек ССРӗнчи Наманган хулинче шкулта рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен преподавателӗ пулса, Елчӗкре архитекторта, «Ялав», «Пике» журналсенче, «Калем» издательствӑра ӗҫленӗ.
Чӑваш литературине вӑл хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ май кӗнӗ. Чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене халалласа публицистика статйисем, очерксем, рецензисем ҫырнӑ. Вӗсене «Тӑван Атӑл», «Пике» журналсенче, «Хыпар», «Советская Чувашия», «Тантӑш», «Коммунизм ялавӗ», «Чӑваш ен», «Вучах» тата ытти хаҫатра пичетленӗ.
15 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫне республикӑри ҫыравҫӑсемпе поэтсем, культура ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсемпе ачасем, вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн хальхи истори архивӗ пуҫарнӑ «Халӑх астӑвӑмӗ. Ҫӗнтерӗве упрар!» акцие Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Архив фондне вӑл хӑйӗн икӗ хӗрӗ аслӑ классенче вӗреннӗ чухне хатӗрленӗ видеофильма панӑ. Унта вӗсем кукамӑшӗн тата унӑн кӳршин аса илӗвӗсене ҫырса илнӗ.
Олег Николаев архив ӗҫченӗсемпе паян тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав ватӑсем пирӗнпе юнашар тек ҫук ӗнтӗ. Сӑмах май, Олег Николаевӑн хунямӑшӗ (тепӗр майлӑ майлӑ каласан, унӑн хӗрӗсен кукамӑшӗ) те, Олег Николаевӑн хӗрӗсем ӳкернӗ тепӗр кинемей те вӑрҫа хутшӑннӑ. Вӗсем леш тӗнчере канлӗх тупнӑ пулин те ачасен тӑрӑшӑвне пула аса илӗвӗсем ӗмӗр упранӗҫ. Килте те мар, архивра.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗ (ертӳҫи — Геннадий Храмов, экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ) тата унти «Дом кино» (чӑв. Кино ҫурчӗ) «К полярной звезде» фильм кӑтартнӑ. Фильм-портрет операторӗ — «Красноярск» ГТРКра ӗҫлекен Денис Жемчугов.
Юратса та тӗплӗн хатӗрленӗ ҫак ӗҫе чӑваша, Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Ҫӗпӗре тухса кайнӑ Владимир Мешков художника халалланӑ.
Пулас художник малтанласа сысна та пӑхнӑ. 15 ҫулта типографие ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑнта наборщик ӗҫне хӑнӑхнӑ. Унта райхаҫат кӑларнӑ май хаҫат валли ӳкерме пуҫланӑ.
Ҫапла вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑк художника ҫити ӳснӗ. Тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унӑн куравне Куба ертӳҫи Фидель Кастро йыхравланипе асӑннӑ ҫав ҫӗршывра та йӗркеленӗ.
Ҫурҫӗр енчи халӑхсем пирӗн ентешӗмӗре юратнӑран кашниех хӑйсен тесе калаҫҫӗ иккен. Ҫакӑ ытахальтен мар пулӗ. Владимир Мешков Ҫурҫӗре капашсӑр юратнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш ҫыравҫисен ячӗллӗ урамсем пулӗҫ-и? Асӑннӑ хулари «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова асӑрханӑ тӑрӑх, унта ҫыравҫӑсен ячӗллӗ пӗр урам та ҫук.
Калем ӑсти Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра 1983-2005 ҫулсенче пурӑннӑ Николай Ытарая аса илнӗ. Ҫав ҫурт ҫине мемориал хӑми те ҫакса хунӑ. Тутарстанра ҫуралнӑскер, унта профессионал ҫыравҫӑ пулса тӑнӑскер Чӑваш Енре хваттер илме ӗмӗтленнине ӑнланма пулать. Йывӑрлӑхпа ӳснӗ Николай Ытарай ача чунӗллӗ пулни унӑн хайлавӗсенче курӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл ача ҫуртӗнче воспитательте, клуб директорӗнче, учительте ӗҫленӗ. Талпӑнуллӑ ҫамрӑка райкомра асӑрхаҫҫӗ. Хусана комсомол путевкипе юриста вӗренме яраҫҫӗ. Пединститутра та вӗреннӗ вӑл. Анчах чунӗ те, алли те калем еннех туртӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ чӑваш ҫыравҫине халалласа урам ятне памалла тесе маларах асӑннӑ Ирина Павлова сӗннипе (ҫыравҫӑсем те, тен, ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ пулӗ) хула ертӳҫисем килӗшсен, чӑн та, аван пулмалла.
Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ Герман Желтухин прозаик тата публицист пурӑннӑ пулсан кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче 75 ҫул тултаратчӗ. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пурӑннӑ чух та Герман Желтухин ятсӑр-сумсӑр пулман. Ӑна пӗлекенсем халӗ те сума сӑваҫҫӗ. Ӗнер чӑваш литераторӗсем тата ентешӗсем Герман Желтухин ҫуралнӑранпа 75 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ...
«ЧР профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова йыхравланипе эпӗ те ҫак уявра пулса куртӑм... Герман Николаевича пухӑннисем пурте ӑшӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, ун пултарулӑхне хакларӗҫ, чӑваш чӗлхипе литературине упрасси пирки чун-чӗререн пӑшӑрханса калаҫрӗҫ», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче астӑвӑм кунӗсем иртеҫҫӗ. Кун пикри ҫак йӗркесен авторне театрӑн директорӗ Юрий Владимиров пӗлтерчӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, театрта Чӑваш халӑх писательне, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачне, ЧАССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, прозаика, драматурга, режиссера, актера, СССР Писталеьсен союзӗн пайташне Петра Осипова халалланӑ Астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Тӑлӑх ӳссе ҫутта тухнӑ ҫак ҫын ҫуралнӑранпа виҫӗмкун 120 ҫул ҫитрӗ. Астӑвӑм каҫне Шупашкрати пӗрремӗш хула пульницин тӗп врачӗ Татьяна Спиридонова та хутшӑннӑ. Ара.ю ҫав учреждени Петр Осипов ячӗпе хисепленсе тӑрать-ҫке. Петр Осипов врач, Чӑваш Енре сывлӑх сыхлав ӗҫне йӗркелекен пулнӑ. Нумай енлӗ пултаруллӑскер ӑста скрипач, режиссер, актер, киноартист, драматург пулнӑ. Ӗнер «Сурхури сӑри» драмӑна кӑтартнӑ.
Паян театрта Антон Чехов вырӑс ҫыравҫине халалланӑ каҫ иртӗ. Ун пьеси тӑрӑх лартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» камит кӑтартӗҫ.
2020 ҫулта чӑваш халӑх писателӗ, драматургӗ, прозаикӗ, режиссерӗ, актерӗ, тӑван тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри, Петр Осипов, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йӗркеленӗ. ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелекенӗсем – Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова.
Петр Осипов республикӑра сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗ пулнӑ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен туслӑхӗ, «Хисеп палли» орденсене тивӗҫнӗ. Унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ.
Петр Осиповӑн пултарулӑхне хак пама, ӑна сума сума асӑну каҫне ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Севастопольти 10-мӗш гимназие чӑваш ятне пама йышӑннӑ. Ырӑ хыпара ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ шкула Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ.
Зоя Миронова хыпарланӑ тӑрӑх, Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Мирон Ефимов икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.
1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ.
2019-мӗш ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ертӳҫисем, Чӑваш наци конгресӗ, Севастопольти чӑваш наципе культура автономийӗ тата Чӑваш Енӗн Крымпа Севастопольти суту-илӳпе экономика тата ЧНК элчи Андрей Яковлев ыйтнипе Севастопольти 10-мӗш гимназие Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Кун ҫинчен гимнази директорӗ С.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.