Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче диплом илекенсене чысланӑ пулнӑ. Вӗренсе тухакансене саламлама уяв каҫне ятарласа Чӑваш Республикин культура, национальность ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева килнӗ. Вӑл диплом илекенсене ӑнӑҫу суннӑ, кашниех пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн тупасса шанса каланӑ.
Культура институчӗ хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне 12 ҫул хушши тытса пырать. Учрежденире ҫулсерен пултаруллӑ музыкҫӑсем, театр ӑстисем вӗренсе тухаҫҫӗ. Диплом илекенсенчен чылайӑшӗ хӑйсен малашнехи пурнӑҫне чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тӑрӑшакансемшӗн ыран хумхануллӑ кун пулӗ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унта ыран вӗренӳ заведенийӗн ректорне суйлӗҫ.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче академи ректорне Николай Васильева кӗтмен-туман ҫӗртен ӗҫлеме пӑрахтарнӑччӗ. Яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлама Людмила Линик юриста шаннӑччӗ. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче Людмила Линик Чӑваш Енӗн суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑччӗ. Ректора сасартӑк ылмаштарнине ун чух Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви аслӑ шкул (академи асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать) тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе ӑнлантарнӑччӗ. Николай Васильев вара капла хаклавпа килӗшменнине, аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне 2011 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне кура йӗркеленине, академине вара вӑл 2012 ҫулхи ҫуркунне кӑна ертсе пыма пуҫӑннине палӑртнӑччӗ. Ректора хӳтӗлесе студентсем митинга та тухса пӑхнӑччӗ.
Ыран вара академин ректора суйлама тивет. Маларах, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ректор пулма тивӗҫ кандидатурӑсене аттестацилемелли лару иртнӗ. Пирӗн республикӑран сакӑр кандидат тӑратнӑ иккен, федераци министерстви вӗсенчен виҫҫӗшне — вӗсем кашниех академире ӗҫлеҫҫӗ — суйласа илнӗ.
Чылай ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне аслӑ пӗлӳ илтересшӗн хыпса ҫунать. Укҫаллисем «кӗмӗлне» шеллемесӗр тӳлесе те вӗрентме хатӗр. Ара, ачамӑрсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнччӑр тенипе ҫавӑн пек тӑрмашатпӑр пулинех.
Аслӑ шкул пӗтерни пирки калакан дипломлисемех вара хӑш чух ӗҫсӗр аптӑраҫҫӗ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине шута илсе дипломлӑ каччӑсем водительте, пикесем вара сутуҫӑра вӑй хуни те тӗл пулать. Ҫав вӑхӑтрах промышленноҫ предприятийӗсене инженерсемпе технарьсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе республикӑра прикладной квалификацие хӑнӑхтаракан нумай функциллӗ вӗрентӳ центрӗсем уҫма палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе ҫиччӗ уҫмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Сӑмах май, вӑл кӑсӑклӑ ҫакӑн пек статистика та илсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗренекенсенчен 67 проценчӗ аслӑ шкулта ӑс пухать иккен, 23,9-шӗ — вӑтам професси вӗрентӗвӗн учрежденийӗсенче (ӗлӗкхилле каласан, техникумсенче), 8,9-шӗ — пуҫламӑш професси вӗрентӗвӗн учрежденийӗсенче (училищӗсенче). Анчах предприятисенче пачах урӑхла ӳкерчӗк-мӗн — вӗсене рабочисем кирлӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине суккӑр хӗр — Галина Никитина — вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн аллинче паян — хӗрлӗ диплом. Ку вӑл халӗ. Унччен вара пикене, уйрӑмах тӑватӑ ҫул каялла вӗренме кӗнӗ чух, пӗрттте ҫӑмӑл пулман. Суккӑра курсан вӗренӳ заведенийӗн ертӳҫисем те малтанласа шикленсе ӳкнӗ-мӗн.
Юрлас ӑсталӑха Галина малтанласа ӳнер шкулӗнче ӑс пухнӑ. Паян вӑл нота грамотине, ӳнер кун-ҫулне лайӑх пӗлет, фортепианӑпа вылять. Ӑна педагогсем академи юрӑҫӗ тесе хаклаҫҫӗ иккен. Галина романссене, халӑх юррисене, арисене уйрӑмах лайӑх шӑрантарать иккен.
Музыка училищин директорӗн ҫумӗ Елена Ананьева каланӑ тӑрӑх, суккӑр вӗренекен валли ятарлӑ программа хатӗрлемен. Хӑш-пӗр дисциплинӑпа вара уйрӑм занятисем ирттерме тивнӗ. Ҫав ӑсталӑха кура халӗ куҫ курман ытти ҫамрӑка та пӗлӳ пама пултараҫҫӗ. Сӑмах май, паян унта тата тепӗр суккӑр хӗр вӗренет иккен.
Чӑваш Енре виҫҫемӗш хутчен «Чӗреме ачасене паратӑп» коррекци-аталану занятийӗсен фестивалӗ иртрӗ. Асӑннӑ фестивале йӗркелесе пыраканӗсем: Чӑваш Енӗн вӗренӳ минестрестви психологипе педагогика майӗпе реабилитаци тата коррекци центрӗпе «Чӑваш Енӗн вӗрентекенсен ассоциаци» ОО йышӗн ятарлӑ вӗренӳпе тивӗҫтерекен педагогсен секцийӗ.
Фестивале ятарлӑ вӗренӳ учрежденисенчи 125 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтӗрӳҫӗ ятне 36 педагог илнӗ, 44 вӗрентекене вара тӗрлӗ номинацире дипломсемпе чысланӑ.
Пӗр-пӗр предприяти е учреждени, е тата уйрӑм ҫын пирки халӑха каласа парассипе ятарлӑ специалистсем тар тӑкнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа усӑ курса каласан, пиар теҫҫӗ-ха ӑна. Пиар енӗпе тӑрӑшакансен ӗҫӗнче хӑйсен ятарлӑ вӑрттӑнлӑхсем пур.
«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тенине тӗпе хурса пурӑнакансен талпӑнмалли-ӑнтӑлмалли яланах тупӑнать. Акӑ, патшалӑх служащийӗсем «Халӑхпа ӗҫлессинчи тухӑҫлӑ PR» программӑпа квалификацие ӳстерес тесе кӗҫех парта хушшине ларӗҫ.
Кун пирки патшалӑх заказӗсем пирки хыпарламалли официаллӑ сайтра пӗлтерӳ тухнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, вӗрентекене суйлама Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ аукцион ирттерет. Пӗлтерӳре ҫырнӑ тӑрӑх, парта хушшине 25 служащи ларӗ. Вӗсен ӑсталӑхне пурӗ 72 сехет хушши туптамалла. Анчах кунне 8 сехетрен ытла «тиемӗҫ». Патшалӑх служащийӗсене вӗрентме пӗтӗмпе 189 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи психика чирӗсене сиплемелли пульницӑра пушар-тактика вӗрентӗвӗ иртнӗ. Тӗп тӗллев — инкек-синкек вӑхӑтӗнче тӗрӗс-тӗкел меслетсемпе усӑ курса пульницӑра выртакан ҫынсене пулӑшу кӳресси. Ҫакӑн йышши тӗрӗслеве Мускав облаҫӗнчи психиатри пульницинче пушар тухнӑ хыҫҫӑн ирттерме тытӑннӑ.
Вӗренӳ ӗҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн медицина ӗҫченӗсемпе инспекторсем пушар вӑхӑтӗнче халӑхӑн хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен ятарлӑ инструктаж ирттернӗ.
Кун йышши вӗренӳ пульницӑсемшӑн усӑлли пулни пытармасӑрах паллӑ — инкек-синкек тухсан меслетсемпе тӗрӗс усӑ курса ҫынсен пурнӑҫӗсене те упрама пулӑшӗ.
Юлашки шӑнкӑрав кунӗ шкул пӗтерекенсем валли яланах чуна пӑлхатакан, салхуллӑ самант. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 24–25-мӗш кунсенче республика шкулӗсем юлашки шӑнкӑрав кунне уявлаҫҫӗ.
Асӑннӑ кунсенче Шупашкарта хӑйсен юлашки шкул шӑнкӑравне 6 992 вӗренекен илтӗҫ. Вӗсенчен вунпӗрмӗш класс пӗтерекесем — 2 773 вӗренекен тата 9 класс ачисем, вӗсен шучӗ — 3 919.
Яланхилле шкулсенче уяв линейки иртӗ. Шкул вӗренсе тухакансене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн элчисем тата хула, муниципалитет администрацийӗсем саламлӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав кунне хӑш-пӗр вӗренекенсем Хусана, Йошкар-Олана, Шупашкара эксурсийӗ кайма кӑмӑл тунӑ. Ятарлӑ шӑнкӑрав уявне халаланӑ мероприятийӗсем Николаев паркӗнче тата Лакрей вӑрманӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун Шупашкарта, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче республикӑра ӗҫлекенсен шалу укҫийӗ мӗнле шайра тӑнине сӳтсе яврӗҫ.
Республикӑра ҫак хушӑра медицина тата социаллӑ енпе ӗҫлекенсен шалу укҫине хӑпартмалли программӑна пурнӑҫлама пуҫланӑ. 2012 ҫулта тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 25 784 тенкӗпе танлашнӑ. Кӑҫал вӗрентекенсемпе ача пахчи ӗҫченӗсем шалӑва пӗлтерхи ҫулсенчен ытларах илме пуҫланине палӑртнӑ. Вӗрентекенсен уйӑхне вӑтамран 17 363 тенкӗ, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен вӑтамран 14 420 тенкӗ тухнӑ иккен.
Культура министерствинче шантарнӑ тӑрӑх вӗсене пӑхӑнакан учрежденисенче халӑхӑн шалу укҫине виҫӗ хутччен ӳстерме палӑртнӑ. Паянхи куна илсен унти халӑх вӑтамран 9 пин илет иккен. Кусем малашне тухтӑрсенчен те ытларах илме пуҫлӗҫ тесе шутларӑр пулсан — йӑнӑшатӑр, виҫӗ хутччен тени кунта ӗҫ укҫине кӑҫал ака, утӑ тата юпа уйӑхӗсенче хӑпартассине ҫеҫ пӗлтерет. Юпа уйӑхӗ алӑкран шаккама пуҫласан вӗсен вӑтам ӗҫ укҫийӗ 10 пине ҫеҫ ҫитет имӗш.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универстетри чӑваш филологийӗпе культура факультетне, вырӑс филологи тата журналистика факультетне кӑҫалхи абитуриентсене йышӑнма Раҫҫей вӗренӳ министерстви бюджет вырӑнне уйӑрса паман пулнӑ-мӗн. Ку хыпар асӑннӑ факултьтет ӗҫченӗсене самаях пӑшӑрхантарнӑ. Вара мӗне пула гуманитарлӑ факультетсене уйӑрса хӑварас тенӗ? Ҫак ӗҫ-пуҫа ӑнлантарас тесе Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерсви хутшӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пресс-конфиренцире вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх факультетсем бюджетлӑ вырӑнсӑр тӑрса юлни «техника йӑнӑшӗпе» пулнӑ имӗш. «Чӑваш патшалӑх университечӗ патшалӑх тытӑмӗнче тӑрать, ҫавна май кашни ҫулах бюджет вырӑнӗсене илес конкурсра хутшӑнать. Кӑҫал та ҫавӑн пекех. Раҫҫей министерстви ЧПУ адресне янӑ ҫырура чӑваш филогийӗпе культура, вырӑс тата журналистика факультечӗсенче бюджетлӑ вырӑнӗсен шутне палӑртман. Ҫак пулӑма вара техника йӑнӑшӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ Раҫҫей министерствинче», — пӗлтерет Владимир Иванов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.