Шел те, ҫулсем иртнӗ май республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тутине курнӑ ҫынсен йышӗ чаксах пырать. Патшалӑх вӗсене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшать.
Кӗҫех Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул ҫитет. Ун тӗлне Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 10 ветеранӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем ирттересшӗн. Ӑна тӳлевсӗрех пурнӑҫлӗҫ.
Ҫак тӗллев валли укҫа-тенке хула хыснинчен уйӑрӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть ветерансем чӑннипех те пурӑнакан хваттерсене тӗрӗсленӗ.
Суйланӑ 10 хваттерте мӗнле юсав ӗҫӗсем ирттермелли пирки калаҫаҫҫӗ халӗ.
Чӑваш Енре Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗ уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ветерансене парне памашкӑн 731 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Чиновниксем Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнле уявламаллине канашлура сӳтсе явнӑ. Халӗ Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 сусӑрӗ тата хутшӑнаканӗ пурӑнать. 49 ҫынна «Ленинград блокадинче пулнӑ» палла тивӗҫнӗ. Фашистсен концлагӗрӗнче 79 ҫын пулнӑ. Ветерансен 62 тӑлӑх арӑмӗ пурӑнать. 18,9 пин тыл ӗҫченӗ кун кунлать.
Чиновниксем хальлӗхе уйӑрнӑ укҫа-тенке мӗнле пайлассине каламаҫҫӗ. Шутласан, вӑтамран ку категорие кӗрекен кашни ҫынна 29 тенкӗ лекет.
Ҫар конфликтне хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен вилтӑприсене те йӗркене кӗртӗҫ.
Чӑваш Енре Аслӑ Ҫӗнтерӗве ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ. Уявра яланхи пекех ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тата ыттисене чыслӗҫ.
Анчах кӑҫал уява ирттермешкӗн укҫа сахалрах уйӑрма палӑртнӑ. фронтовиксене, концлагерьте пулнисене, Раҫҫей Геройӗсене, Мухтав орденӗн кавалерӗсене чысламашкӑн 731,2 пин тенкӗ уйӑрмалла. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ку тӗллевпе 1,84 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. 2014 ҫулта та 1 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Урамсене, лапамсене ҫапӑҫусенче палӑрнӑ геройсен ячӗсене парас ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин 1,5 пин сусӑрӗ, 22 пин тыл ӗҫченӗ, салтаксен 5,6 пин тӑлӑх арӑмӗ, концлагерьте пулнӑ 84 узник пулнӑ.
Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» залӗнче Архипов Севастиан Михайловича асӑнса уяв ирттернӗ. Архипов Севастиан Михайлович (08.01.1921–18.12.2014) Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. Фронтовик Курск пӗккинче, Харьков, Луцк, Лубна, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна Рашкоф (1944) хулин коменданчӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1945 ҫулсенче Скальмежиценово (Польша) хулинче 3 хутчен аманнӑ, госпитальсенче сипленнӗ. Севастиан Архипова хастарлӑхшӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степенлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, 13 медальпе чысланӑ.
1946 ҫулта каччӑ тӑван ялне таврӑнать. Ҫулталак хушши Тутарстанра тӑрӑшать, унтан каллех Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме пуҫлать.
Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене М.А. Алексеевпа У.Н. Ильинана раштавӑн 29-мӗшӗнче «Красноармейски районӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
Ветерансене Упи ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Надежда Ивановна Дмитриева тата унтах ӗҫлекен специалист-эксперт Алина Александровна Алексеева тав сӑмахӗ каланӑ, вӗсене чысласа медальсене ҫакса янӑ.
Раҫҫей студентсен отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерӗсене юсаҫҫӗ. Акӑ Юрий Петров фронтовикӑн балконне ҫӗнетнӗ вӗсем.
Юрий Дмитриевич хваттере 1960-мӗш ҫулсенчех илнӗ. Халӗ ачисем саланнӑ, арӑмӗ вилнӗ. Ветеран хӗрӗпе пурӑнать.
Ветеран социаллӑ пулӑшу паракан пая ҫитнӗ. Унта ӑна пулӑшма шантарнӑ, анчах лару-тӑру улшӑннӑ — укҫа-тенкӗ пӗтнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна 2016 ҫула куҫарнӑ.
Телее, ветерана студентсем пулӑшу сӗннӗ. Юрий Дмитриевич унччен ял хуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ. Ун патне ҫитсен студентсем ӗҫ планне палӑртнӑ.
Чи кирли — хваттерте ӑшӑ пулни. Строительствӑра опыт пухнӑ студентсемшӗн ку чӑрмав пулман. Вӗсем хваттерте чӳречесене улӑштарма, балкона ӑшӑтма палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Патшалӑх Думи «Ветерансем ҫинчен» федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ Таджикистанра 1992–1997 ҫулсенче ҫапӑҫнӑ ҫынсем те ҫар ҫапӑҫӑвӗсен ветеранӗсен статусне илме пултараҫҫӗ.
Статуса илсен, паллах, ыттисем пек ҫӑмӑллӑхсем те пулӗҫ. палӑртмалла: ку Раҫҫейри 23 пин ҫар ҫыннине пырса тивет. Вӗсем ку таранччен ветерансен категорине кӗмен, мӗншӗн тесен вӗсем ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннине ниҫта та ҫырса пыман.
Алена Аршинова палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйтупа ун патне чылай ҫын килнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ: халӗ Таджикистанра ҫапӑҫнисем — ветерансем.
Алена Аршинова ку ыйтупа 2013 ҫултах РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу патне ҫитнӗ. 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Таджикистанра ҫапӑҫнисем ветеран удостоверенине илме пултарӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче халӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗн учрежденийӗсен ветеранӗсем тӗл пулнӑ.
Халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх учрежденийӗсен ветеранӗсен общество организацине пирӗн республикӑра кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йӗркелерӗҫ. Общество организацийӗн тӗллевне асӑннӑ тытӑмра тимлекен ҫамрӑк специалистсен професси шайне ӳстересси тесе пӗлтернӗччӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи пулма Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Владимир Мидукова суйланӑччӗ. Вӑл 1994–2001 ҫулсенче социаллӑ политика министрӗ пулнӑ.
Паянхи куна социаллӑ ӗҫӗн ветеранӗсен организацийӗнче 270 ытла ҫын.
Социаллӑ служба ӗҫченӗсемпе республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова тата маларах асӑннӑ общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Владимир Мидуков курнӑҫнӑ, кулленхи тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Сӑнсем (11)
Пирӗн республикӑпа кӳршӗллӗ Чӗмпӗр хулинче инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унта 90 ҫулхи ватта шалтан питӗрсе хунӑ. Мучи хӑй тӗллӗн ҫӳрейменскер пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ҫитменнине 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланнӑ.
Ашшӗне пӑхма хӗрӗ пынӑ та алӑка уҫайман — ӑна шалтан питӗрсе хунӑ. Аптӑранӑ хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем пусма йӑтса пырса ҫитнӗ. Унпа вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарнӑ, балкон витӗр хваттере кӗнӗ. Старик, Турра шӗкӗр, таса-сывах пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчӗк ача пек лӑпкӑн ҫывӑрнӑ.
Хваттере шалтан питӗрекенни кушак пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак янавар алӑк тӑрӑх унччен те чакалтанма юратнӑ. Ҫавӑн пек аташнӑ вӑхӑтра тимӗр сӑвӑса куҫарса янӑ курӑнать.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи пӗр кинемее хӳтӗленӗ. 82 ҫулти ҫав ватӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене те хваттер парасси пирки илтнӗ те саккунта калакан ҫав ирӗкпе усӑ курас тенӗ. Анчах тӳре-шара унӑн упӑшки вӑрҫа хутшӑнни пирки аптӑранӑ, ҫавна ӗнентерекен фактсем ҫук тесе салтак арӑмне пулӑшма килӗшмен.
Аптӑранӑ ватӑ прокуратурӑна кайнӑ. Унта вӑл Улатӑр хулипе Улатӑр район администрацийӗн халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пайӗ ватта ҫурт туянма е тума пӗр хут паракан укҫа тӳлевне парас мар тесе йышӑнни пирки евитленӗ. Прокурорсем тӗрӗсленӗ те, кинемейӗн упӑшки Украинӑра националистсене пӗтерес тесе 1944 ҫултан тытӑнса 1951 ҫулччен пулнине палӑртнӑ. Кинемее укҫа пама хистекен тавӑҫпа прокуратура район судне тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.