Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кино

Шупашкарта иртекен халӑхсем хушшинчи VI фестиваль кӑҫал ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланса 25-мӗшччен иртет. Чӑваш Республикин тӗп хули 30 режиссёра, продюссерсене, Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври актёрсене хӑнана кӗтет. Кинофестивале Дмитрий Астрахан режиссёр, Виктор Мержко сценарҫӑ, Анатолий Кот актёр тата Александр Прошкин кинорежиссёр хутшӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ.

Паянхи куна конкурс репертуарӗнче 12 кино. Аса илтерер, асӑннӑ фестиваль пуҫлӑхӗ — паллӑ кинорежиссер Карен Шахназаров, программӑн директорӗ — Сергей Лаврентьев кино тӗпчевҫи.

Пӗлтерхи ҫулсем пекех кӑҫал та кино курма кӑмӑл тӑвакансене кинотеатра тӳллевсӗр кӗртӗҫ.

 

Юрий Спиридонов режиссёр
Юрий Спиридонов режиссёр

Пысӑк ҫынра пурте пысӑк пулмалла теҫҫӗ: туйӑмӗсем те, шухӑшӗсем те, ӗмӗчӗсем те, тӗллевӗсем те, ӗҫӗсем те — пурте-пурте. Юрий Спиридонов тӗлӗшпе илес пулсан ҫак каларӑш 100 проценчӗпех тӳрре тухать. Вӑл кӗлеткипе те боевиксенчи хӑватлӑ та харсӑр киносӑнара аса илтерет, ӗҫӗсемпе те тахҫанах палӑрнӑ. Юрий Николаевич пуҫӑнакан ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, пахалӑхӗ, курӑмлӑхӗ пирки иккӗленмелле мар, тӑвас ӗҫе вӑл тӗплӗ те ӑмсанмалла лайӑх тума хӑнӑхнӑ. Ю. Спиридоновӑн ҫынна пулӑшасси малти вырӑнта тӑрать: ачасене, уйрӑмах «йывӑр» теме хӑнӑхнисене, спортсменсене, чӑваш культурин ӗҫченӗсене тӗрек парсах тӑрать вӑл.

Юлашки ҫулсенче Ю.Спиридоновӑн пурнӑҫӗнче кино пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах вӑл каскадер пек Раҫҫей телевиденийӗнчи паллӑ «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ӳкерӗннӗ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерӗ — Андрей Голубев), «Человек войны» (Раҫҫей, режиссерӗ — Алексей Муратов) сериалсенче тӗп рольсенче пӗрне калӑпланӑ. «Белорусфильм» (режиссерӗ — Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллӗ «Путь доброты» фильм та ӳкернӗ, унта Юрий Николаевич тӗп роле вылянӑ.

Малалла...

 

АВН
01

Рия
 Аçтахар Плотников | 01.09.2010 12:57 |

DVD хуплашки
DVD хуплашки

Тин кӑнаҫ лавккасене Ева Лисинӑн «Рия» новелли тӑрӑх ӳкернӗ илемлӗ фильм сутлӑха ҫитрӗ. Вӑрӑмӑшӗ — 90 минут.

«Ку истори кирек кампа та, кирек ӑҫта та пулса иртме пултарнӑ, пултарать те... Пурнӑҫра ытти яланах ҫӗнтерет. Анчах та чӑн туйӑм хуҫалансан, ӗмерсем хушши пӗр-пӗрин патнелле туртӑннӑ чунсем пӗрле пулма Турӑ кӗнекинче ҫырнӑ пулсан, — вӗсем пӗрле пулаҫҫех. Арҫенпе Рия юратӑвӗ те шӑпах ҫавӑн пекки...» — пӗлтерет DVD хуплашки.

Тӗп роле Наталья Шамбулина вылять. Ҫавӑн пекех илемлӗ фильмра Типшӗм Сашук, Ион Шеремет, Светлана Васильева, Ирина Архипова, Васильий Павлов, Ольга Ухтерикова, Петр Ермолаев, Лидия Красова, Александр Степанов ӳкерӗннӗ. Режиссерӗ тата сценари ҫыраканӗ — Вячеслав Оринов.

«Фильм тӗпрен илсен лайӑх пулса тухнӑ. Типшӗм Сашук юррисем самай пуянлатаҫҫӗ, пӑхса ларма кӑмӑллӑ. Паллах оператор ӗҫӗ тата монтаж аванрах пулмалла. Тата сасӑ яланхи пекех вылять. Пирӗн куракан ҫак ҫитменлӗхсене каҫарать, паллах...

...Мана ку фильм пурпӗрех савӑнтарчӗ.

Малалла...

 

НАР
06

Кино куравӗ
 Карссем | 06.02.2008 19:13 |

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» илемлӗ фильм куравӗ пулать. Кино кӑларма Анат тата Тури Ачаксем хастар хутшӑннӑ, артистсене кӗпе тумтирсем тупса панӑ, хӑйсем те эпизодла рольсенче вылянӑ. Халӗ кино ӳкерекенсем ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫакӑ куракансен сӗнӗвӗсене тата вӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илме, малашне халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен киносем кӑларма пулӑшӗ.

 

ҪУ
17

Кино тухать
 Karssem Т | 17.05.2007 11:19 |

Николай Сидоров драматург чӑваш театрне «Тӑлӑха хӑварса» кино ӳкерес ӗҫе кӳлӗннӗ. «Аксар» студи Сидоров сценарийӗ тӑрӑх «Кивҫен илнӗ пурнӑҫ» ятлӑ илемлӗ фильм ӳкерсе пӗтерчӗ. Рольсенче ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Полина Чамжаева, Александр Пӑртта, Ольга Михайлова, Дмитрий Михайлов, Валентина Сурикова, вырӑс драма театрӗн директорӗ Валерий Лукьянов, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Александр Яковлев тата ыттисем выляҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ