Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче «Ачасем валли чӑвашсен фортепиано музыки» лекци-концерт иртнӗ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн фортепиано кафедрин доценчӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Светлана Заломнова йӗркеленӗ.
Лекци-концерта Культура ҫулталӑкне халалланӑ. «XX ӗмӗрти чӑваш композиторӗсен ача-пӑча фортепиано музыки Ӳсекен ӑрӑвӑн воспитанийӗнче» проекта Раҫҫейӗн гуманитари наукисен фончӗ укҫапа пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасене Светлана Заломнова Геннадий Воробьев композитор пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Ача-пӑча сюитинчи» фортепиано валли ҫырнӑ пьесине, «Колхозри уяв» сюитӑна, «Музыка дневникӗнчи» пьесӑна янӑратнӑ. Композитор маларах ҫырнӑ хайлавсем те концертра пулнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ҫӗнӗ ҫула йыхравлать. Кӑҫал уяв спектаклӗсем пӗчӗк залра иртӗҫ.
Афишӑра — «Кот в сапогах» премьера, «Елка и Белка» юмах, вӑйӑсем, конкурссем. Паллах, уявра илемлӗ пысӑк чӑрӑш та пулӗ.
«Кот в сапогах» юмаха аслисем кӑна мар, пӗчӗккисем те пӗлеҫҫӗ пулӗ. Арманҫӑ виҫӗ ывӑлне арман, ашак тата кушак аҫине парса хӑварать. Лешсем еткере нумай вӑхӑт пайлаҫҫӗ. Аслине арман лекет, вӑтаммине — ашак. Чи кӗҫӗннин вара кушак аҫипе кӑна ҫырлахма тивет. Малалла мӗн пулассине куракансем раштавӑн 20-мӗшӗнче 12 сехетре пӗлме пултарӗҫ.
Куракансем асамлӑха лекӗҫ тейӗн. Йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, теттесем, хӑмпӑсем… Ҫаксене алӑк урати урлӑ каҫсанах курма май пулӗ.
Патшалӑх Думин депутачӗ аслӑ классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасене стипенди пама сӗнет. Ҫакна КПРФ фракцин элчи Вадим Соловьев пуҫарасшӑн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен патшалӑх пулӑшӑвне шкул сакки ҫинченех туймалла. Пысӑках мар стипенди пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшатех. Ҫапла шухӑшлать Вадим Соловьев.
Депутат стипендие 7-мӗш класран пуҫласа партарасшӑн. Пултаруллисене конкурс пулӑшнипе суйламалла. Укҫа федераци хыснинчен пулмалла. Соловьев шкул ачисене студентсене тӳлекен стипендин чи пӗчӗк виҫи чухлӗ партарасшӑн — 6307 тенкӗ.
РФ Вӗренӳ министерстви ҫумӗнчи общество канашӗ пуҫарӑва ырланӑ. Майя Пильдес пултаруллӑ ачасене олимпиада тата ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн суйламаллине палӑртать.
Шупашкарта «Тӗлӗнтермӗш хули» ача пахчи алӑкне уҫнӑ. Строительсем ӑна ыттисенчен расна ят панине, урӑх кунашкалли хулара ҫуккине палӑртаҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫал хулара пиллӗкмӗш ача пахчи уҫӑлнине палӑртнӑ. Республикӑри районсемпе хуласенче раштав вӗҫлениччен тепӗр 10 ача пахчи ӗҫлеме пуҫламалла-мӗн.
Ача пахчи уҫӑлни ашшӗ-амӑшӗшӗн, ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта 3 ҫултан аслӑрах 300 ытла ача ҫеҫ черетре юлнӑ-мӗн.
«Тӗлӗнтермӗш хулинче» коридорсем хӑтлӑ, вӑйӑ пӳлӗмӗсем пур. Ку кӑна мар — унта сенсор пӳлӗм, физиотерапевт пӳлӗмӗ, тӑвар шахти, бассей та пур.
Ашшӗ-амӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паха ача пахчине пепкисене вырнаҫтарма нимӗнле йывӑрлӑх та пулман.
Михаил Игнатьев ача пахчине пӑхса ҫаврӑннӑ май воспитательсемпе те, шӑпӑрлансемпе те калаҫнӑ. Вӑл ҫитменлӗхсене палӑртнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле. Ав бассейнра мачча тӳрӗ мар-мӗн.
Раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗччен Шупашкарта «Кайӑк апатланмӑшӗ» конкурс иртет. Ӑна «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ тата Шупашкар хулин экологи управленийӗ ирттерет.
Конкурса Шупашкарти 1–4-мӗш классенче вӗренекен ачасем, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ центрӗсен, пултарулӑх ҫурчӗсен воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Унта хутшӑнас тесен кайӑксем валли сырӑш хатӗрлемелле, хулари парк-скверсенчи йывӑҫсем ҫине ҫакмалла. Кун хыҫҫӑн, пушӑн 10-мӗшӗччен, alekseev-fedor@mail.ru электронлӑ почтӑна заявка ямалла. Ҫаван пекех Powerpoint 2003–2010 программӑпа хӑтлав хатӗрлемелле. Унта ҫак информаци пулмалла: миҫе сырӑш хатӗрленӗ, вӗсене ӑҫта вырнаҫтарнӑ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем, сӑнавсен пӗтӗмлетӗвӗсем, кайӑксен хӗлле тӑрантарнин ӗҫӗ-хӗлӗ. Хӑтлава та электронлӑ почтӑна ямалла.
Финал пушӑн 20-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе чыслӗҫ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм...» литература уявӗ иртнӗ. Ӑна паллӑ чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннӑ Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул ачисем Урташ сӑввисене вуланӑ. Поэтӑн пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе музей ертӳҫи В.Е. Цыфаркин паллаштарнӑ.
Выӑрнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче Урташ Вӑрмар районӗнче пӗрре кӑна мар пулнӑ, шкул ачисемпе курнӑҫнӑ, пултарулӑх каҫӗсем йӗркеленӗ. Вӑрмарта пурӑннӑ тата ӗҫленӗ Александр Сергеев композитор Урташ сӑввисене юрра хывнӑ. «Парне» фольклор ушкӑнӗ вӗсене шӑрантарнӑ та.
Пултарулӑх каҫне йыхравланисене «Валентин Урташ» документлӑ фильм та кӑтартнӑ. Поэтӑн тӑван кӗтесӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккасси, сахал мар ҫыравҫӑпа поэта ҫуратса ӳстернӗ, кунтах Мӗтри Юман та, Краснов Асли те, Краснов Кӗҫӗнни те, Николай Симунов та, Константин Петров та, Владимир Чебоксаров та... Литература уявне ҫыравҫӑн ентешӗсем те пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 32-мӗш ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗ кивӗ теттесене юсаса ҫӗнетнӗ. Унти пуканесем 30 ҫул каялла туяннисемех-мӗн.
Пӗр уйӑх каялла ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче кивӗ пуканесене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелеме, унтан курав йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫакна аслисем хаваспах ырланӑ.
«Пукане» ушкӑнри воспитатель Наталия Богданова каланӑ тӑрӑх, ку мероприятие Аннесен кунне халалланӑ. Курава вара «Иккӗмӗш пурнӑҫ» ят панӑ.
Кашни ашшӗ-амӑшӗ пӗрер пуканене ҫӗнетнӗ. Вӗсене килте юмахри сӑнарпа килӗшӳллӗн хитрелетнӗ. Акӑ Татьяна Трофимова пуканене чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ. Ӑна теттесене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелес шухӑш килӗшнӗ. Вӑл пуканене Илемпи ят панӑ. Хӗрӗпе иккӗшӗ тухья ӑсталанӑ. Виҫӗ кун ӗҫленӗ вӗсем. Трофимовсен ача пахчинчи мероприятисене хастар хутшӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗ юлашки уйӑхри пӗтӗмлетӗве тунӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 арҫын ачапа 80 хӗрачана регистрациленӗ. 14-шне качча тухман хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.
Акӑ мӗн интереслӗ: чӳк уйӑхӗнче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӑсӑльмансен ячӗсене панӑ. Вӗсем — Якубхан, Тагир, Эмиль, Самир. Хӗрачасене вара Сияна Николь, Злата, Таисия, Амелия, Илона, Акулина, Элиф ятсем хунӑ.
23 ача тӗлӗшпе ашшӗн прависене йышӑннӑ. Ачасене мӑсӑльмансен ячӗсене хурасси Аслӑ Британире анлӑ сарӑлнӑ. Европӑри ҫав ҫӗршывра ку ҫулталӑкра аслисем пепкене ытларах Мухаммед ят панӑ. Социологсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унччен ку ҫӗршывра экзотика ятсем патне туртӑнман. Ҫавӑн пекех унта Омар, Али, Ибрагим ятсене килӗштернӗ.
Ӗлӗк хӗрарӑмсем хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах ҫӑмӑлланни те пулнӑ. Халӗ самани урӑх та, пулас амӑшӗсем хӑйсене питӗ перекетлеҫҫӗ.
Ача ҫуратма ҫӑмӑл пултӑр тесе тухтӑрсем те вӗсене тем тӗрлӗ сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, ҫуратма лайӑхрах пултӑр тесе ятарлӑ зарядка та тутараҫҫӗ. Етӗрнере, ав, пулас амӑшӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш кӗтнӗ май» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Районти ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗсем амӑш пулма хатӗрленекенсене хырӑмри ачана сӑпка юрри епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарма палӑртаҫҫӗ. Заняти раштавӑн 5-мӗшӗнче иртмелле. Сӑпка юрри пирки ӑнлантарнисӗр пуҫне «Ташӑ терапийӗ» тренинг иртӗ. Кӗвӗ-ҫемӗн усси пирки те чарӑнса тӑрӗҫ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки шӑматкунӗ вӑрмарсемшӗн ҫӗнӗ ача пахчи уҫнипе асра юлӗ. Кермен пек капӑр ҫурта район центрӗнче хӑпартса лартнӑ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа мӑшӑрӗ, район пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ шайри депутатсем пырса ҫитнӗ.
«Ку вӑл — ахаль пахча мар, пӗчӗккисене аталанмалли хальхи вӑхӑтри центр», — теҫҫӗ вырӑнтисем. Унта физкультура, музыка залӗсем, медицина блокӗ, ачасене психологи тӗлӗшӗнчен лӑпланмалли пӳлӗмсем те уҫнӑ. Ача пахчине пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хута яма 82 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Укҫине мӗнпур хыснаран уйӑрнӑ, Мускавран та, рсепубликӑран та, район «кӗсйинчен» те.
Сӑмах май каласан, кӑҫал пурӗ 15 ача пахчи уҫмалла пулнӑ. Анчах хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен тӑваттӑшне кӑна хута янӑ. Строительство ӗҫӗсем епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисене тӑвассипе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ-ха, ҫапах та палӑртнисене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурне те уҫма вӑл шантарнӑ.
Юнкун, сӑмахран, Шупашкарти Крылов урамӗнчине уҫмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |