Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хуласемпе районсене тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейски районӗнче пулнӑ чух та вӑл ҫынсемпе нумай калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Элтепер пулнӑ объектсенчен пӗри — Чатукасси шкулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта 400 ача таран вӗреннӗ, паян — 40 кӑна. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр педагога 4–5 ача тивет. Ачисем сахал пулин те шкула икӗ ҫул каялла тӗплӗн юсанӑ, вӗренӳ тата столовӑй оборудованине туяннӑ, модульлӗ котельнӑй лартса панӑ. Пӗлтӗр унта шкул ҫулне ҫитменнисем валли уйрӑм уҫнӑ. Анчах вӑл та пулин тулса ҫитмен. Ачисем пулмасан мӗнпе тултарӑн? Михаил Васильевич демографи тӑрӑмне лайӑхлатмалла тенӗ-ха. Лару-тӑру малашне те ҫавӑн пек пулсан шкула хупма тивӗ. Элтепер ҫӗрулми ӳстерекен лаптӑка пӑхнӑ та унта колорадо нӑрри хуҫаланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Йӗркине хуҫасӑр ҫӗр участокӗсем те тума хистеҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫӗр налукӗ районта юлнине шута илсен кун ыйтупа ҫине тӑмалли куҫкӗрет. Пурлӑхпа та ҫавӑн пекех каламалла. Кивӗ сарайсемпе фермӑсем ишӗлсе ларни те илем кӳрекен япала мар.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрациӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 1000-мӗш ачана регистрациленӗ.
Ача ҫамрӑк Власовсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Евгений Андреевичпа Екатерина Николаевна хӗрне Анна ят хунӑ. Вӑл — ҫемьери пӗрремӗш ача. Аня Ҫӗнӗ Шупашкарта утӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ 1000-мӗш ачан ашшӗне ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалли альбом панӑ. Евгений Андреевичшӑн ку кӗтмен савӑнӑҫ пулнӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫураласси ӳсет. Пӗлтӗр 1000-мӗш ачана утӑн 23-мӗшӗнче кӑна регистрациленӗ.
Вӑрнарти «Химик» стадионта ял ушкӑнӗсен «Ылтӑн пучах» Пӗтӗм Раҫҫейре футбол енӗпе ача-пӑча турнирӗн республикӑри тапхӑрӗ пуҫланнӑ.
Ӑмӑртӑва ачасен ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа ирттереҫҫӗ: 11–13-рисем тата 13–15-рисем хушшинче. Хальлӗхе ушкӑнсем турнирӑн финалне тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерессишӗн республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 14 ушкӑн пухӑннӑ.
Турнира паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Спортсменсемпе вӗсемшӗн ҫунакансене саламлама Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников пырса ҫитнӗ. Кун йышши ӑмӑртусем ачасене малтан ҫамрӑксен футболне, кайран пысӑк футбола ҫул уҫнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗсенчен пӗринче пӗлтӗр те пӑтӑрмах пулнӑччӗ-ха. Халӗ тата тепре сиксе тухнӑ. Унта канакан 12 ҫулхи арҫын ачана сӑпса сӑхнӑ. Унтан вӑл медицина пунктне пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫавӑнта уйлӑх медсестри ачана темле эмелпе укол тунӑ хыҫҫӑн ачана пушшех йывӑрлатса янӑ пирки ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Укол тунӑ эмеле психотроплӑ хатӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Халӗ ку фактпа тӗпчев пырать иккен. Прокуратура уйлӑха питӗ тӗплӗн тӗпчесшӗн. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫурла уйӑхӗнче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енри 47 ача Севастополе ҫитнӗ. Йыша нумай ачаллӑ тата усрава илнӗ ҫемьесенче ӳсекенсем, тӑлӑхсем кӗнӗ. Вӗсем тата вӗсемпе ҫула тухнӑ педагогсемпе тухтӑрсем, пурӗ 6 ҫын, федераци хысни шучӗпе Севастополь ҫывӑхӗнчи «Атлантус» ача-пӑча уйлӑхӗнче каннӑ. Хура тинӗс хӗрринче. Асӑннӑ хуларан 20 ҫухрӑмри Орловка хулинче вырнаҫнӑ. Канакансем пилӗк ҫын вырнаҫмалӑх номерсенче пурӑнӗҫ, вӗсене кунне 5 хутчен апатлантарӗҫ. Мӗнпур тӑкака федераци хыснинчен саплаштараҫҫӗ иккен.
Пирӗн республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви Ача-пӑча уйлӑхӗнче пляжа ҫитме 5–10 минутран ытла утмалла мар, йодпа пуян тинӗс сывлӑшӗ ҫӳлти сывлав ҫулӗсен чирӗсенчен сиплет тесе пӗлтерет. Чӑваш Ен ачисем уйлӑхра ҫурлан 5-мӗшӗччен канӗҫ.
Инкек медицинин республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул-йӗр инкекӗнче ҫул ҫитмен 171 ача суранланнӑ. Ҫав шутра велосипедпа тата мотоциклпа ҫӳрекенсем те яланхиллех пур. Юлашкинчен асӑннӑ инкексен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан палӑрмаллах ӳсни курӑнать. Цифра чӗлхипе каласан, 28 процент хушӑннӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра вилекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче ҫул-йӗр ҫинчи инкекре ҫул ҫитмен 89 ача суранланнӑ пулсан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 25-мӗшӗччен 79-ӑн шар курнӑ. Вӗсенчен 19-шӗ скутерпа, мопедпа е мотоциклпа ярӑнакансем иккен. Вилекен те пулнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи юрӑхлӑ хӑвартлӑх виҫине пӗр айӑплавсӑр 20 ҫух/сех таран пӑсма юрать. Ҫакӑнпа усӑ курса ял-хула таврашӗнче урапаҫӑсем (водительсем) 80 хӑвартлӑхпа ҫурейреҫҫӗ. Саккун кӑларакансем вара ку йӑла ҫынсен (ҫав шутра ачасен те) сывлӑхне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ имӗш. Хальхи вӑхӑтра ҫул-йӗрти статистикӑна сӑнаҫҫӗ, енчен те вилекенсен йышӗ ӳсни курӑнать пулсан хӑвартлӑха ӳстерме юракан виҫене 10 таран кӑна хӑварасшӑн иккен.
Хула кунӗ умӗн Шупашкарти Пирогов тата Крылов урамӗсенчи ача пахчине туса пӗтерме палартнӑ. Анчах ӗҫ кая юлса пырать иккен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫурт тӑвӑм лапамӗсене ҫитсе курнӑ, лару-тӑрупа кӑсӑкланнӑ.
Пирогов тата Крылов урамӗнчи виҫӗ хутлӑ ҫурт хатӗр. Шалти ӗҫсене тумалли, хӑтлӑх кӗртесси ҫеҫ юлнӑ. Анчах ача пахчисем ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнмасси комиссишӗн паллӑ. Хальлӗхе кӗркуннене хӑварнӑ.
Ҫурта тӑвакан подрядчиксен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ-мӗн. Юсав ӗҫӗсем тунӑ чухне ҫӗнӗ ӗҫ пурнӑҫламалли паллӑ пулнӑ. Кӑна вара чи малтанах плана кӗртмен. Ҫавна май проекта ылмаштарма тивет. Каллех вӑхӑт кирлӗ.
Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи ача пахчине ҫӗртме уйӑхӗнчех хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ кунта нумай — 2–3 уйӑха та ҫитӗ. Владимир Иванов министр палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑпа правительство енчен нимӗнле кӑлтӑк та ҫук, пӗтӗм ыйтӑва татса панӑ.
Эппин, пӑтӑрмах мӗн сӑлтавпа сиксе тухнӑ-ха? Аукционсенче яланах профессионалсем выляса илмеҫҫӗ-мӗн. Камӑн хакӗ сахалрах — ҫавна параҫҫӗ.
Шупашкарти музыка училищинче тата тӗп хулари С.М.Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗрентекен Анжелика Сидорова флейтҫӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Анжелика Сидорова хӑй те Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Мускав район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Анжелика Викторовна вӗрентсе кӑларнӑ 20 яш-хӗр вӑтам тата аслӑ шкулсенче музыка енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатаҫҫӗ.
Анжелика Сидорова Чӑваш Енри ача-пӑчан чи лайӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине — флейтҫӑсен «Dolce» ансамбльне — ертсе пырать. Ансамбль пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Маттур вӗрентекен ЧР тата РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те.
Шупашкарта ӗнер тата тепӗр сывлӑх проекчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унччен сывлӑх территорийӗсем тесе йышӑннӑ Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парксем ҫумне халӗ «Шупашкара — 500 ҫул» парк хутшӑннӑ. Унта «Сывлӑх ташши» проект пурнӑҫланать.
Мероприятие марафон чупӑвӗпе Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Валентина Егорова уҫнӑ. «Сывлӑх ташшине» чи малтан хутшӑннисем — «Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ» хысна учрежденине ҫӳрекенсемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем. Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫул ҫитменнисен ӗҫӗ енӗпе профилактика учетӗнче тӑракансене те чӑваш ташшин ҫеммипе тӗрлӗ хускану тума йыхравланӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулинчи А.Г. Николаев космонавт паркӗнче «Уҫӑ сывлӑшри йога» тата Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» проектсем пурнӑҫа кӗнӗ.
Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче хӗрарӑм-полицейски тӑр кӑнтӑрла ача кӳми ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм отпускра шутланнӑ-ха. Кӑнтӑрла вӑл хулари Ленин урамӗнчи картишре сылтӑмалла пӑрӑнма тӑнӑ чух ача кӳмине пырса лекнӗ. Суранланнӑ икӗ ҫулхи хӗрачана Шупашкарти ача-пӑча медицина центрне ӑсатнӑ.
Полицейски майорне медицина енчен тӗрӗсленӗ те, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл урӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ ку фактпа служба тӗпчевӗ пырать тесе пӗлтерет Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.