
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Этелек ялӗнче чӑваш халӑх ташшин облаҫри конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Пушкӑрт Республикин халӑх артистне Н.И. Осипова халалласа йӗркеленӗ.
Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче иртнӗ ҫак уява Похвиҫнӗ, Клевлӗ, Шунтал тата Чаллӑпуҫ районӗсенчи 18 ушкӑн хутшӑннӑ. Самар тата Шупашкар хулисенчен уйрӑм юрӑҫсем килнӗ. Пурӗ 70 ытла ҫын хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Конкурса чӑвашсен «Пехил» обществи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ тата администраци пулӑшнипе ирттернӗ. Хутшӑннӑ пур ҫынна та дипломсемпе призсем панӑ. Шунтал районӗнчи «Зорюшка» ансамбль пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Транспортпа пулӑшнӑшӑн Шунтал районӗн администрацине тата «Пехил» обществӑн ертӳҫине О.Н. Зиновьевана тав тунӑ.

Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Автоледи 2026» конкурс иртӗ.
Хӗрарӑм водительсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑхра ӑмӑртӗҫ, чи маттуррисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех шоу-программа пулӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене часрах памалла – вырӑн питех нумай мар.
Сӑмах май, пӗлтӗр 30 хӗрарӑмран 12-шӗ ҫеҫ финала лекнӗ. Ун чухне пӗрремӗш вырӑна Екатерина Матвеева йышӑннӑ. Иккӗмӗш Марина Васильева пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Анастасия Чинаевӑпа Екатерина Ятрушева пайланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем актер тата режиссер ӗҫӗсен «Ҫутӑ ӗмӗт» республикӑри фестиваль‑конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Фестивале Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна «Нас бьют, мы летаем» постановкӑпа Антонина Казеева тухнӑ. «Юратуран вӑйли ҫук» композиципе Галина Кузнецова иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Куракансем кӑмӑлланӑ номинаци те пулнӑ. Кунта Григорий Петрова «Встреча» этюдшӑн (унта культура колледжӗн студенчӗсем Дарья Рябова тата Андрей Краснов вылянӑ) палӑрнӑ.
Театр «хӑюлӑхшӑн, пултарулӑхри шыравшӑн, фестивле хутшӑннӑшӑн» Алексей Александров, Никита Ильин тата Анастасия Емельянова ҫамрӑк артистсене те тав тӑвать.

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрак юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.
Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ.

Шупашкарта мучисемпе кинемейсем юрӑ шӑрантарӗҫ. Хӑйсем ҫеҫ мар, мӑнукӗсемпе.
Шупашкар хулинчи Ветерансен канашӗ кӑҫал та «Две звезды: дедушка/бабушка и внук/внучка — 2026» (чӑв. Икӗ ҫӑлтӑр: асатте-кукаҫи/асанне-куками тата мӑнук) пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал Валентина Телей йӗркелесе пырӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшать, кунсӑр пуҫне вӑл — маларах асӑннӑ канашӑн культура комитечӗн председателӗ те.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене sura.7070@bk.ru электрон почтӑпа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 927 667‑33‑14 (Валентина Владимировна).
Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче республикӑри профӑсталӑх конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулти математика учителӗ Татьяна Тарасова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑк воспитателӗ» – Муркаш округӗнчи 3-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Ольга Петрова.
«Чи лайӑх учитель-дефектолог» – Шупашкарти 2-мӗш ача пахчинчи Анастасия Яковлева.«Чи лайӑх тьютор» – Шупашкарти 5-мӗш гимназири Марина Аржанцева. «Тӑван чӗлхен чи лайӑх вӗрентекенӗ» – Шупашкарти 62-мӗш шкулти Роза Морозова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи Юрий Ярадаев мала тухнӑ.
«Чи лайӑх методист» – Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнчи Елена Бойкова. «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх педагог» – Шупашкарти 2-мӗш шкулти Максим Романов.

Чӑваш Ен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Хальхинче конкурсра Шупашкар округӗнче Карачура лесничествинче ӳсекен Киремет-юман тупӑшать.
Юман — Кӑшавӑш ялӗнчен инҫех мар. Вӑл 300 ҫула яхӑн ӳсет. Ҫӳллӗшӗ – 30 метр. Унӑн пӗлтерӗшӗ те хӑйне евӗр: хӑв вӑхӑтӗнче унта чӑвашсем йӑла-йӗрке туса ирттернӗ, вӑл вӗсемшӗн сӑваплӑ йывӑҫ шутланнӑ.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш юманӗшӗн сасӑлас тесен rosdrevo.ru сайта кӗрсе 73-мӗш номере тупмалла.
Аса илтерер: 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи 327 ҫулти юман ҫӗнтернӗ, уншӑн 21571 ҫын сасӑланӑ.

«Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркелекен «Поэзи баттлӗ» паян 6-мӗш хут иртнӗ. Кун пирки хаҫат халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
Кӑҫал конкурса «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи Николай Никольский ҫуралнӑранпа 148 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 14 ҫын хутшӑннӑ: аслисем те, ачасем те.
Ҫивӗч кӗрешӳре ҫӗнтерӳҫӗ ятне Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Наталия Ильметова тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енри 5 ҫемье «Это у нас семейное» ҫӗршыври конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Вӗсене Ӗпхӳре палӑртнӑ.
Сумлӑ йыша ҫаксем кӗнӗ: Рыжовсем‑Квасовсем, Федоровсем‑Столяренкосем‑Рассказовсем, Пермяковсем, Рахминсем, Митрофановсем‑Федотовсем.
Ҫемье командисем хӑйсем епле пурӑннипе, мӗнпе кӑсӑкланнипе тата мӗне курса савӑннипе паллаштарнӑ. Телейлӗ кашни ҫемьен пӗр пеклӗхӗ — ҫемьере «эп» тенине мала хуманни, «эпир» тенине мала кӑларни. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗрне пӗри хисеплеҫҫӗ, ватти те, вӗтти те кун пек ҫемьере хисеплӗ те сумлӑ.
Финала тухма пултарнӑ ҫемьесен конкурсӑн финалне хутшӑнмалла. Вӑл утӑ уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.

«Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗн Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк ҫыравҫӑсене «Кӗмӗл калем» конкурса хутшӑнма йыхравлать.
Унта 18-35 ҫулсенчи авторсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑвашла е вырӑсла ҫырнӑ хайлавсене ҫак номинацисемпе палӑртӗҫ: илемлӗ проза; документлӑ проза; поэзи; комикс.
Хальччен ниҫта та пичетленмен хайлавсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен памалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗнче чыслӗҫ, дипломпа тата парнесемпе хавхалантарӗҫ, кунсӑр пуҫне Чӑваш кӗнеке издательствинче стажировка тухма пултарӗҫ. Ку кӑна мар, пӗр автор гран-прие тивӗҫӗ, ӑна 50 000 тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Мала тухнӑ авторсен ӗҫӗсем тата жюри пайташӗсем палӑртнӑ хайлавсем «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» сборника кӗрӗҫ.
Конкурс йӗркипе тӗплӗнрех Чӑваш кӗнеке издательствин, «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗн сайчӗсенче паллашма пулать.
