Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов.
Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан.
.RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ.
Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ.
Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ.
Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Леонид Астапова халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Леонид Астапов 1960-2000-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Мероприятине уҫма тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичӑн шӑпипе паллаштарнӑ, кун-ҫулӗ пирки кӗскен каласа хӑварнӑ, унӑн паллӑ ӗҫӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, республикӑра пысӑк объектсене уҫма сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ҫитӗнӳсенче Астаповӑн тӳпи самай тесе хакланӑ вӑл.
Леонид Игнатьевич Астаповӑн ывӑлӗ Александр Леонидович хӑйӗн ашшӗне ҫакӑн пек чыс туса пухӑннӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав тунӑ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗ, РСФСР тата Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Анисим Асламас /Васильев/ — юрӑсемпе романссен, ораторипе сонатӑсен, пысӑк калӑплӑ хайлавсен авторӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн хайлавӗсем чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.
Концерта Анисим Асламасӑн хӗрӗсем (вӗсем иккӗшӗ те Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлеҫҫӗ) Евгения Анисимовна тата Татьяна Анисимовна та хутшӑннӑ. Концертра Асламасӑн 1985 ҫулта ҫырнӑ «В мире животных» сюити янӑранӑ.
Нарӑс уйӑхӗн юлашки вунӑкунлӑхӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхине халалланӑ кунсем иртӗҫ. Кӑҫал та вулавӑш куракансем валли анлӑ курав хатӗрлет. Халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе май килнӗ таран туллин паллаштарма тӗллев лартнӑ курав Наци вулавӑшӗнче пӗр эрне ӗҫлӗ. Унтан ӑна районсемпе хуласене ӑсатӗҫ: Патӑрьеле, Ҫӗмӗрлене, Ҫӗнӗ Шупашкара т.ыт.те. Республикӑн тӗп вулавӑшне авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ ҫаврӑнса ҫитӗ.
Айхин астӑвӑм кунӗсен вӑхӑтӗнче лекци пуҫласа ирттерӗҫ. «Творчество Г. Айги в контексте мировой, русской и чувашской литературы» (чӑв. Г. Айхин пултарулӑхӗн тӗнче, вырӑс тата чӑваш литературинчи тӗп шухӑшӗ) ят панӑскере паллӑ чӑваш ученӑйӗ, филологӗ, литература критикӗ, публицисчӗ, тата Геннадий Айхин ҫывӑх тусӗ пулнӑ Атнер Хусанкай нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшнче вулӗ. Лекци 14 сехетре пуҫланмалла.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Александр Мясниковӑн «Ту леш енче ҫил макӑрать» кӗнекине тишкернӗ. Кун пирки вулавӑшӑн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ольга ҫырнӑ тӑрӑх, калаври тӗп сӑнар — Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Руслан Желудкин паттӑр пограничник. Вӑл 11 ҫула яхӑн Дагестанра хӗсметре пулнӑ. Шел пулин те, чӑваш каччи килне таврӑнайман. 2010 ҫулта Руслан паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Руслан Желудкин подполковника Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ... Вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ вӑл ӑна.
Вулавӑш ӗҫченӗ ларӑва пограничниксем хутшӑнни уйрӑмах паха пулнине палӑртнӑ, ҫавӑншӑн вӑл вӗсене тав тунӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Шупашкарта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Элли Юрьев художник ячӗллӗ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Конкурс учредителӗ — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулӗ, Чӑваш патшалӑх художество музейӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен конкурса ытти ҫул хамӑр республикӑри ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата унӑн тулашӗнчи ачасем те хутшӑннӑ. Вӗсем 500 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн культура управленийӗ ӗнентерет.
Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулта (вӑл Шупашкар хулинчи Мир проспектӗнчи 98-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) йышӑнӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Иосиф Дмитриев-Трер режиссера асӑнма палӑртнӑ. Вӑл, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йывӑр чире пула вилчӗ. Асӑну каҫӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки Николай Семенов режиссер «Контактра» пӗлтернӗ.
Иосиф Дмитриевӑн пултарулӑхӗ пирки Борис Чиндыков драматург тата ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн вулаканӗсене ҫак уйӑхри номерте пӗлтернӗ тӑрӑх, «ГИТИС пӗтернӗ пултаруллӑ ҫамрӑк режиссер валли академи драма театрӗнче вырӑн тупӑнмасть — вара вӑл самай вӑхӑт хушши Ача-пӑчапа ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет, кунта Ф. Павловӑн «Ялта», Н. Терентьевӑн «Хӗрӗме калам — кинӗм илт», А. Чеховӑн «Чарлан» пьесисене хӑйӗнле, чӑваш сцени ҫинчен халиччен курма хӑнӑхманла лартать. 1980-мӗш ҫулсен варринелле вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех Шупашкарти музыка училищинче вӗрентме пуҫлать, сцена ҫинчи калаҫу, хускану вӑрттӑнлӑхӗсемпе пӗрлех чӑвашла пӗлмен ҫамрӑксене чӑваш чӗлхине вӗрентет. Ҫав вӑхӑталлах Чӑвашрадиопа ирсерен чӑвашла пӗлменнисем валли чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелесе ертсе пырать, «Молодой коммунист» хаҫатра та унӑн чӑваш чӗлхи урокӗсем пичетленсе пыраҫҫӗ~~».
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл.
Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха.
Мускаври «Обелиск» шырав отрячӗ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене шырать. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. 10-мӗш ҫарӑн 255-мӗш стрелок полкӗн йышӗнче пулнӑ.
«Чӑваш Енри Канаш районӗнчи Караклӑ ял тӑрӑхӗнчи Караклӑ ялӗнче пурӑннӑ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене унта шыраса тупма май килмерӗ. Ҫапах та унӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш Енрех пурӑннине шанас килет», – тесе ҫырнӑ шырав отрячӗн командирӗ Михаил Поляков.
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫырнӑ «Донесения о безвозвратных потерях» текен ҫӑлкуҫра Зайцевӑн ял ятне йӑнӑшпа «Кувырки», районне «Калирский район» тесе кӑтартнӑ.
Степан Иванович мӑшӑрӗн ячӗ – Анастасия Федоровна Зайцева.
Степан Зайцев 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем ҫар ҫыннин тӑванӗсене унӑн япалисене парасшӑн тата ӑна ӑҫта пытарнине пӗлтересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.