2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн ҫӗршывра ҫынсене массӑллӑ диспансеризаци кӑлараҫҫӗ. РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин йышӑнӑвӗпе пулса пыракан ҫак тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 21 ҫулран аслӑраххисен сывлӑхне хаклаҫҫӗ.
Аса илтерер, кӑҫал 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918-мӗш ҫулсенче ҫуралнисен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинеми-мучисен сывлӑхне те пӑхсах тӑраҫҫӗ. 12 ватӑ диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне тухнӑ май тӗрлӗ анализ панӑ. Кӗҫех вӗсене терапевт йышӑнӗ, анализсене кура кашнине уйрӑмшар сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Чире вӑхӑтра палӑртни ӑна шала ярасран асӑрханма май парать.
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.
2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Ирина Герасимова 100 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпа ӑна тӳре-шара та саламланӑ.
Ирина Алексеевна ҫулӗсене кура мар: вӑл хӑнасене хӑйех кӗтсе илнӗ. Ун патне РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫыру та килнӗ. Ватӑскер юбилей мӗнле иртесси пирки пӑшӑрханнӑ. Хӑнасем килсен вара «Лар, аннеҫӗм, юнашар» юрра шӑрантарма ыйтнӑ, чӑтса тӑрайман — хӑй те ташлама тухнӑ.
Ирина Алексеевнӑн пӗрремӗш упӑшки Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ. Унтан вӑл Алексадр Казакова тӗл пулнӑ. Анчах вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ. Хӗрарӑм 7 ача ҫуратнӑ. Пӗрремӗш упӑшкинче — иккӗ, иккӗмӗшӗнчен — пиллӗк. Шел те, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ халӗ пурӑнмасть ӗнтӗ.
Ирина Герасимова халӗ 14 мӑнукпа, вӗсен 20 ачипе, кӗҫӗн мӑнукӗсен 9 ачипе савӑнса пурӑнать. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ Ирина Алексеевна хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре ҫеҫ чирлесе курнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ҫынна вӗлернӗ. 70 ҫулти арҫыннӑн виллине вӑл пурӑннӑ пӳлӗмре тупнӑ.
Ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнакан арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ пулать те тарӑхса та урса кайнӑскер ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилет.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май следовательсем пӑтӑрмаха кӑна мар, инкек ваттисен ҫуртӗнче епле сиксе тухма пултарнине те хакласшӑн. Ҫавна май вӗсем персонал ӗҫне те тишкерме палӑртаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре ҫӑмал атлетика енӗпе командӑсемпе харпӑр ҫынсен чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва ветерансем хутшӑннӑ. Вӑл Мускавра иртнӗ.
Пирӗн республикӑран унта СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ШӖМ ветеранӗ Виктор Семенов хутшӑннӑ. Вӑл 65–69 ҫулсенчи ветерансен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Олимпиец 3 пин метра 14 минут та 47 ҫеккунтра утса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫак дистанцире Раҫҫейӗн рекордне ҫӗнетнӗ. Эппин, хальлӗхе пирӗн ентеш ку енӗпе чи матурри.
Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ.
Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ.
Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ.
Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви «Гериатри» направленипе халӑха пулӑшу кӳрессине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май участокри терапевтсен тата пӗтӗмӗшле практика врачӗсен тата гериатрсен кинеми-мучисемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Паян Чӑваш Енре 60 ҫултан иртнӗ 340 пин ытла ҫын пурӑнать. Статистикӑна ӗненсен, ку вӑл халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн. Пӗтӗм тӗнчери пекех пирӗн республикӑра та вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать. Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ 2006 ҫултанпа вӑтамран 4,5 ҫул нумайланнӑ, халӗ вӑл 71,35-пе танлашать. 85 ҫултан иртнисем — 17 пин ытла ҫын, 100 ҫултан каҫнисем — 98-ӑн.
Медицинӑн чи ҫамрӑк отрасльне аталантарнӑ май пульницӑсенче гериатрсен пӳлӗмӗсем уҫӑлӗҫ, ун пеккисем республикӑра 15 пулӗҫ.
Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинемисене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май тӳре-шара саламланӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенчен пӗри шутланакан ҫак уйрӑма центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раиса Трофимова тата Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Амурцев ҫитнӗ.
Ветерансен ҫуртне ытти чухне те ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пырса ҫӳреҫҫӗ-ха, хальхинче те ҫитнӗ вӗсем. Хӑйсене хисеп тунишӗн, репертуарти юрӑ сӑмахӗсем чуна тивнишӗн хӑшӗсен куҫҫулленӗ те. Хаваслӑ кӗвӗ вӑхӑтӗнче теприсем чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлани пурте пӗрле тулли кӗреке тавра пуҫтарӑннипе, сӗтел хушшинчи шӑкӑл-шӑкӑл калаҫупа вӗҫленнӗ.
Ҫиекен лаша ҫултан юлман теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинеми-мучисем ӗҫлекен ҫын пурӑнма хӑват илет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗсем ҫулне кура мар чӗрӗ. Вӗсем социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле час-часах кӑштӑртатаҫҫӗ: ҫулла — хушма хуҫалӑхра, хӗлле — картишӗнче.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк тӑман ҫусах тӑчӗ, тавралӑха хӳтерчӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ центрӗсенче (урӑхла каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) хӳтлӗх тупнисем хӗллехи вӑхӑтра картише юртан час-часах тасатаҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшра харӑс тӑрса ӗҫлени йышри туслӑха ҫирӗплетет, сывлӑхшӑн та усӑллӑ. Пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса ӗҫленӗ чух вӑхӑт сисӗнмесӗр тата хаваслӑ иртет, пуҫ та уҫӑлать.
Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Лыжня России-2017» (чӑв. Раҫҫей йӗлтӗрӗ-2017) ятпа йӗлтӗрҫӗсен старчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсенче тӑрӑшакансем те унта яланхиллех хастар хутшӑннӑ. Ҫулсерен йӗркелекен массӑллӑ спорт мероприятие пухӑнакансем мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарпа пӗрле лартнӑ сӑн ӳкерчӗксенче Хӗл Мучи тумӗ тӑхӑннӑ арҫынна та, чӑваш тумӗллӗ кинемие те асӑрхама тиврӗ. Капла капӑрланса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑракан, ҫулне кура мар ӳрӗк хӗрарӑм ытти чухне те пулнӑччӗ. Кӑҫал тата пӗри, ҫамрӑках мар арҫын, ҫӑпата сырса йӗлтӗрпе тухнӑ. Тумпа ыттисенчен уйрӑлса тӑракансене хавхалантарнипе хавхалантарманни паллӑ мар — кӗске хыпарта ун пирки асӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.