
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче пулнӑ.
Зоя Яковлева режиссер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗр 15-20 ҫул каялла Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑх телерадиокомпанийӗн Чӑваш енри филиалӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗр шухӑшлӑ пулса вӑтӑра яхӑн илемлӗ фильм ӳкернӗ». Ун чухнехи тапхӑра Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем халӗ ылтӑн вӑхӑт тесе аса илеҫҫӗ тесе пӗлтерет Зоя Яковлева.
«Пушмак пӑру мыскари» фильма ӳкернӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑра ӳкернӗ. Ку вӑл 2003-мӗш ҫулта пулнӑ. Ун чухне чӑваш телевиденийӗнче тӑрӑшнӑ Валерий Иовлев режиссер, Сергей Мышев оператор тата Зоя Яковлева режиссер Ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Вячеслав Ориновпа Н. Сидоровӑн камитне кино пек ӳкерме шутлан. Фильмӑн директорӗ пулма Валерий Лукьянов артист килӗшнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫав яла ҫитсе «артистсем ял урамӗсем тӑрӑх утса асра юлнӑ тӗлӗнмелле самантсене» аса илнӗ.
«Кӗтӳҫ рольне вылянӑ Валерий Лукьяновӑн ашшӗ Николай Федорович та мӑшӑрӗпе Елизавета Петровнӑпа халӗ ял масарӗнче канлӗх тупнӑ… Артистсем вӗсен вилтӑпри ҫине кайса килчӗҫ, асӑнса ҫирӗҫ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.

Куславккара тата Куславкка районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнине халалланӑ фильм ӳкерме пуҫланӑ.
Асӑннӑ муниципалитета кӗрекен Кармӑш ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма Ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне ҫирӗплетме тата спорта аталантарма пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх фончӗ пулӑшать. Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗ те ҫак ӗҫе хутшӑнать. Кинокартинӑна ӳкерет.
Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ӗҫе ҫутакан фильмра СССР халӑх артистки, Раҫҫей наци театрӗн «Ылтӑн маска» премине тивӗҫнӗ Вера Кузьмина та ӳкерӗнет. Сӑмах май ҫакна та палӑртар: чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать. Юбилея театрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявласшӑн.

Хӗрлӗ Чутайӗнчи культура ҫуртӗнче кинозал тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. Район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вырӑнти «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ӗҫ валли 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Хальхи вӑхӑтаилсен Хусанти подряд организацийӗ кинозала 15 колонка килсе вырнаҫтарнӑ. Залта пысӑк экран пулӗ, ӑна валли кӑшкарне хатӗрленӗ. Ҫитес вӑхӑтра 350 ҫӗнӗ кресло вырнаҫтарӗҫ. Унччен залта пулнӑ пукансене ялсенчи культура ҫурчӗсене парӗҫ.
Икӗ миллион тенкӗ тӑракан кинопроектор вырнаҫтарма ятарлӑ пӳлӗм хатӗрленӗ, ӑна культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем юсанӑ. Ҫавӑн пекех билетсем сутмалли хальхи йышши оборудованиллӗ пӳлӗм те пулӗ.
Ҫӗнӗ кинозалта пӗрремӗш фильма кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен кӑтартмалла. Александр самсонов шухӑшланӑ тарӑх, ӗҫе иртерех вӗҫлесе ҫурла уйӑхенчех кӑтартма пуҫласшӑн.

Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн пӗчӗк залӗнче Елена Рябцеван «Юман» фильмне кӑтартрӗҫ. Шупашкарта иртекен пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ тӑрӑх пӗлекен ҫак авторӑн черетлӗ ӗҫӗпе паллашма СССР халӑх артистки Вера Кузьмина таранах пуҫтарӑннӑ. Чӑваш тӗнчин ытти паллӑ ҫыннисем те, тӑван халӑхӑмӑрӑн киноӳнерне хаклакан куракан та йышлӑччӗ. «Ҫамрӑксен ҫӗнӗлле шухӑшлавӗпе паллашма тесех килтӗм», — терӗ ҫак йӗркесен авторне, сӑмахран, Надежда Осипова журналист.
Фильмра чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсем тата Мускаври артистсем ӳкерӗннине эпир малтан пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер вӗсенчен хӑшӗсемпе: Иосиф Дмитриев-Трерпа, Нина Яковлевӑпа, Вероника Айхипе — тӗл пулма май килчӗ.
Тепрехинче «Юмана» Мускавра кӑтартӗҫ.

Елена Рябцева режиссерӑн нумай пулмасть ҫеҫ хатӗрлесе ҫитернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильмӗ Шупашкара килӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи (унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр) кинозалта 18 сехетре кӑтартӗҫ.
Драмӑпа паллашнипе пӗрлех ҫӗнӗ ӗҫе епле ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Кун пирки Елена Рябцева Фейсбукра хыпарланӑ. Фильмра ӳкерӗннӗ Нина Яковлевӑпа тата Иосиф Дмитриевпа пуплеме те май килӗ.
Елена Рябцева Хусанти «Время кино» (чӑв. Кино вӑхӑчӗ) форума тата унти Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн Ҫамрӑксен центрне тав тунине пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесе шӑпах пӗлтӗрхи ҫав форумра проект пӗрремӗш вырӑн йышӑнса хӑйне валли ҫул уҫнӑ-ҫке. «Русская Фильм Группа» (чӑв. Вырӑс фильм ушкӑнӗ) корпорацие те режиссер тав тӑвать.

Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ.
Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла.
Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ.

РФ Культура министерстви кинотеатра ҫӳрекенсем валли йышӑну тӑвасшӑн. Ҫавна май кинотеатрсенчи тата театрсенчи кассирсемпе билетерсем килекенсенчен паспорт ыйтма пултараҫҫӗ.
Ведомство ҫакна мӗн тӗллевпе тӑвасшӑн-ха? Ку ачасемпе ҫамрӑксене сиенлӗ информацирен хӑтарма пулӑшать.
Документ ача-пӑча сеансӗ пуҫланиччен «18+» паллӑпа палӑртнӑ фильмсен трейлерӗсене (унта ҫапӑҫни, пирус туртни, эрех-сӑра ӗҫни, наркотик тутанни, усал сӑмахсемпе перкелешни пур пулсан) кӑтартма чарать. Кун пирки iz.ru портал пӗлтерет. Кинона чӑнах та паспортпа кӗртме пуҫлӗҫ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар.

Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата «Чӑвашкино» киностуди Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне пуҫарнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштаракан фильмсем ӳкерме палӑртать.
Ӗҫе пуҫӑниччен кинематографистсем тата «Чӑвашкино» киностуди халӑхпа канашласшӑн. Ара пӗр ӑс аван-ха, йышпа пухӑнса калаҫсан, сӳтсе явсан тата лайӑхрах-ҫке. Апла пулсан пурин те калаҫӑва хутшӑнма май пур.
Сӗнӳсене Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ҫак адреспа йышӑнать: 428027, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 12-мӗш А ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8-927-667-93-23. Электрон пуштӑ —
soyuzcinemachuv@gmail.com.

Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть «Лаборатори» ятпа кино тата театр студийӗ уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи фестивальсен лауреачӗ, кино тата театр режиссерӗ Марат Никитин актер, режиссер ӑсталӑхӗн курсӗсене тӳлевсӗрех вӗрентӗ. Каласа хӑвармалла, Марат Никитинӑн фильмӗсене хамӑр патра иртекен кинофестивальсенче те куракансем хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.
Хайхи вӗренӗве 14 ҫултан аслӑрах ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта вӗсене пултаруллӑ режиссер актер ӑсталӑхне вӗрентӗ, сцена ҫинче хӑйсене тытма, кино сценарийӗ ҫырма, фильм ӳкерме хӑнӑхтарӗ.
«Ку кӑна та мар, пирӗн студире киноклуб та ӗҫлӗ. Унта эпир пӗрле пухӑнса илемлӗ тата документлӑ фильмсем пӑхӑпӑр, вӗсене пӗрле сӳтсе явӑпӑр», — каласа кӑтартнӑ студи ертӳҫи Марат Никитин.

Кино фончӗ 500 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе хуласенчи кинотеатрсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурс кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен иртнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура ҫурчӗ те каялла тавӑрса памалла мар субсидие илме тивӗҫ учрежденисен йышне лекнӗ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, халӗ те ял-салари культура учрежденийӗсене 5 миллион тенкӗ таран парса пулӑшаҫҫӗ. Анчах ҫав кинозалсенче кайран хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене 50 процент таран кӑтартмалла.
Палӑртса хӑварар, 2015 тата 2016 ҫулсенче Кино фончӗ ял-салари тата пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсене цифра оборудованийӗпе тивӗҫтерме, залсене ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енри 12 учреждени пӗтӗмпе 60 миллион тенкелӗх субсиди илнӗ, унпа усӑ курнӑ.
