Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре виҫӗ автомобиль ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкекшӗн «Киа Спектра» автомобиль водителӗ айӑплӑ пулма пултарнӑ. Вӑл хирӗҫ пыракан «ГАЗель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Гранта» автомбильпе ҫапӑннӑ.
Инкек сӑлтавне полицейскисем палӑртӗҫ. Ҫул ҫинчи аварире 4 ҫын аманнӑ. Вӗсем ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра пулнӑ. Аманнисенчен иккӗшӗ — 12 тата 16 ҫулсенчи ачасем. Шар курнисене те пурне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Ача кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ хӗрарӑма тинех пульницӑран кӑларнӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ.
Чирлесен Ирина Афонинӑн вӑхӑтсӑр ҫураттарма тивнӗ. Ачи чиперех ҫуралнӑ. Анчах амӑшӗн чирӗ аталансах пынӑ, ӳпки пӗтӗмпех сиенленнӗ. Вӑл вакцинациленменшӗн ӳкӗннӗ. Хӗрарӑм реанимацирех выртнӑ. Пульницӑра вӑл 2 уйӑха яхӑн ирттернӗ.
Афонинсем – нумай ачаллӑ ҫемье. Вӗсен 3 ача ӳсет. Амӑшне пульницӑран кӑларнӑшӑн упӑшки, ывӑлӗпе хӗрӗ питӗ савӑннӑ. Ку вӗсемшӗн иккӗмӗш ҫуралнӑ кун пекех пулнӑ.
Канашра чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ урамри 85-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пушарнӑйсем ҫунакан хваттертен 8 ҫынна илсе тухнӑ. 58 ҫулти кил хуҫи сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ҫак ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ыттисем чиперех. Пушарнӑ йсем урама илсе тухнӑ ҫынсен йышӗнче 2 ача пулнӑ.
Шкула пӑши кӗрсе кайнӑран Канадӑри пӗр шкулта биологи урокне вӗҫлеме тивнӗ. Тискер чӗрчун чӳречене ҫӗмӗрнӗ, каялла тухса каясшӑн пулман.
Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Саскачеван провинцинче пӑшие шкул ҫурчӗ ҫумӗнче ирех асӑрханӑ. Биологи урокӗ пынӑ вӑхӑтра чӗрчун кантӑка чупса пырса ватнӑ та класа кӗрсе тӑнӑ.
Вӗренекенсенчен пӗри кантӑк ванчӑкӗсемпе ҫӑмӑллӑн аманнӑ. Ачасене ҫийӗнчех класран илсе тухнӑ. Хӑй кӑна тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн пӑши мӑнаҫлӑн класс варрине выртнӑ.
Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Вӗсем пӑшие ҫывӑрттарса янӑ та каялла вӑрмана илсе кайнӑ. «Пӑши ирӗкре, шкул директорӗ патне чӗнессинчен вӑл хӑтӑлнӑ», — Саскачеван полицийӗнче каярах ҫапла пӗлтернӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче хурлану кунне пуҫтарӑннӑ. Шӑп та лӑп ҫав кун, 1961 ҫулта унти шкулта ачасемпе вӗренекенсен кун-ҫулне татнӑ пушар пулса иртнӗ. Совет саманинче инкек пирки пытарма тӑрӑшнӑ. Трагеди ниҫта та ҫырман, пӗлтермен. Пушарта вилнӗ 106 ачапа 4 учителӗн ҫывӑх ҫыннисем вара инкекӗн суранӗ вара пӗрех пирченеймен. 60 ҫултан та вӑл хӑй ҫинчен аса илтерет.
«Ачасемпе вӗрентекенсене пытарнӑ вырӑнта, мухтав Турра, мемориала тӗпрен юсаса ҫӗнетме май килнӗ. Уйрӑмах пысӑк тав Владимир Нагорнов скульптора, Николай Угаслов усламҫа. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн) палӑк тӗлӗнче Сергей Лукиянов проекчӗпе пысӑках мар часавай тума пуҫланӑ», – тесе ҫырнӑ хурлану кунӗнче пулнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Инстаграмра. Инкеке асра тытни пӗлтерӗшлине те палӑртса хӑварнӑ вӑл.
Раҫҫейри шкулсенче массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Ку чару 2022 ҫулхи кӑрлаччен вӑйра пулмаллаччӗ. Чару мерисене тӑснӑ, массӑллӑ мероприятисене 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ирттерме юрамӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫейӗн тӗп тухтӑрӗ Анна Попова алӑ пуснӑ.
Ку чару ятарлӑ 18 ҫул тултарман ҫӳрекен учрежденисене, спорт организацийӗсене те пырса тивет. Анчах ку чару аслӑ шкулсене, техникум-колледжсене пырса тивмест.
Малашне те ачасем пӗр класра вӗренӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, кашнин ӳт температурине виҫӗҫ. Сӑмах май, шкул ачисен каникулӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралҫи уява чӗнет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра ачасене хӑйсен аллипе тӗрлӗ япала ӑсталама вӗрентнӗ. Илемлӗ япала тума нумаях та кирлӗ мар. Тӗрлӗ хут, ал айӗнчи ытти ансат хатӗр-хӗтӗр.
Кӗнекене Наталья Васильева художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Галина Матвеева куҫарнӑ.
Наталья Васильева — ача-пӑча иллюстраторӗ тата юмах ҫыракан писатель. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сказки Радужного города», «Новогодняя история» ярӑмри кӗнекисем пичетленнӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар тухнине, ҫавна пула йывӑҫ ҫурт ҫӗрпе танлашнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пушарта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Леш тӗнчене 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм — ӑсаннӑ.
Инкек хыҫҫӑн Патӑрьел районӗнчи тӳре-шара ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри ГКЧС председателӗн ҫумӗ Сергей Павлов тата пушарпа кӗрешекен сулжбӑн пуҫлӑхӗ Герман Михайлов хутшӑннӑ.
Ларура нумай ачаллӑ, пӗччен ватӑсем пурӑнакан тата эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫемьесене ҫитсе тимлӗх пирки асӑрхаттармаллине сӳтсе явнӑ. Туса ирттерни пирки ятарлӑ комиссие хыпарламалла.
Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ.
Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Ковид» каникулӗсенче ача пахчисем мӗнле ӗҫлӗҫ? ЧР Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ уйрӑмӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килет. Тӗрӗсрех каласан, ачана садик кирлӗ тӗк ушкӑн ӗҫлӗ.
Кун пек йӗрке юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен пулӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ ӗҫлет тӗк ачине ача пахчине илсе кайма ирӗк пур.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпӑрлан ҫӳрекен ушкӑнах ӗҫлӗ. Халӗ ача пахчисенче ыйтӑм ирттереҫҫӗ, канмалли кунсенче миҫе ача ҫӳренине пӑхаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |