Шупашкарти 33-мӗш шкулта 9 класра вӗренекен Максим Козлов Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Талпӑнуллӑ ҫак яшӑн ертӳҫи – чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Ирина Диарова.
Ирина Алексеевна вӗренекенӗ «Венна пуканӗсем чӑваш ялӗнче»
хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗпе жюри членӗсене ҫеҫ мар, итлекенсене те тӗлӗнтернӗ.
Сӑмах май каласан, Ирина Диаровӑпа унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, хастар Максим, ытти конкурсра та палӑрать.
Елчӗк округӗнче «Елчӗк ен пики» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта 6 пике хутшӑннӑ.
«Елчӗк ен пики» ята Елчӗкри Елизавета Молодова ҫӗнсе илнӗ.
«Вице-Елчӗк пики» номинацире Виктория Романова мала тухнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Дарья Мулгачева,«Сӑпайлӑ пике» – Дарья Антонова, «Илӗртӳллӗ пике» – Юлиана Петрова, «Пултаруллӑ пике» Виктория Спиридонова пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енре «Туризм индустрийӗнче – чи лайӑххи» пӗрремӗш конкурса пӗтемлетнӗ. Вӗсен йышӗнче Вӑрмар округӗнчи Татьяна Миронова та пур.
Татьяна чи лайӑх экскурсовод ятне тивӗҫнӗ. Вӑл республикӑра кӑсӑклӑ экскурсисем ирттернӗшӗн ҫакна тивӗҫнӗ.
Чи лайӑх туроператор «Каури» тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Вӑл шкул туризмне аталантарать. Чи лайӑх отельер – Лариса Николаева.
Шупашкарти Оксана (Ксения) Фёдорова Пӗтӗм Раҫҫейри «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш эрешӗ) конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Геннадий Иванов-Орков искусствовед пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ ал ӑсти хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлать.
Канаш округӗнчи участковӑй Сергей Ипатьев республика шайӗнчи «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерсе Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Вӑл 954 сасӑ пухса 47-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Белгород облаҫӗнчи Сергей Наумов участковӑй тухнӑ.
Сергей Ипатьева вара, республика шайӗнче 4 хут ҫӗнтернӗскере, кӗҫех ҫӗнӗ служба машини – «Нива Тревел» – парӗҫ.
«Россеть Атӑл» – «Чӑвашэнерго» 35 кВ-ран пысӑкранх подстанцисен ӗҫне тишкернӗ. Предприятин Кӑнтӑр производство уйрӑмӗн Тӑвайри подстанцийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Первомайская» тата Улатарти подстанцисем йышӑннӑ.
Тӑвайри подстанци 4,3 пине яхӑн ҫынна ҫутӑпа тивӗҫтерсе тӑрать.
Регионсен хушшинчи «Танцы с ДЕТKIDS» ача-пӑча конкурс фестивалӗнче Етӗрнери «Жемчужинка» ушкӑн 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳсӗм категорийӗнче ҫӗнтернӗ.
Пирӗн ентешсем «Халӑх ташши» номинацире тупӑшнӑ, куракансене «Раҫҫей – Ҫӗр-аннемӗр» номерпе паллаштарнӑ. Палӑртмалла: ушкӑн ертӳҫи – Ирина Богданова. Ушкӑн 10 ҫул ытла каялла Етӗрнери ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче йӗркеленнӗ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра вӗренекен Валентина Алексеева Мексикӑра иртекен илем конкурсне хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ирхине кӑтартусем паллӑ пулнӑ.
Пирӗн ентеш малтан топ-30 йыша кӗнӗ, унтан - топ-12 йыша. Анчах топ-5 йыша Валентина лекеймен. Унта Чили, Перу, Венесуэла, Дани тата Пуэрто Рико пикисем кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Дани хӗрӗ Виктория Кьер тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: конкурса тӗнчери 130 пике хутшӑннӑ.
«Раҫҫей мисӗ», Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Валентина Алексеева, хальхи вӑхӑтра Мексикӑра Раҫҫей чысне хӳтӗлет.
Шупашкарта ҫуралнӑ хӗр Мексикӑна 6 чӑматан парне илсе кайнӑ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене толстовка парнеленӗ. Ун ҫинче – чӑваш эрешӗллӗ вырӑс матрюшки. Ун ҫинчех Анне палӑкӗ курӑнать.
Илем конкурсне хутшӑнӑкансем Валентинӑн парнисене хаваспах йышӑннӑ.
Чӑваш Ен хӗрӗ Мексикӑра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Валентина Алексеева тӗнчери илем конкурсне хутшӑннӑ. «Мисс Вселенная» (чӑв. Тӗнче мисӗ) конкурсра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Питӗрти дизайнер хатӗрлесе панӑ платье ҫав каҫ хичӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки хӗр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |