Паян Чӑваш Ен Пӗлӳ кунне уявлать! Шкул ачисем, студентсем тата вӗсен ӑсне ӳстерекен вӗрентекенсем! Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫусемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулли пултӑр! Тӑрӑшса вӗренсе пухнӑ пӗлӳ сая ан кайтӑр, ӳлӗмхи пурнӑҫра пулашсах тӑтӑр!
Чӑваш Енре паян 13 пин ача (пӗлтӗр 12 600) пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа кайӗ. Ӑнӑҫу вӗсене! Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 505 шкул (вӗсенчен вуннӑшӗ — каҫхи шкулсем) ӗҫлӗ, 129 пин ача вӗренме ҫӳрӗ (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 509 шкул, 11 каҫхи, 128 600 ача). 86 пин ҫамрӑкҫын профессиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухӗ. Чӑваш Енре пуҫламӑшрисем — 11, вӑтаммисем — 31, аслисем — 24. Професиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче пурӗ 4,3 пин ҫын ӗҫлӗ. Шкулсенче, калама манса кайнӑ — 9,5 пин ҫын вӑй хурӗ.
Пирӗн пӗрлӗх тепӗр хут пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлать!
Ҫурлан 27-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ интернет-педканаш хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ирттерекен ҫак форум кӑҫал 6-мӗш хут чӑваш чӗлхипе литературине, культурӑна тата ытти хӑш-пӗр предмета вӗрентекенсене пуҫтарать. Яланхи пекех педагогсем инҫет канашлура тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем сӳтсе яваҫҫӗ, вӗренӳ институчӗпе тата ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Самаях кӑткӑс ыйтусене татса парас ӗҫре Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикн министерстви те хастаррӑн хутшӑнать.
Педагогсен интернет педканашне яланхи пекех Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ йӗркелесе пырать. Кӑҫалхи форумра 9-мӗш тата 11-мӗш классем патшалӑх экзамӗнӗсене мӗнле тытнине тӗпчес, ачасене изложенипе сочинени ҫырма вӗрентес, ачасен чӑвашла хутшӑнӑвне аталантарас ыйтусем тата чӑваш педагогӗсем валли тухса тӑракан пӗрремӗш «Шкулта» электрон журнал тавра пырӗ.
Интернет педканаш хӑйӗн ӗҫне авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетме палӑртать.
Тӑвай районӗн администрацийӗнчи тунтикунхи планеркӑра иртнӗ эрнери ӗҫсене пӗтӗмлетсе умра тӑракан тӗллевсене палӑртнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес, кӗр тыррисем акма хатӗрленес ӗҫсемпе АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке паллаштарнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне районти хуҫалӑхсем 3350 тонна утӑ, 4300 тн сенаж хывса ӗлкӗрнӗ. Е апат единици ҫине куҫарсан 27 975 цн чухлӗ. Ҫакӑ кашни условнӑй выльӑх пуҫне 10,91 цн тивет (республикӑри вӑтам кӑтарту — 9,05 цн).
Вӗренӳ учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Тӗмер, Пуянкасси, Нӑрваш шкулӗсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ, ҫак кунсенчех Чутейпе Йӑнтӑрчӑ шкулӗсем тытӑнаҫҫӗ. Шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем ҫинчен вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каласа кӑтартнӑ.
Финанс пайӗн начальникӗ А.Сергеев районӑн пӗтӗмӗшле бюджечӗ I ҫурҫулта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинче (малтанлӑх пӗтӗмлетӳсем) чарӑнса тӑнӑ. Тупӑшсем енӗпе хыснана 113 457 пин (ҫулталӑкра пырса кӗмеллин 51,6 проценчӗ) тенкӗ пырса кӗнӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен — 37,6 процент ытларах.
«Сӑвӑллӑ географи» — Шупашкарти 38-мӗш шкулта тӑрӑшакан Иван Дубановпа Людмила Фадеевӑн анчахрах тухнӑ ҫӗне кӗнеки. Ӑҫтахсем каланӑ тӑрӑх ҫӗнӗ меслет ачасене ҫутҫанталӑка икенлӗн вӗрентме май парӗ, тавракурӑма самай анлӑлатӗ.
Ҫутҫанталӑк пуянлӑхне сӑвӑ чӗлхипе кӑтартма тӑрӑшни паянхи вӗрентес ӗҫре паллах ӗнтӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ утӑм. Кӗнекере вырӑс тата ют ҫӗршыв сӑвӑҫӗсем кӑна мар, чӑвашри ӑстасем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫак ӗҫри сӑвӑҫсен пӗрлӗхӗ тӗнче те пӗр йыш пулнине палӑртать ӗнтӗ.
Иван Дубанов Чӑваш Ен вӗренткенӗсем хушшинче чи паллисенчен пӗри, унӑн кӗнекисем тӑван ен пуласлӑхӗшӗн куллянакан кашни ҫын сӗтелӗ ҫинче. 38-мӗш шкулта ачасен ӑсне литературӑна хывакан Людмила Фадеевапа Иван Дубанов пӗрремӗш хут ӗҫлет пулин те вӗрентекенсене ҫӗнӗ меслет кӗнеки кӑмала кайнӑ. Чӑн та, чӑвашсем калашле, тӑрашсан ту ҫинче тулӑ пулать. Пӗрле йӗркеленӗ ӗҫ малалла та ӑнӑҫлӑ тӑсӑлтӑрччӗ — вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курма юрӑхлӑ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем кӑлармалла пултӑрччӗ!
ЮПА | 17 |
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра «Чӑваш кӗсли» интернет олимпида ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен пырӗ (малтан регистрациленӗҫ, кайран, 3 кун хушшинче ыйтусем ҫине хуравлӗҫ). Ку тупӑшура Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче пурӑнакан икӗ ӳсӗмри шкул ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: 5-7-мӗш тата 8-10-мӗш классенче вӗренекенсем.
Олимпиада Инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче иртӗ, кашни ӳсӗм ушкӑнӗ валли 10-шар ыйту хатӗрленӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 50 минут параҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелӳҫӗсем чӳкӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗмлетме шутлаҫҫӗ.
Юлашки виҫӗ ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗрес текенсен умне ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Чи малтанах литературӑпа пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ (ППЭ) памалла тунине палӑртмалла. Чӑваш литературипе пӗрлӗхлӗ экзамен ҫуккине асра тытсан, абитуриентсен пӗтӗм Раҫҫейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вӑл вырӑс литературипе) памалла пулчӗ. Хайхи чӑваш филологине вӗренме кӗрекенӗн вырӑс чӗлхипе литературине пӗлнин шайне кӑтартма тиврӗ. Ҫак лару-тӑрура Тутарстанӑн Ҫутӗҫ министрествийӗ тутар чӗлхипе тата литературипе республика шайӗнчи ППЭ йӗркелеме ӑс ҫитерчӗ. Вӗсен филологи факультетне вӗренме кӗрекенсем ҫапла майпа тӑван чӗлхипе тата литературӑпах экзамен парса кӗчӗҫ.
Кӑҫал педагогика специальноҫӗсене вӗренме кӗрекенсене «Литература» вырӑнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирӗк пачӗҫ.
«Урок хыҫҫӑнхи ӗҫсен наци сӗмне ӳстересси» темӑпа юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗрентекенсен конференцийӗ иртӗ. Конференцие Шупашкарти наци вулавӑшӗнче ирттерме палӑртнӑ (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт), пуҫламӑшӗ — 14 сехетре. Йӗркелекенӗ — Чӑваш наци конгресӗ.
Конференцие хутшӑнас текенсем юпан 15-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне (Шупашкар хули, композитор Воробьевсен урамӗ, 10 ҫурт адреспа) хӑйсен доклачӗсене ҫитерме пултараҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнче Интернет педканаш ӗҫленине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫакна канашлӑва кӗрекенсен йышӗ ӳсни аван кӑтартса парать — виҫӗ эрне хушшинче чӑваш вӗрентекенӗсен тетелӗнчи калаҫӑвӗпе куллен 30-60 ҫын интересленнӗ.
Кӑҫалхи ҫул республикӑри тата унӑн тулашӗнчи педагогсем уйрӑмах 5-мӗш Интернет педканашӑн уйрӑмлӑхӗсемпе, интернетри «Чӑваш шкул ТВ» телевиденипе, уроксенче усӑ курмалли тӗрлӗ материалсемпе, ӗҫ программисемпе, педагогсемпе ачасем валли ирттерекен тӗрлӗрен конкурссемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех педагогсенчен нумайӑшне вӗренӳ кӗнекисен тытӑмӗ, ачасен пуплев тата ҫыру ӑсталӑхӗ чакни шухӑшлаттарать.
Педканашра ҫӗкленӗ ыйтусем тавра пуҫланӑ калаҫу аталансах пырать, вӗрентекенсен каламалли ҫителӗклӗ пулни те сисӗнет. Ҫавна шута илсе педканашӑн официаллӑ ӗҫне юпан 17-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ.
Чӑваш ҫӗрӗнче вӗренӳ заведенийӗсен шучӗ пурӗ пӗр пин ытла. Вӗсенчен ҫурри — вӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем. Професилле пӗлӳ паракансем 60 ытла, ҫав шутра пуҫламӑш професилле пӗлӳ паракансем 17, вӑтам — 27, аслӑ пӗлӳ паракансем — 26. 130 пине яхӑн шкул ачи вӗренет, 100 пине яхӑн студент ӑс пухать. 12 пин те 600 ача кӑҫал пӗрремӗш хут, пӗрремӗш класа кайӗ — пӗлӳ пухма пуҫлӗ.
Шкул ачисем, студентсем, вӗсене ӑс паракан вӗрентекенсем! Сире пурне те Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Эсир тӑрӑшса вӗреннине вӗрентекенсем тӗрӗс хак пама пултарччӑр!
Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ! Хисеплӗ ентешсем!
Пӗлӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуян кӗрекеллӗ кӗркуннен пӗрремӗш кунӗнче эпир ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пуҫлатпӑр. Шкул шӑнкӑравӗн янравлӑ сасси Чӑваш Енри пилӗк ҫӗр шкулти партӑсем хушшине ларакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр вӗренекене ырӑ сунса саламлӗ.
Шкула пуҫласа каякан ачасене — кӑҫал вӗсен хисепӗ вуникӗ пин те ултҫӗр пепке — уйрӑммӑн ырӑ сунса хӑварас тетӗп. Паян эсир аслӑ пӗлӳ тӗнчине кӗретӗр, хӑвӑршӑн ҫӗнӗ, шкул пулӑмӗсемпе пуян пурнӑҫ тапхӑрне пуҫлатӑр. Шкул ҫулӗсем сире ҫӗнӗ пӗлӳ парнелеччӗр тата тӗлӗнмелле тӗпчевсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарччӑр!
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра пӗлӳ тытӑмӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Шкултан вӗренсе тухакан ҫамрӑксен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ хӑйсен пӗлӗвне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче малалла туптать. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑру пурнӑҫ ҫулӗпе малалла ӑнӑҫлӑ утассине ҫирӗплетет.
Паян Чӑваш Ен яш-кӗрӗмӗ хӑйӗн ҫинчен экономикӑра та, политикӑра та, ӑслӑлӑхпа вӗренӳре те, сывлӑх сыхлавӗпе культурӑра тата спортра та тивӗҫлипе пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.