Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Республикӑн тӗп хулинчи 62-мӗш шкулта вӗренекен Максим Смирнов тӗнче шайӗнчи Google Science конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче финала тухнӑ.

Унта 120 ҫӗршыври пин ача хутшӑннӑ. «Тӗнчене ылмаштарма пултаракан 90 ҫӗнӗ шухӑш» каланӑ 90 ача хушшинче пирӗн ҫӗршыв ачисем тӑххӑрӑн иккен. Сумлӑ ҫак йышра Шупашкар хулинчи Максим та пурри, чӑннипех те, савӑнтарать. Ҫӗнтерӗве вӑл хӑй епле йышӑнни пирки калама йывӑр. Мӗншӗн ҫапларах калатӑп тетӗр-и? Ара, тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтересси Максимшӑн ҫӗнӗлӗх мартан ҫапла каларӑм-ха. Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе вӑл кӑҫал кӑна темиҫе хутчен мала тухнӑ. Акӑ, сӑмахран, «Архимед–2013» конкурсра. Тепӗр тесен6 ку конкурсӑн сумӗ тата пысӑкрах ӗнтӗ.

Хальхи конкурса ача транспорта хӑрушсӑр тӑвассипе проект сӗннӗ. Вӑл машинӑна 180 градус таран ҫаврӑнса ларма май килекен хатӗрпе тивӗҫтересшӗн иккен. Проекта шухӑшласа кӑларнӑ чух Максима ашшӗпе амӑшӗ — Петр Васильевичпа Надежда Петровна — тата аслӑ пиччӗшӗ Алексей пулӑшнӑ иккен. Тата асӑннӑ шкулта физика вӗрентекен Борис Васильев та самай тӗрев кӳнӗ-мӗн.

Ҫӗнтернӗ ятпа ачана ЧР вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов саламланӑ.

Малалла...

 

Ҫул-йӗрте пулакан инкексем тупӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫак канмалли кунсенче кӑна тӗп хулара тӑватӑ инкек пулнӑ. Аманнисен хушшинче велосипедпа ярӑнакан ҫичӗ ҫулхи хӗрачана асӑнмалла. Вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишне кӗнӗ чух унта ларакан автомашинӑна пырса тӑрӑннӑ. Анчах вӑл ытлашши суранланман, пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ӑна киле кайма ирӗк панӑ.

Тепӗр тӗслӗхре вара 22-ри водитель шар курнӑ. «Вятка-Шупашкар» ҫулпа пыраканскер вӑл… пӑшине пырса ҫапнӑ. Ун чух вӑхӑт ҫурҫӗр иртни 30 минут пулнӑ. Чӗлхесӗр янавара тӗттӗмре асӑрхаса илеймен-тӗр ҫав — машина чӗрчунпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн водителӗн ҫурӑм шӑмми мӑй патӗнчи пайӗ хуҫӑлнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ.

 

Федераци хыснинчен Чӑваш Ен ачисем валли 11 миллион тенкӗ ытларах килмелле. Вӑл тупрана тивӗҫес тесе республика вӗренӳ аталанӑвӗн регионсен программине хутшӑннӑ. Чӑваш Ен унта пилӗк проект тӑратнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне мускавсем ырланӑ, «кӗмӗлпе» пулӑшма килӗшнӗ.

Кӑҫал пуҫласа тӑратнисен хушшинче ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех ачасем тӑлӑха юласран профилактика ӗҫӗсем ирттермелли проекта асӑнмалла. Ҫак ӗҫе еплерех пурнӑҫлама палӑртни пирки калаймӑпӑр, анчах шухӑшлани пурнӑҫа кӗрсен тем пекехчӗ. Тӑлӑхсемпе сусӑр ачасене пулӑшмалли проектсене пурнӑҫа кӗртме те федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.

Паянхи куна илсен, ачасене социализацилессипе республикӑра виҫӗ проект ӗҫлет те иккен. Вӗсем валли федераци хыснинчен 29,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн.

 

Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта 19:20 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ГИБДД ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Форд урапапа (машинпа) пыракан водитель скутера ҫапса кайнӑ иккен. Скутер водителӗпе пӗрле ларса пыракан 6 ҫулхи хӗрачана тӳрех пульницӑна леҫнӗ.

«Форд Мондео» машинпа пыракан 32 ҫулхи водитель ҫул кукринче ҫаврӑннӑ чухне «Suzuki sepia» мопеда сисеймен пулнӑ, ҫапла вара скутера пырса ҫапнӑ.

Ӗнерхи кун республикӑра ҫул ҫинче пурӗ 4 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ. Унсӑр пуҫне тата 20 ӳсер водителе тытнӑ.

 

Мечӗксем, улма-ҫимӗҫсем — полици ӗҫченӗсенчен, оргтехника — Раҫҫейри управленийӗн Шупашкар ШӖМ обществӑлла канашӗнчен. Ҫакӑн йышши парнесемпе тивӗҫтерне Кӑнтӑр посёлокри япӑх куракансен шкул-интернатри вӗренекенсене. Аслисем интернатра пӗлӳ пухакансене Ачасене хӳтелемелли кун ячӗпе тата ҫуллахи кану кунӗсем ҫывхарнипе саламларӗҫ.

«Ачалӑха аса илсе» ыркӑмӑллах акци те хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Йӗрке хуралҫисем уйӑх хушши теттесем, кӗнекесем тата канцеляри таварӗсем пухнӑ. Пуҫтарнӑ япаласене ача ҫуртне ярса панӑ тата профучетра тӑракан ҫемьесене парнеленӗ.

 

Театрӑн ӳнер ертӳҫи Станислав Васильев пӗчӗк ҫӗнтерӳҫе саламлать
Театрӑн ӳнер ертӳҫи Станислав Васильев пӗчӗк ҫӗнтерӳҫе саламлать

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран теҫҫӗ халӑхра. Тепӗр тесен вӗсем епле ӳсесси пирӗнтен, аслисенчен, килмест-шим вара?

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасене мӗн пӗчӗкрен театра хӑнӑхтарма тӑрӑшать. Ҫавна май вӑл «Театрӑн асамлӑ тӗнчи» конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енпе — сӑмахран, сӑнӳкерчӗк, тӗрӗ, шӑрҫаран илемлӗ япаласем ӑсталаса — кӑтартнӑ. Сӑвӑпа сочинени ҫыракансем те тупӑннӑ. Кирек мӗн пулсан та ачасен театр тӗнчине кӑтартма тивнӗ.

Конкурсра Шупашкарти 1-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекен Аркадий Ефимов, Шупашкарти 55-мӗш шкулти Ирина Андреева, Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Дмитрий Мальгин ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне маттуррисене уйрӑм номинацисемпе те чысланӑ.

Конкурса хутшӑннисен чыславӗ «Амакайӑк ҫулӗпе» спектакльпе вӗҫленнӗ.

 

Ҫитӗнекен ӑрун сывлӑхӗ — ҫӗршыв пуласлӑхӗ! Ҫак лозунга тӗпе хурсах тейӗн Раҫҫей Федерацин патшалӑх думи ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Унпа килешӳллӗн шкул ачисене наркӑмӑшпа аппаланасси е аппаланманнине тӗреслӗме пуҫлӗҫ. Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем хушшинче «модӑна» кӗме пуҫланӑ тӗрлӗрен наркӑмӑшсемпе ҫыхланас ӗҫ-пуҫ ҫитӗнекен ӑрун сывлӑхне самаях хавшатать. Ҫавӑнпа та дума ӗҫчӗшӗсен шухӑшӗпе асӑннӑ саккуна пурнӑҫа кӗртни вырӑнлӑ пулать.

Ҫав-ҫавах наркӑмӑш хирӗҫ кӗрешекен саккуна пурте ырласшӑн мар-ха. Пӗрисен шухӑшӗпе наркӑмӑш профилактикинчен усси сахалрах пулӗ, мӗншӗн тесен чӑннипех те наркӑмӑшпа ҫыхӑну тытакансем йышӑннӑ профилактикӑран хӑтӑлас тесе чее меслетсем шырама пуҫлӗҫ.

Ачасен хӑш-пӗр ашшӗпе-амӑшӗ те асӑннӑ саккунпа килӗшсех каймаҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе хӑйсен ачисене вӗсем дума пулӑшмасӑрӑх тӗрлӗ сиенлӗхрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата дума меслечӗ ачасен ирӗклӗхне «хӗсет».

Тем тесессӗн те халӗ саккуна ырланӑ. Ҫавӑнпа тепӗр ҫур ҫултан вӑл пурнӑҫа кӗре.

Тӗрӗслев йышне шкул ачисем, студентсем тата профессилле вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем кӗрӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62796.html
 

Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК-ӑн 109-мӗш ст. 1 пайӗпе (асӑрханусӑр пулни ҫын вилли патне илсе пыни), 156 статьипе (амӑшӗ ҫул ҫитмен ачине кирлӗ евӗр пӑхманни, тертлӗ усрани) килӗшӳллӗн ывӑлӗн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнишӗн айӑплаҫҫӗ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх чӳкӗн 14-мӗшӗнче амӑшӗ 5 ҫулхи ывӑлне хваттерӗн зал пӳлӗмӗнче питӗрсе хӑварнӑ, хӑй вара Ҫӗнӗ Шупашкара паллакан арҫын патне хӑнана тухса кайнӑ. Пӗчӗк шӑпӑрланӑн куҫӗ начар курнӑ, иккен, куҫ енӗпе вӑл сусӑр шутланса тӑнӑ. Хӗрарӑм пуҫа анратакан шӗвексемпе алхасса ачи пирки мансах кайнӑ, ӗҫке путнӑ. Киле тепӗр 3 талӑкран, чӳкӗн 17-мӗшӗнче анчах таврӑннӑ. Пепки ҫав вӑхӑта сивӗннӗ пулнӑ. Ачапча диванпа стена хушшине хӗсӗнсе ларнӑ иккен, тухаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӑна хула тулашне тухма юраман пирки хут ҫине алӑ пустарнӑ. Халлӗхе йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, амӑшӗ унччен ывӑлне мӗнле усранине ыйтса пӗлеҫҫӗ.

 

Чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре усӑ курма чарнӑ сайтсен «хура списокӗ» ӗҫлеме пуҫланӑ. Реестра вӑл е ку сайта кӗртнине zapret-info.gov.ru адреспа тӗрӗслеме пулать.

Пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ӗҫ тума хистекен, сарӑмсӑр вилӗм патне туртакан, алкогольпе, наркотикпе, пируспа туслашма хӗтӗртекен информацие сарнӑшӑн «Ачасене сывлӑхне тата аталанӑвне сиенлетекен информацирен хӳтӗлесси ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнман граждансене — 3 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене тата усламҫӑсене 25 пин, юридици сӑпачӗсене 200 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ.

 

ЮПА
19

Хӗрӳ лини: 45-23-99
 jakut8 | 19.10.2012 23:08 |

Республикӑри следстви комитетӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енре ачасене хирӗҫ тунӑ преступленисен шучӗ икӗ хут ӳснӗ. Енчен те пӗлтӗр следстви управленийӗ тӗпченӗ ӗҫсенче 40 ача шар курнӑ пулсан кӑҫал 100 ытла. Ведомство кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫул ҫитменнисене хурахла тапӑнни, хӑратса укҫа ыйтнӑ тӗслӗх нумай. Унсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшӗ ачисене асаплантарнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те шута илнӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри следстви комитечӗн следстви управленийӗ «Ача хӑрушлӑхра» хӗрӳ лини йӗркеленӗ: 45-23-99. Телефон номерӗпе ачасене хирӗҫ тунӑ преступлени ҫинчен пӗлтерме пулать. Следовательсем пур шӑнкӑрава та тӗрӗслӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 297, 298, 299, 300, 301, 302, 303, 304, 305, 306, [307], 308
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй