Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче ачасемпе ҫамрӑксен театр пултарулӑхӗн «Юмах ҫӑлкуҫӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 50 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Куракансем фестиваль финалисчӗсем сцена ҫинче кӑтартнӑ постановкӑсемпе киленнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Коляда» халӑх театрӗ «Русалочка» спектакль кӑтартнӑ. Патӑрьел районӗнчи «Солнышко» театр ушкӑнӗ «Сказка о рыбаке и о рыбке» постановка лартнӑ. Элӗк районӗн ачисем «Пукане» постановкӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири кружока ҫӳрекенсем «Диалог с поэтом» композици кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи ачасем, «Хӗлхем» театр ушкӑнӗ, «Чечеклӗ кӑмпа» юмах лартнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ «Кошкин дом» постановкӑпа савӑнтарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене тата унӑн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (21)
Ҫак кунсенче иртнӗ Вӑрнар район администрацийӗнче ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ парне тата штраф панипе вӗҫленнӗ. Пӗрисене штрафланӑ, теприсене парнепе хавхалантарнӑ.
Комиси ларӑвӗнче 23 материал пӑхса тухнӑ. Унта ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаннисемпе ҫыхӑннӑ материалсем ытларах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисене хӑйсене кӑна пырса тивекен ӗҫсем те выртнӑ-ха сӗтел ҫинче. Ку ачасем руль умне ларнипе ята кӗнӗ. 18 ҫул тултарманскерсен руль умне ларма ирӗк ҫук пулин те ашшӗ-амӑшӗн машинине хускатса ҫула тухнӑ. Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекен пӗр ачана ҫавӑншӑн, тӗслӗхрен, 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Комисси ларӑвӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнипе вӗҫленнӗ. Ӑна виҫӗ номинаицпе йӗркеленӗ иккен: «Художество пултарулӑхӗ», «Декораципе прикладной пултарулӑх», «Литературӑпа музыка пултарулӑхӗ». Художество пултарулӑхӗ енӗпе Хапӑсри 6 ҫулти Даша Жебелевскаяпа Полина Змеева ҫӗнтернӗ. Декораципе прикладной пултарулӑхра Нурӑсри ача пахчинчи «Пӗчӗк чӗкеҫ» ушкӑн палӑрнӑ, литературӑпа музыка пултарулӑхӗ енӗпе – Вӑрнарти «Ҫеҫпӗл» ача пахчинчи 6 ҫулти Арсений Николаевӑн ҫемйи.
Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ.
Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ.
Кӗҫех Аннесен кунӗ ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗн арӑмӗсем Лариса Игнатьевӑпа Надежда Черкесова, Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗ Ирина Клементьева нумай ачаллӑ Григорьевсем патӗнче хӑнара пулнӑ.
Икӗ ҫул каялла Валерипе Анжеликӑн виҫӗреш — Богдан, Вадим тата Глеб — ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне ҫемье йывӑрлӑхпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хваттер тара тытса пурӑннӑ. Хӑйсен 16 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмӗнче 5-ӗн вырнаҫма хӗн.
Нумаях пулмасть администраци тата Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗ пулӑшнипе Григорьевсем валли 70 тӑваткал метрлӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрма май килнӗ. Кунсӑр пуҫне администраци пӗчӗк виҫӗреше ача пахчине вырнаҫтарма пулӑшнӑ: Григорьевсем ҫемье ача пахчи йӗркеленӗ. Амӑшне куншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ.
Хӑнасем Григорьевсене Амӑшӗн кунӗпе тата ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ ятпа саламланӑ.
Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ.
Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ.
Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи «Пилеш» ача пахчин воспитателӗсем ачасене наци культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене халӑх ӑсталӑхӗн историйӗпе паллаштараҫҫӗ.
Мария Коркунова тӗрӗ ӑсти хӑйӗн ӗҫӗсемпе миникурав йӗркеленӗ. Вӑл ҫутҫанталӑка тӗрлет, йӗппе, ҫекӗлпе ҫыхать. Вӑл ачасене ӗлӗк кашни хӗр тупра хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Ачасем ҫавӑн пекех ӗлӗк ҫынсем ҫипе хӑйсемех сӑрлани пирки пӗлнӗ. Ҫавна май ҫырлапа, чечекпе, ҫулҫӑпа, тымарпа, йывӑҫ хуппипе, кӗлпе, тӑмпа тата ытти япалапа усӑ курнӑ.
Юрий Певцов хӑваран тем те пӗр ӑсталать. Унӑн ӗҫ пухмачӗнче — карҫинккасем, ҫӑкӑр хумалли савӑтсем, вазӑсем… Вӑл ачасемпе хӑваран авса ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Юрий Егорович ача пахчине асӑнмалӑх карҫинкка парнеленӗ. Вӑл мӑнукне Ромӑна та ҫак ӗҫе вӗрентет.
Людмила Матвеева теттесем хатӗрлет, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлет. Вӑл хӑй те пултарулӑх ҫуртӗнче ачасемпе ӗҫлет. Шӑпӑрлансем унӑн ҫемҫе теттисемпе кӑсӑкланнӑ.
лашкинчен ачасем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (10)
Кашни ҫын пурнӑҫӗнче асра юлмалли самантсем пулаҫҫӗ тесе пуҫлать Канаш район администрацийӗн сайчӗ «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци пирки пӗлтерекен хыпара.
Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, Амӑш кунӗ ҫывхарнине халалласа ҫав акцие йӗркеленӗ. ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Сергеева тата вырӑнти ытти тӳре-шара пульницӑри амӑшӗсемпе тӗлпулнӑ. Вӗсене ҫывхарса килекен уявпа саламланипе пӗрлех ача ҫуратассипе районта лару-тӑру епле иккенне каласа кӑтартнӑ. Ача ҫуралсан регистрацилеме епле хутсем кирли, пулӑшӑва электронлӑ майпа епле илмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекенсене Раҫҫенйӗн Патшалӑх Думине илсе кайнӑ. Курма.
Ҫулҫӳреве йӗркелеме Чӑваш Республикинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине суйланнӑ Руслан Тихонов депутат пулӑшнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулине унта халиччен пулман, аслӑ классенче вӗренекен 30 ачана илсе кайнӑ. Гимназитсене Мускав кӑтартса ҫӳренӗ, Кремле кӗрсе тухнӑ, «Мосфильм» киностудие. Ачасене Мускаври МГИМОна тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетне те кӗртсе кӑтартнӑ. Асӑннӑ аслӑ шкулсемпе 4-мӗш гимнази килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Ачасемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ самант Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ҫитни тесе пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Руслан Тихонов депутатӑн пулӑшуҫипе Сергей Никитинпа, депутатсемпе тӗл пултарнӑ вӗсене.
Шупашкарта паян 127 ача пахчи. Вӗсене 30 пин ытла ҫӳренине пӗлтерет республикӑн тӗп хулин вӗренӳ управленийӗ. Ҫапах та черетре тӑракансем те пур-ха. Ача ҫуратакансем йышланса кайрӗҫ те, пурне те вырӑнпа тивӗҫтерме ҫӑмӑлах мар-тӑр ҫав…
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта «Тӗлӗнтермӗш хули» ача пахчи уҫӑлмалла. Унӑн номерӗ 202 пулӗ. Вӑл Крылов урамӗнчи 5а ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл 300-е яхӑн шӑпӑрлана йышӑнӗ.
Пахчана уҫас умӗн унта ҫӳреме пуҫлакан ачасен ашшӗ-амӑшӗпе педагогсемпе унта ӗҫлеме пуҫлакан специалистсем тӗл пулнӑ. Ашшӗ-амӑшне ушкӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ, музыка тата спорт залӗсене илсе кӗртнӗ, сенсор пӳлӗмӗпе паллаштарнӑ.
Элӗк районӗнче «Таса ял сантан пуҫланать» акци иртет. Вӑл ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Ӑҫта тата кам мӗн чухлӗ пухнине раштавӑн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Акцие хутшӑнакансем — вӗсем шкул ачисем — макулатура пухаҫҫӗ. Хальлӗхе Шуркасси Юнтапари шкул малта пырать. Унта ҫӳрекенсем 3 тонна пухнӑ. Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекенсем 946 килограма ҫитернӗ, Йӑлкӑшра — 597 кг, Тавӑтра — 250 кг, Карачурара — 100 кг, Шӗмшевӗшре — 97 кг, Утаркассинче — 85 кг, Вутланта — 70 кг.
Уйрӑм ачасене илсен, Шуркасси Юнтапари Михаил Спиридонов 400 киг кивӗ хут пухнӑ, Йӑлкӑшри Евгений Свистков — 180 кг, Карачурари Станислав Медведев — 70 кг, Тавӑтри Екатерина Никифорова тата Александр Петров — 50-шар кг.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чи ӳркенмен 20 ачана Шупашкара экскурсине кайса кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |