Чӑваш Енри шкулсенче те кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен хушшинче чирлесси 1,6 хут ӳснӗ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне 7 ача пахчинче, 12 шкулта тата 1 техникумра кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ. Чирлисемпе хутшӑннӑ ҫынсене те сӑнаса тӑраҫҫӗ.
12 шкулта тата професси пӗлӗвӗ паракан организацири икӗ ушкӑнра дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи пӗр хваттерте 3 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку тискер ӗҫе амӑшӗ тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 42 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче упӑшкипе, ҫав вӑхӑтра килте пулманскерпе, вӑрҫӑнса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӗрне вӗлерме шутланӑ, пӗчӗкскере ҫемҫе япалапа хупласа сывлама паман. Кун хыҫҫӑн хӑй те пурнӑҫран кайма тӑнӑ.
Халӗ ҫав хӗрарӑм больницӑра выртать. Ҫитес вӑхӑтра ӑна тытса чарас ыйтӑва татса парӗҫ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ.
«Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман.
Инкекре водительсем аманман.
Шупашкарта 3 уйӑх каялла 600 грамм таякан хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Мария ят хунӑ.
Пӗчӗкскер 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ хӑйне япӑх туйнӑран ӑна кесарево тунӑ. Кӑшт каярах хӗрарӑма киле янӑ, ачана вара тухтӑрсем пӑхнӑ, вӑй илме пулӑшнӑ.
Хӗрача малтан ача ҫуратмалли пӗр ҫуртра выртнӑ. 1,5 уйӑхран ӑна Президент пепкелӗх центрне куҫарнӑ. Унта вара амӑшне те пӗрле вырттарнӑ.
Ача ӳт хушма тытӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӑл 2400 грамм тайнӑ. Ҫак кунсенче Марийӑна киле кӑларнӑ.
Телевизорпа кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Аса илтерер: Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра ӗнер Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ.
Йӗпреҫри Наталья Чикушинӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн. Хӗрарӑм ӗҫке ернӗ, унӑн кӗҫӗн хӗрӗ кукамӑшӗ патӗнче ӳсет.
Телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси тата опекӑпа попечительство органӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Асӑннӑ органсенче тӑрӑшакансем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине хак парӗҫ. Ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухсан вырӑнти специалистсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче кун пек ята пилӗк ҫул регистрацилемен. Ашшӗ амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине панӑ ят «илемлӗ» тенине пӗлтерет.
Сӑмах – Кассандра ят пирки. ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл питӗ сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Кунашкалли Ленин районӗнче пилӗк ҫул пулман.
Палӑртмалла: Кассандра ят Авалхи Грецире пулса кайнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӗ арҫын ача та пур.
Ҫӗмӗрле хулинче 7 ҫулти хӗрача пӗрене айне пулса вилнӗ.
Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хӑйсен килӗнчен инҫех мар ҫӗрте выртакан пӗренесем ҫине хӑпарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ те, ҫавӑн пекрех пулса иртнӗ те. Пӗренесем куҫса кайнӑ та, хӗрача аяла пулса вилмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсен инкек мӗншӗн пулса иртнине палӑртма тивӗ. РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнчи вӑрманта тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер сывлӑшне пӳлнипе вилнӗ. Ӑна телефон наушникӗпе пӑвса вӗлерни паллӑ. Вилнӗ ачана хутаҫа чиксе вӑрмана кайса пенӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшне халӗ те тупайман. Ӑна шыраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку лару-тӑру пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (8352) 24-20-03, 8-999-756-00-79.
Амӑшӗ пирки хыпар пӗлтерекене ахаль хӑвармӗҫ, хавхалантарӗҫ.
Паян Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта икӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Шар куракансем пулнӑ.
19 сехетре «Киа» тата УАЗ ҫапӑннӑ. Вырӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ача кӗтекен хӗрарӑм тата 5 ҫулти ача аманнӑ. Вӗсем «Киа» машинӑра пулнӑ. Ачапа хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Водительсем суранланман, унтан-кунтан ҫеҫ чӗрмекленнӗ. Вӗсене авари вырӑнӗнчех медпулӑшу панӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Шкул ачи ҫул ҫине чупса тухнӑ.
Паян 14 сехет те 35 минутра Бауман урамӗнчи 12-мӗш ҫуртӑн арки патӗнче тӑрук арҫын ача ҫул ҫине сиксе тухнӑ. 10 ҫулти арҫын ача ҫине машина кӗрсе кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Юрать-ха, «тимӗр урхамах» ун ҫине вӑйлах пырса кӗмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |