Шупашкар хулинче депутатсене халӑхпа курнӑҫмалли вырӑна палӑртнӑ. Ыйтӑва ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Йышӑну проектӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен халӑхпа курнӑҫмалли ятарлӑ вырӑнӗсене палӑртнӑ.
Проектра депутатсем «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацин архивӗн ҫурчӗ (вӑл Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 12-мӗш а ҫуртра вырнаҫнӑ) умӗнче тата асӑннӑ культура учрежденийӗн 55 ҫынлӑх кинозалӗнче курнӑҫма юранине асӑннӑ. Зала тӳлевсӗр парӗҫ. Анчах малтанласа ятарлӑ ирӗк илмелле. Йышӑну проектӗнче ҫав йӗркене те пӑхса хӑварнӑ.
Ытти районпа хулан, муниципалитетсен те кун пек вырӑнсене палӑртма ирӗк пур.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «элита» салонсен хуҫисемпе чӗрре кӗнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫак кунсенче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем маларах пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланӑ.
Вӑрттӑн-хӗрттӗн вырӑнсене килентерес ӗҫе пуҫарнисенчен хӑшӗ те пулин суд тенкелӗ ҫине ларасси пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков ҫапах та иккӗленет-мӗн.
Эротика массажӗ тӑвакан салона упӑшки иленни пирки депутат патне йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑм пӑшӑрханса пӗлтернӗ иккен. Депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, эротика массажӗ тунипех ҫырлахмаҫҫӗ вӗсенче ӗҫлекен чипер хӗрарӑмсем, укҫа тӳлесен ытти енпе те килентерме пултараҫҫӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Михеев, Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Игорь Анаков, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн градостроительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андрианов тата «АГУ» хысна предприятийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Ершов Кӑнтӑр урамра тума пуҫланӑ ҫурт строительствипе паллашнӑ.
Вӗсем ҫавна хӑпартакан «Алза» предприятире ӗслекенсемпе тата унта хӑйсен укҫине хывнисемпе тӗл пулса калаҫнӑ.
Маларах строрительсем Ҫӗнӗ ул валли ҫурта туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах каярах ку вӑхӑта вӗҫлеймессине систернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланине,вӗсен ҫилли «Алза» строительство компанине тарӑхнипе тулса ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Николаев текех район пуҫлӑхӗ мар. Хӑй унччен йышӑннӑ пуканран хӑтарма вӑл Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе ыйтса ҫырнӑ. Ӗнер Кӳкеҫре иртнӗ районти Депутасен пухӑвӗнче Андрей Николаев ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ку хыпара малтанласа вӑл тӑрӑхри «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӗҫрен каяссине, унта ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Николаев ҫемьери лару-тӑрупа, йыш хушӑннипе сӑлтавланӑ. Депутатсем пӗрлех ӗҫлес кӑмӑллине палӑртнӑ пулин те район пуҫлӑхӗ хӑйӗн йышӑнӑвне ҫирӗппӗнех палӑртнӑ.
Андрей Николаев 1983 ҫулта ҫуралнӑ, Мускаври автоҫул университетӗнче вӗреннӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ усламҫӑра ӗҫлет. Районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ хыҫҫӑн ӑна пухӑвӑн ертӳҫи — район пуҫлӑхӗ пулма суйланӑччӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ».
Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗ ларӑвӗнче ӗнер наркотик сутакансен яваплӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унта ҫар чаҫӗнче ҫак усала саракансене ҫирӗп явап тыттарасси пирки сӑмах пынӑ.
Документа маларах РФ Патшалӑх Думи иккӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче наркотик сутакансене Пуҫиле кодекспа явап тыттарса 12 ҫул таран хупса хурасшӑн.
Саккун проектне хатӗрленисенчен пӗри, РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Ирина Яровая, каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ объектсенче наркотик саракансене ҫирӗп явап тытарма унчченех йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче наркотик саракансен тӗлӗшпе саккуна хытармалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫар ҫыннисен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑ Ирина Яровая.
Паян, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри чи пуян ҫынсенчен пӗри Елена Бадаева Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Ҫапла майпа Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ республика умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗпе ырӑ кӑмӑллӑх юхӑмне хастар хутшӑннӑшӑн чи пысӑк наградӑна илнӗ.
Аса илтерер, унччен сумлӑ ҫак ята Андриян Николаев космонавт, Вера Кузьмина артистка, Геннадий Волков академик, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, «Ленинская искра» колхоз председателӗ Аркадий Айдак тата «Акконд» фабрикӑн тӗп директорӗ Валерий Павлов тивӗҫнӗччӗ.
Ҫитес кунсенче РФ Патшалӑх Думине хыснаҫӑсене темиҫе ӗҫпе тӑрҫашма чаракан саккун ҫитмелле. Кунта сӑмах, тӗпрен илсен, врачсене, вӗрентекенсене пырса тивет. Вӗсем пӗр ӗҫре темиҫе яваплӑха пурнӑҫлаҫҫӗ, анчах налук вӗсен пӗр вырӑнтан кӑна тата сахал тытӑнать имӗш. Ку вара тӗрӗс мар, экономикӑшӑн пайталлӑ мар-мӗн. Ҫапларах ӑнлантараҫҫӗ саккун проектне хатӗрленисем.
Документа РФ Патшалӑх Думине саккун кӑларакан ҫак органӑн Ӗҫлев, социаллӑ политика тата ветерансем енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ Сергей Вострецов ҫитермелле. Темиҫе ҫӗрте тӑрӑшнишӗн тӳличчен ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫленишӗн тӳлесен тӗрӗс тесе шухӑшлать депутат. Хыснаҫӑсен ӗҫ укҫин 60—70 проценчӗ — хушса тӳленӗ укҫа тесе калать иккен вӑл.
Ҫав вӑхӑтрах экспертсем ҫуршар ставкӑпа ӗҫлекенсем те кирлех, ку вакансие тулли ставкӑллисене памаллах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри чи паллӑ та сумлӑ юристсенчен пӗри, Юрий Кручинин, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫӗршыври партисенчен пӗрин пайташӗ пулса тӑнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Паллӑ юрист хӑйсен йышне кӗнине каярах Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. «Пытармастӑп. Юрий Сергеевич пирӗн йыша кӗме кӑмӑл тунинчен тӗлӗнтӗм. Кун пек пулӑмсем хаваслантараҫҫӗ паллах, малалла ӗҫлеме кӑмӑл хушаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Олег Николаев.
Аса илтерер, Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнӑччӗ, каярах вӑл «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци туса хунӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн XXVI конференцийӗ иртнӗ.
Унта партин регионти уйрӑмне ертсе пынӑ Николай Малов ку тивӗҫе пӑрахассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарьне, Николай Малова, РФ Патшалӑх Думинчи депутат мандатне панӑччӗ. Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ.
Шупашкарти эрнекунхи конференцие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тата унӑн пайташӗсене пысӑка хурса хакланӑ.
Конференцире Валерий Филимонова партин регионти уйрӑмне ертсе пыма шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.