Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин ветеранӗсен ыйтӑвӗсене кӗске вӑхӑтрах пӑхса тухӗҫ.
Патшалӑх кадастр утчетне тӑратма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухассине 3 кунта ӗлкӗрме шантараҫҫӗ. Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗнчи хыпара пӗлес текенсен ыйтӑвне 1 кунтах тивӗҫтересшӗн. Кӗскетнӗ вӑхӑтпа пӑхса тухас ыйту ҫулталӑк вӗҫленичченех, кӑҫалхи раштавӑш 31-мӗшӗччен, пымалла.
Росреестр ӗҫченӗсем вӑрҫӑ ветеранӗсем патне киле ҫитсе пулӑшассине те малалла тӑсаҫҫӗ. Чӗнсе илес тесен 8(8352) 45-25-17, 43-96-64 номерпе шӑнкӑравламалла та икӗ еншӗн те меллӗ вӑхӑт пирки калаҫса татӑлмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнине ӗнентерме специалистсем удостоверени ыйтӗҫ.
Шупашкарта ватӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Юлия Лаврентьева хушӑран ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен аташать-мӗн. Ҫавӑнпа ҫынсене ӑна шыраса тупмашкӑн пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Юлия Лаврентьева 1931 ҫулта ҫуралнӑ. Богдан Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫуртран тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Тӗрӗссипе, вӑл унтан пӗрре мар тухса кайнӑ-мӗн. Ӑна районсенче е ҫул ҫинче шыраса тупнӑ.
Хӗрӗ хваттер уҫҫине пытарнӑ-мӗн. Хальхинче алӑкран кӑларма маннӑ. Пенсие тухнӑскер ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхине тухса кайнӑ. Ҫӑм шӑлавар, кӑвак кофта, тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗ тутӑр, ҫӑм нуски тӑхӑннӑ. Ҫумра документсем ҫук.
Ӑна Карачура енне утнине курнӑ. Куракансене ҫак телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 350343, 89176790851, 89063862163 или 02 (020).
Сӗнтӗрвӑрринчи вулавӑш унта ҫӳрекенсене вӑрҫа хутшӑннисене тав тума май туса панӑ. «Ветеран патне ҫыру» акцие иртнӗ уйӑхра ирттернӗ. Унта 50 ытла ача хутшӑннӑ. Ӗнер вара виҫ кӗтеслӗ ҫырусене ачасемпе вулавӑш ӗҫченӗсем пӗрле пулса ветерансем патне ҫитернӗ.
Ачасем ҫырнисем ветерансем валли сӑвӑсем те хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем пӗрле пулса «День Победы» юрра шӑрантарнӑ. Чуна тивекен сӑмахсем ватӑсен чунне те пырса тивнине пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн сайчӗ.
Ачасем Серафима Миронова, Николай Тихонов, Илья Иванов тата Михаил Дорофеев патӗнче пулнӑ. Хӑйсене ҫавӑн пек тимлӗх уйӑрнӑшӑн ветерансем ачасене чунтан тав тунӑ иккен. Вӗренӳре ӑнӑҫу суннипе пӗрлех вӗсене мирлӗ пурнӑҫ суннӑ.
Сӑнсем (9)
Паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене тата вӗсемпе пӗрле пынисене черетсӗр йышӑнассине пӗлтерет. Росреестрӑн тӗп аппарачӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫынсене 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ.
Акци вӑхӑтӗнче Росреестрӑн ӗҫченӗсем салтак арӑмӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсем патне киле пырсах пулӑшассине те пӗлтерет. Специалистсем хваттере, ҫурта, гаража е ҫӗре епле регистрацилессипе ҫыхӑннӑ кирек епле ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Киле пыма ыйтса 62-45-43 номерпе шӑнкӑравламалла.
Енчен те ветерансем хӑйсен пeрлӑхне вӗсемсӗрех сутса ярасран шикленеҫҫӗ пулсан Росреестра ятарлӑ заявлени ҫырса пама пултараҫҫӗ. Ку пулӑшу тӳлевсӗр.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра парад нихӑҫанхинчен вӑйлӑрах иртессе шантараҫҫӗ. Унта пирӗн ентеш Иван Торин ветеран хутшӑнӗ.
Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет ҫарне илнӗ. Вӑл танк ҫарӗсенче ҫапӑҫнӑ. Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл. 1943 ҫулхи кӗркунне Кейӳне ирӗке кӑларнӑ чухне йывӑр аманнӑ. 1945 ҫул пуҫламӑшӗнче Иван Торина, III ушкӑн сусӑрне, демобилизациленӗ.
Ветеран халӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнать, шкул ачисемпе тӗл пулса йывӑр тапхӑра аса илет. Иван Тимофеевича II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Иван Торин Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Вӑл парада хутшӑнма хатӗр. Мускава Раҫҫейри мӗнпур регионти ветерансем ҫитӗҫ.
Сӑмах май, парада 16,5 пин ҫар ҫынни, 201 ҫар техники, 143 вертолетпа самолет хутшӑнӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май ветерансене тӗрлӗ пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул ҫинче тӳлевсӗр илсе ҫӳреҫҫӗ кӑна мар-мӗн. Канаш хулинчи парикмахерскисем вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫӳҫ те тӳлевсӗр касаҫҫӗ иккен. Е хака вӗсемшӗн 30-50 процент чакараҫҫӗ вӗсем.
Ку акцие Канашри 40 ытла парикмахерски хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне пушмак юсакан темиҫе мастерской ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тӳлевсӗр йышӑнать-мӗн.
Ҫӳҫе хими тума е сӑрлама ҫур хакпа пулать. Кастармашкӑн — тӳлевсӗр. Пушмака юсаттармашкӑн хака 30-50 процент чакараҫҫӗ. Акци ҫу уйахӗн 1-10-мӗшӗсенче кӑна пулӗ.
Ҫавӑн пекех Канашри 2-мӗш мунчара ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене ҫур хакпа ҫӑвӑнтараҫҫӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен «Ростелеком» ветерансене, вӑрҫӑ сусӑрӗсене полкра пӗрле пулнисемпе, аякра пурӑнакан тӑванӗсемпе, юлташӗсемпе тӳлевсӗр ҫыхӑнма май туса парӗ.
Ветерансем телефонпа тӳлевсӗр 70 минут таранах калаҫма пултарӗҫ. Вӗсен Раҫҫейри пӗр-пӗр региона, хулана, ҫывӑхри ют ҫӗршывсене (Украина, Беларуҫ, Молдова, Казахстан, Узбекистан, Таджикистан, Кӑркӑстан, Туркменистан, Азербайджан, Эрмен, Латви, Литва, Эстони, Грузи, Абхази, Кӑнтӑр Осети) шӑнкӑравлама май пур. Килтен те, ятарлӑ учрежденисенчен те (госпиталь, ветерансен ҫурчӗ тата ытти те) шӑнкӑравлама пулать.
Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта телеграммӑсене те тӳлевсӗр яма пулать.
Ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫулсерен иммунизаци эрни иртет. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал тухтӑрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене прививка тӑвӗҫ.
Ку вакцина пневмококковлӑ инфекцие хирӗҫ пулӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, микробсем ватӑ ҫынсен ӳпкине шыҫӑнтараҫҫӗ. Кунашкалли ан пултӑр тесе шурӑ халатлӑ специалистсем прививка тума сӗнеҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина каланӑ тӑрӑх, вакцинопрофилактика халӑха 80 процентран кая мар хӳтӗлет.
Ҫитес вӑхӑтра республика хыснинчен пневмококковлӑ вакцина туянмашкӑн 3 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Республикӑри мӗнпур ветерана прививкӑна тӳлевсӗр тӑвӗҫ.
Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫӗнӗ обелиск тума пуҫланӑ. Унччен пулни кивелнӗ те ун вырӑнне ҫӗннине купалас тенӗ. Ӗҫе районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Святослав Иванов тата «Красное Сормово» тулли мар яваплӑ общество ертсе пырать иккен. Обелиска Вячеслав Семенов, Алексей Данилов тата Юрий Иванов хӑпартаҫҫӗ.
Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса ҫӗнӗрен палӑк лартнине Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче вилнине асра тытас тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине вӑл енчи виҫӗ ялтан — Яманакран, Ешкилтрен, Ҫирӗклӗрен 258 ҫын тухса кайнӑ. Каялла 141-шӗ кӑна таврӑннӑ, ыттисем пурте вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗнче пӗр ветеран та хутшӑнаймӗ — паянхи кун тӗлне вӗсем пурте леш тӗнчене кайма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.