Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Анна Бычкова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак сумлӑ уявпа ветерана тӳре-шара саламланӑ.
Анна Константиновнӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен. Медицина сестрисен шкулне пӗтерсен ӑна эвакогоспитале ҫар службине чӗнсе илнӗ. Ҫулталӑкран, 1942 ҫулта, ҫамрӑк медсестра хӑйне фронта яма ыйтнӑ. Унта вӑл миномет полкӗнче санинструктор пулнӑ.
Анна Константиновна Горловка, Мелитополь, Севестополь, Крым хулисене, Кӑнтӑр Украинӑри хӑш-пӗр ял-салана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
100 ҫулти Анна Быкова пурнӑҫа юратать, унпа киленет.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Евгения Константинова ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине кура тӳре-шара ӑна видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ.
Евгения Константинова – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, Беларуҫе ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Хӗвелтухӑҫ Прусси таран ҫитнӗ. Сержант ятне илнӗскер тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ.
Вӑл 1950 ҫулччен тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. 1950-1961 ҫулсенче Ҫӗрпӳри телеграфра тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ялти лавккара вӑй хунӑ. Халӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен федераци хысни шучӗпе хваттер туянма май пур. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 11 ватӑ хваттер черетӗнче тӑрать. Вӗсем валли хыснара 15,7 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас шухӑшлӑ ветерансене 1,4-шар миллион тенкӗлӗх свидетельство парӗҫ. Вӑл укҫапа ватӑсем е хваттер, е пӳрт туянайӗҫ. Ҫитменнине, паллах, хушма тивӗ.
Ветерансемпе ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккуна 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи 8-мӗшӗнче йышӑннӑранпа 6034 ветерана хваттерпе тивӗҫтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн Александр Кулагинӑн ҫуркунне 75 пин тата 25 пин тенкӗ илмелле пулнӑ. Анчах Пенси фончӗ вӑл 1941-1945 ҫулсенчи ҫапӑҫусене хутшӑнман тесе укҫа паман. Кулагин 1951-1953 ҫулсенче Украинӑри ҫар операцисене хутшӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӑл ветеран шутланать.
Прокуратура ветерана хӳтӗленӗ. Суд пулнӑ, Пенси фончӗ выляса янӑ. Александр Кулагина ҫав 100 пин тенке пама йышӑннӑ. Анчах ветеран ӑна илме ӗлкӗреймен… Вӑл юпан 4-мӗшӗнче каҫхине вилнӗ. Тепӗр ирхине вара укҫа-тенке килсе панӑ.
Александр Кулагине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пытарнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейри Яндекс тӗп директорӗ Елена Бунина килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ. Ҫавна май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллӑ проект пуҫарнӑ. Хальлӗхе вӑл Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурнӑҫланать. Асӑннӑ хуласенче пурӑнакан ветерансем таксие уйӑхне тӑватӑ хутчен тӳлевсӗр чӗнсе илме пултараҫҫӗ.
Ҫӑмӑллӑхпа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем; блокадӑри Ленинградра пурӑннисем; концлагерьсемпе геттона, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫавӑн пек вырӑна лекнисем; тыл ӗҫченӗсем; вӑрҫӑра вилнисен тӑлӑх арӑмӗсем усӑ кураяҫҫӗ.
Такси чӗнес тесен социаллӑ пулӑшу паракан центрсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен шӑнкӑравламалла. Шупашкарта унӑн номерӗ – 8 8352 51-27-80, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 8 8352 78-02-46.
Улатӑр районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, 97 ҫулти арҫын, кӑшӑлвируспа чирленӗ. Тухтӑрсем ӑна сыватнӑ.
Ветерана пульницӑна ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче илсе килнӗ. Ун чухне арҫыннӑн ӳт температури 38,5 градус пулнӑ. Рентген унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине кӑтартнӑ. Каярахпа анализ та килнӗ: кӑшӑлвирус чӑнах та пур. Тухтӑрсем ӑна сипленӗ.
Чир йывӑррӑн иртнӗ. Ӑна кислородпа та сывлаттарнӑ. Йывӑр чухне те ветеран хуҫӑлса ӳкмен, палатӑри кӳршисене хавхалантарма тӑрӑшнӑ.
Ӗнер ветерана киле яма хатӗрленӗ.
Чӑваш Енри АПК ветеранӗсен канашӗн пайташне Валентин Агафонова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хушӑва ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑччӗ. Паян Олег Николаев АПК ветеранӗпе тӗл пулнӑ, ӑна орденпа чысланӑ.
Валентин Агафонов 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Выползово ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Ҫӗрпӳри опытлӑ ял хуҫалӑх станцийӗнче ӗҫленӗ, парткомпа райком тытӑмӗсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ тата министрӗ пулса ӗҫленӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. РСФСР Верховнӑй Совечӗн ертӳҫин ҫумӗ те пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсемпе пӗрле йывӑр операци туса ирттернӗ. Пациент Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнӑ. Унӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.
92 арҫын Шупашкарта пурӑнать. Вӑл больницӑна йывӑр чирсемпе лекнӗ. Ӳпке шыҫҫи аталаннӑ, ҫитменнине, унӑн чӗри япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӗрере унӑн ытти кӑлтӑксем те пулнӑ. Ҫак йывӑр чирсене пула ветеран вилме пултарнӑ.
Ветерана операци вӑхӑтӗнче вӑхӑтлӑх кардиостимулятор лартнӑ. Вӑл чӗрене минутра 55 хутчен тапма май парать.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫул та 6 уйӑхлӑха янӑ. Вӑл ашшӗне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, вӗлернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын килӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӑна эрех ӗҫнӗшӗн ӳпкелени килӗшмен.
71 ҫулти арҫын ветерана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вастӑскер ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ судра айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, ашшӗне чикансем вӗлерсе хӑварнӑ. Патшалӑх айӑплавҫи вара айӑпне ӗнентернӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ятарлӑ удостоверени пама тытӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫав документ епле пулассине республикӑн Министрсен Кабинечӗ официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Удостоверени тӗкӗсм хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ. Унӑн тулаш енче, сылтӑмри ҫӳлти кӗтесре, икӗ йӗркепе «Дети войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) тата «1927–1945» тесе ҫырса хурӗҫ.
Удостоверение 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене парӗҫ. Ӑна илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсенче заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине ҫирӗплетекен хутсем тата паспорт кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |