
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Вӑл 14 ҫул тултарман ачасене халӑх тетелӗнче регистрациленме чарасшӑн.
Ку проект хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсене те, тӗнче тетелӗнче митинг пирки хыпар саракансене те пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче регистрациленнӗ чухне паспорт ыйтмалла. 14 ҫул тултарман ачасене регистрациленӗшӗн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле.
Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, халӑх тетелӗнче темиҫе страница уҫма ирӗк парсан та сайт хуҫине ҫак штрафах кӗтет. Регистрациленекен ҫын та 3-5 пин тенкӗ тӳлеме пултарать.
14 ҫул тултарнӑ ачасене те пырса тивет ку саккун. Вӗсен киревсӗр сӑмахсем ҫыракан сообществӑсенче тӑма юрамасть. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн 1,5-2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Саккун проектӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитнӗ ҫынсен вара ӗҫ вӑхӑтӗнче халӑх тетелӗнче ларма юрамасть. Саккуна йышӑнсан вӑл 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине тивӗҫтернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, ун чухне эпир вӑл тивӗҫе республикӑри ачасен омбудсменне Елена Сапаркинана шаннине асӑнманччӗ. Ку йышӑну этем правине хӳтӗлекен должноҫа ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ саккуна республикӑн парламенчӗн депутачӗсем иртнӗ эрнери сессире улшӑну кӗртсе хӑварнӑччӗ.
Юрий Кручинин «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова панӑ интервьюра ӗҫрен кайма тивнӗ шухӑша уҫҫӑнах палӑртнӑ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, этем правине хӳтӗлемелли самай. Малашне ҫавна вӑл малтанхиллех адвокат пулса пурнӑҫлӗ.

Ӗнер улттӑмӗш созыври Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗ иртрӗ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев регион Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. Отчет туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл депутатсен ыйтӑвӗсене яланхиллех хуравларӗ. «Чӑвашавтотранс» пирки те калаҫу пулчӗ.
Аса илтерер, «Чӑвашавтотранс» предприятири лару-тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫнӑ. Ыйту федераллӑ министрсем патне ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Правительство канашлӑвӗнче тепре сӳтсе явнӑччӗ. Унта парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑннине пӗлтернӗччӗ.
ЧР парламенчӗн ӗнерхи сессийӗнче «Чӑвашавтотранс» пирки сӑмах хускатнӑ май Михаил Игнатьев вӑл предприяти коммерци организацийӗ пулнине аса илтерчӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртрӗ Элтепер. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхрах пӗлтерчӗ. Чӑн та, паян иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине депутатсем пӑхса тухнӑ. Юрий Кручинин омбудсмен пуканне пушатас тесе ыйтни пирки депутатсем хайсен шухӑшне вӑрттӑн сасӑлавра палӑртнӑ.
Юрий Кручинин должноҫрен мӗншӗн каяс тенипе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫеҫ кӑсӑкланнӑ. Ҫынсен правине хӳтӗленӗ ҫын ку ыйтӑва татӑклӑнах тата уҫӑмлӑнах хуравламан, должноҫре ытла нумай лартӑм тесе каланӑ. Республика хыснинчен укҫа илекен должноҫри ҫын ирӗклӗн ӗҫлеме пултарайманнине те вӑл кӑштах палӑртнӑ.
Ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ хӑйӗн заявленине пӑхса тухиччен Юрий Кручинин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе доклад тунӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине бюджетран укҫа уйӑрни сая кайман. Энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине вӑл тӳлесе татнӑ — 6,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫа иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗ таран тата пуш уйӑхӗшӗн аванс евӗр саплаштарма кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнӗччӗ. Предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ.
Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ.
Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн депутачӗ судра явап тытнӑ. Судья ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Депутата патшалӑхшӑн 160 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ун чухне ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1 ҫул 8 уйӑх ларма юраман.
Хальхинче те депутат руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл каллех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсем электроэнергие виҫевлӗ парасси пирки уведомлени янӑччӗ.
Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнине те Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Сӑмаха тытас тесе Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ.
| АКА | 02 |

Пуш уйӑхӗн пиллӗкмӗш, юлашки эрнинче Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• «Ирӗклӗх» хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министрӗ патне ҫыру яни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Аксаковпа Николаев депутатсем камсемпе тӗл пулса калаҫни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Культура минстрӗн виҫҫӗмӗш ҫумӗ пулма кама лартнине пӗлме пултартӑр;
• Паян 85 ҫул тултарнӑ Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине менле медаль ҫакни пирки хыпарларӑмӑр;
• «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑҫал кама чыслани ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Чапаев палӑкӗ умне тухнӑ ҫынсене мӗншӗн тытса чарма пуҫланин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;
• Владимир Иванов педагогика университетне ертсе пырӗ-ши тесе пуҫа ватрӑмӑр;
• Нумай ачаллӑ ҫемьере 13-мӗш ача ҫут тӗнчене килни пирки хыпарларӑмӑр;
• Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫула тухакансен нушине транспорт министрӗ тӗрӗслени пирки пӗлме пултартӑр;
• Пуҫа алебастр ӑшне чиксен мӗн пулни пирки ҫырса кӑтартрӑмӑр.

Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов республикӑн Патшалӑх Канашне куҫассине, хулари «халӑх тарҫи» республика шайне ҫӗкленес шухӑшлине эпир маларах систернӗччӗ. Чӑн та, унӑн кандидатурине республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗнче ырланӑ. Константин Степанов чӑваш парламентӗнче вакантлӑ мандата кӑна мар, унти ӗҫ укҫиллӗ пукана та — вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн должноҫне — йышӑнасси пирки сӑмах ҫӳрет.
Анчах ҫак кунсенче тепӗр кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Либерал-демократсен партийӗн тепӗр пайташӗ, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Владислав Каширин, парти тытӑмӗнчи ҫак ҫӗнӗлӗхрен тӗлӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Степановшӑн сасӑлакансем сахалтарах пулнӑ. Мандата ҫавна кура валеҫмелле. Александр Белов журналиста вӑл лару-тӑрупа килӗшмесӗр суда ҫитес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ Константин Степанов кандидатурине парти ертӳҫисем сӗннине пӗлтернӗ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта пулса иртнӗччӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Шлепнев Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура ҫирӗплетсе Шупашкарӑн Мускав район судне ярса панӑ. Юрий Шлепнев ҫынна ятарласа ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Депутат хай айӑпне йышӑнман, сывлӑха сиен кӳнипе те килӗшмен. Анчах ҫав каҫ «Товарищ» (чӑв. Юлташ) кафере пулнисем пӑтӑрмаха хайсен куҫӗпе курнӑ та, «халӑх тарҫи» темле тунсан та тӗпчевҫӗсем ӗненмен.
