Ыран Иван Мефодьевич Храмов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ, 20 ҫул каялла ачисемпе пӗрле Чӑваш Ене куҫса килнӗ.
Ытти ача пекех вӑл та пионер, комсомолец пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн Сарӑтури ҫар вӗҫев училищине вӗренме кӗнӗнӗ. Унтан ҫара кайнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑрҫӑ пуҫланнӑ.
Вӑл вӑрҫӑра авиамеханик пулнӑ. Фашистсем парӑнсан Иван Храмов тӑван килне таврӑннӑ, инженер-энергетикра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл политикӑпа кӑсӑкланать, хаҫат, литература вулать. Пушӑ вӑхӑтра ҫутҫанталӑкпа киленет, сӑвӑ ҫырать, юрлать. 100 ҫул парӑнас тесен мӗн тумалла-ха? Иван Храмов акӑ мӗн сӗнет: сиенлӗ йӑлапа туслӑ пулмалла мар, ытлашши нумай ҫиме юрамасть, ырра ӗненмелле, пурне те юратмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ветеран Алексей Яковлев парадра сӑмах паманшӑн кӳреннине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун патне Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем килнӗ, каҫару ыйтнӑ.
Вӗсем унӑн хӗрӗнчен Верӑран та каҫару ыйтнӑ, ку ӑнланманлӑх пулса тухнине каланӑ.
Хӑнасем Алексей Алексеевича тимлӗ итленӗ, унӑн ыйтӑвӗсене хуравлама тӑрӑшнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫисем ветеран пӑшӑрханнине пӗлсе тӑрсах мӗншӗн ун патне тухтӑр яман? Ҫакна никам та хуравлайман.
Ветеран каланӑ тӑрӑх, ун патне ҫак пулӑма пачах хутшӑнман ҫынсем каҫару ыйтма килнӗ. Сӑмах паман ҫынсем вара килсе курӑнман.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ 72 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Вӗсен савӑнӑҫӗ чикесӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ялта асӑну палӑкӗ уҫӑлнӑ.
Ку парне — Решид Санзяпов фермерӑн. Вӑл пулӑшнипе Чӑваш Ишекӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ.
Митинга шкул ачисем, вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, хӑнасем пухӑннӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шел те, фронтовиксен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Кӑҫал Патӑрьел районӗнче 30 ветеран ҫеҫ Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ.
Шупашкарта савӑнӑҫлӑ парада тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетици вӑхӑтӗнче сцена ҫине тухма пултаракан 3 ветерана чӗннӗ, калаҫма ыйтнӑ. Кайран вӗсенчен пӗрне ҫеҫ уявра тухса калаҫма суйланӑ.
Ку лару-тӑру 98 ҫулти ветеранӑн, Алексей Яковлевӑн, чунне ыраттарнӑ. Вӑл вӑрҫӑра Берлина ҫитнӗ, ҫавӑнпа халӑха Ҫӗнтерӳ кунӗпе хӑй саламлама ӗмӗтленнӗ. Анчах каярахпа вӑл сцена ҫине тухмассине пӗлтернӗ. Ун вырӑнна савутри ӗҫ ветеранӗ тухса калаҫать-мӗн.
Алексей Яковлев куншӑн питӗ куляннӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче унӑн кӑмӑлӗ пусӑрӑннӑ, сывлӑхӗ те хавшанӑ. Хӗрӗ Вера Алексеевна каланӑ тӑрӑх, ҫакӑншӑн ашшӗ вырӑнпах выртнӑ, телевизор та пӑхман. «Ҫӗнтерӳ кунӗнче мӗншӗн вӑрҫӑ вӗтеранӗ мар, ӗҫ ветеранӗ тухса калаҫать?» - шухӑшланӑ Алексей Яковлев, чунӗ кӳренӳпе тулнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем.
Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ. Анчах ватӑ ҫын пӗчӗк ача пекех-ҫке-ха вӑл, унран пӗр самантлӑха та куҫ вӗҫертмелле мар. Пенси самаях илетчӗ. Пенси валеҫмелли кун ҫитсен ачи-пӑчи «чӗрӗлсе» тӑрать. Пурне те укҫа кирлӗ. Пӗр мӑнукӗ килсе макӑрать: «Пирӗн кредит тӳлемелле, укҫа ҫитмест». Тепри пырса йӑлӑнать. Ҫапла ватӑскерӗн укҫине пайласа пӗтеретчӗҫ.
Пӗррехинче ветеран арпашӑнса кайнӑ та килтен тухса утнӑ. Темиҫе кун шырарӗҫ ӑна. Ҫуркуннеччӗ, кӑштах сивӗрехчӗ. «Ватӑ, таҫта шӑнса вилчӗ пуль», — калаҫкаларӗҫ ялта.
Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене те вӑраха ямасӑр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ чух та хускатнӑ.
Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев паянхи куна Чӑваш Енре 18,5 пин ытла вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑннине пӗлтернӗ. 2010-мӗш ҫултанпа 5878 вӑрҫӑ ветеранне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал 98 ветеран ҫурт-йӗр черетне тӑнӑ, вӗсенчен 4-шӗ — вӑрҫӑра сусӑрланнӑ ҫынсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ветерансен хваттер ыйтӑвне вӑраха тӑсмасӑр татса памаллине асӑрхаттарнӑ.
Ларура ветерансен сывлӑхне тӗрӗслес, вӗсене эмелпе тивӗҫтерес ыйтусене те тишкернӗ.
Аса илтерер, Раҫҫейре 2017 ҫул вӗҫлениччен мӗнпур ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Раҫҫейре 2017 ҫул вӗҫлениччен мӗнпур ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче РФ строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Мень кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн 4,5 миллиард тенкӗ уйӑрнине каланӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 278 ветеран черетре тӑнӑ. Раҫҫейре 8 ҫулта пӗтӗмпе 300,4 пин ветерана тата вӗсен ҫемйисене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. 26 регионта ку енӗпе пӑтӑрмахсем ҫук: унта пур ветерана та ҫак пулӑшӑва панӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ветеран пӗрле 60 ҫул пурӑннине палла тунӑ. Шабаровсем ЗАГСӑн хисеплӗ юбилярсен кӗнекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура алӑ пуснӑ.
Алексей Никонович — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑл Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Украинӑра кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен службӑра юлнӑ. Вӗсем бандеровецсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Алексей Никонович тӑван тӑрӑха 1951 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Пулас мӑшӑрне Роза Петровнӑна вӑл театрта тӗл пулнӑ.
Ҫамрӑксем тепӗр тӑватӑ ҫултан ҫеҫ пӗрлешнӗ. Вӗсем хӗрпе ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ: мусӑкҫӑ пулнӑ.
Мӑшӑр юратупа хисепе мӗнле упраса хӑварнӑ-ха? Роза Петровна вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кунне пӗр-пӗрне 4 хутран кая мар ыталамалла. Шабаровсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, 60 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |