Эпир, паянхи аслӑ ӳсӗмри чӑвашсем, ача пахчине е шкула ҫӳреме пуҫличченех чӑвашла лайӑх калаҫма пӗлеттӗмӗр. Паян вара, ача пахчине е шкулӑн пӗрремӗш класне 1 сентябрьте вӗренме килнӗ ача-пӑча шакӑлтатса вырӑсла калаҫма пӗлнӗ вӑхӑтрах чӑвашла пӗр сӑмах та калама пултарайманнине хулара та, ялта та куратпӑр. Ҫакӑн пек ачапа эсӗ чӑвашла калаҫма пуҫласан, вӑл хулӗсемпе турткаланса илет, сан ҫине тӗлӗнсе, ҫумра тӑракан амӑшӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхкалать, ним калама аптӑрать. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ?
Каламасӑрах паллӑ. Мӗншӗн тесен, пирӗн ҫӗршыври епле халӑхӑн ачи-пӑчи те хулара та, ялта та ҫуралнӑ-ҫуралманах вырӑс чӗлхин тытамне- е, урӑхла каласан, вырӑс чӗлхин “ океанне“ кӗрсе ӳкет. Телевизор та, радио та, интернет та, ачисене юратакан ашшӗ-амӑшӗсем илсе панӑ сенсорлӑ телефонсемпе планшетсенчи, телевизорти мультфилмсемпе ача видеороликӗсем те, юрлакан-калаҫакан „ӑслӑ“ ача теттисемпе кӗнекисем те, тата ытти те- пурте вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Ҫакна пула ачан пуҫ ними, хӑлхи, ҫамрӑк психики вырӑс чӗлхине ҫеҫ хӑнӑхать, ӑна пӗчӗкренех губка пек сӑвӑрса илет.
Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана планета тата Рим туррин ятне панӑ. Ӑна хулари Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана Юпитер ят панӑ. Ку планета ячӗ кӑна мар. Рим мифологийӗнче кун пек ятлӑ турӑ пулнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрачана Жасмин тесе ҫыртарнӑ. «Дисней» юмахра унашкал ятлӑ принцесса пур.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 16 сехет те 13 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: Улатӑрта Сӑр юханшывӗнче ачана пӑр катӑкӗ ҫыран хӗрринчен шалалла илсе кайнӑ.
Районти полици, васкавлӑ медпулӑшу, пушар хуралӗ вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ача ҫыран хӗрринчен 12 метр шаларах пулнӑ. 16 сехет те 30 минутра шӑпӑрлана ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ӑна тухтӑрсене панӑ, вӗсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» ҫинчен пӗр юр пӗрчине илнӗ те унта Шупашкарти Рома Кожевниковӑн ӗмӗчӗ пулнӑ. Эппин, Олег Алексеевичӑн ӑна пурнӑҫламалла. Аса илтерер: ҫӑк ятпа акци иртет.
4 ҫулти Рома пуйӑссемпе, чукун ҫулпа кӑсӑкланать. Вӗсене ӳкернӗ кӗнекесене вӑл сехечӗ-сехечӗпе пӑхса ларма пултарать. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ӑна пультпа ҫӳретме май пур чукун ҫул парнеленӗ. Олег Алексеевич Ромӑн аппӑшне Софийӑна та парне панӑ. Хӗрача бисерпа тӗрлемелли хатӗршӗн, пылак ҫимӗҫсемшӗн тата кӗнекешӗн питӗ савӑннӑ.
София Шупашкарти 65-мӗш шкулта вӗренет. Амӑшӗ Татьяна Леонидовна ача ҫуратмалли ҫуртра медсестрара тӑрӑшать. Ашшӗ Илья Вадимович ача пӑхассипе отпускра ларать.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере 7 ҫулти хӗрача пӗренесем айне пулса вилнӗччӗ. Вӑл унта хӑпарса кайсан ун ҫине 380 килограмм таякан пӗрене ӳкнӗ. Хӗрача вилнӗ.
Кам айӑплӑ? Ҫакна суд татса парӗ. Пӗрене хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл Чкалов урамӗнче пӗренесене никамран ирӗк ирӗк ыйтмасӑр хунӑ. Вӗсене хумашкӑн вӑл вырӑн хатӑрлемен, ҫирӗплетмен.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Социаллӑ тӳлев фончӗ ачана пӑхнӑшӑн пособи паман. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Хӗрарӑм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченпе ачана пӑхассипе отпускра пулнӑ. Соцтӳлев фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ӑна уйӑхсерен 10 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Анчах утӑ уйӑхӗнче тӳлев килмен.
Акӑ мӗн пулнӑ иккен: утӑ уйӑхӗнче ашшӗ «больничнӑй» 5 кун илнӗ те ачапа ларнӑ. Ҫавна пула амӑшне утӑ уйӑхӗнче ача пӑхнӑшӑн пособи паман. Прокуратура тӗрӗслесен фонд тӳлеве куҫарса панӑ. Айӑплисене дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ: выговор панӑ.
Йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсем валли Улатрта ятарлӑ центр уҫӑлнӑ. Кризис центрӗ йывӑрлӑха лекнӗ амӑшӗсене, ача кӗтекен тата килте пусмӑр тӳсекен хӗрарӑмсене йышӑнӗ.
Кризис центрне Улатӑр районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх приютра ҫывӑрмалли пӳлӗмсем, кану пӳлӗмӗсем, кухня пур. Кризис центрне пыракан хӗрарӑмсене специалистсем психологи, право тӗлӗшӗнчен тата медицина енӗпе пулӑшӗҫ.
Шупашкарта, сӑмах май, ун пек центр пур ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Улатӑрта пулнӑ май Кризис центрӗсене республикӑн тӗрлӗ районӗнче уҫасшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкарти 12 ҫулти хӗрача тӑлӑха юлнӑ. Вӑл амӑшӗпе пурӑннӑ, анчах ҫывӑх ҫынни вилнӗ. Ҫавна май ун валли ҫӗнӗ ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Хӗрарӑм 12-ри хӗрне пӗчченех ӳстернӗ. Анчах вӑл вӑхӑтсӑр вилнӗ. Тӑванӗсен хушшинче вара ачана ҫемьене илес кӑмӑллисем пулман.
Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ҫынпа хутшӑнма юратать, хастар. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗ кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-52-18, 23-52-33.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра Дмитрий Суслин ача-пӑча ҫыравҫин, фантастӑн кӗнеки пичетленсе тухӗ.
«Ку кӗнекене эпӗ тахҫантанпах кӗтнӗ. Хуплашка ҫинче манӑн хушаматлӑ кӗнеке юлашки хутчен 2011 ҫулта тухнӑччӗ. Кӗтсе илтӗм! Чӑваш кӗнеке издательстви Димкӑпа Лешка Корживковсем ҫинчен хаваслӑ калавсене типографие ячӗ. 22 калав. Кашнине тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкпе капӑрлатнӑ. Художникӗ — Елена Енькка. Ӑна эпӗ хам суйларӑм, кӗнеке кӑларма хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗм», — пӗлтернӗ автор Фейсбукра.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне пичетленсе тухмалла.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк амӑшне питӗ васкавлӑ медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл ача ҫуратма хатӗрленнӗ. Анчах тухтӑрсем ҫитиччен пепке ҫут тӗнчене килме ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм урамрах киле таврӑннӑ чухне ҫуратма пуҫланӑ. Вӑл медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем пациентка патне 5 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑта хӗрарӑм ҫуратса ӗлкӗрнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна пирвайхи пулӑшу парса пульницӑна илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи 6 уйӑхра васкавлӑ медпулӑшу бригадисем 31 хӗрарӑма ҫуратма пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |