Чӑваш Енри темиҫе артистпа преподавателе, художникпа композитора патшалӑх стипендине пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӑслӑлӑхра, литературӑра тата ӳнерте тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн уйӑракан патшалӑх стипенди республикӑри 14 ҫынна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Вячеслав Александров тата Петр Садовников; Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Борис Кукин; Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Михаил Мокшанов; Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ) Любовь Ильина; Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров; Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Назыр Гараев; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин преподавателӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Валерий Григорьев; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин профессорӗ, экономика наукисен кандидачӗ Иван Данилов; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин заведующийӗ Евгений Егоров; И.
Тутарстанри Аксура чӑвашсен Уявне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑннӑ тӗрлӗ фольклор коллективӗпе пултарулӑх ушкӑнӗнчен пӗри — Николай Полоруссов-Шелепи ялӗнчи фольклор коллективӗ.
Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатра ӗҫлекен Елена Алексеева журналист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнне, сӑмах май, Еленӑн амӑшӗ Валентина Селиванова (вӑл фельдшерта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ) та ҫӳрет. Фольклор коллективӗ учительсенчен, библиотекарьпе пенсионерсенчен, кил хуҫи арӑмӗсенчен тӑрать иккен. Ушкӑн ертӳҫи — маларах асӑннӑ ял клубӗн ертӳҫи, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Андреева (Левукова). Ҫамрӑксен «Шурӑ ҫӑл» ушкӑнне 10 ҫын ҫӳрет, аслисен «Хамӑр ял» ушкӑнне — 7-ӗн, ҫав шутра — 3 арҫын.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхӗнчен пӗри — фольклор. Ӑна кӗнекене пухса кӑларни вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл манӑҫа тухассинчен асӑрханма май парать.
«Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» (Чувашское народное творчество) ярӑм — шӑпах ҫавӑн пек сумлӑ ӗҫсенчен пӗри. Ӑна пухса кӑларакансем чӑваш халӑхӗн пуянлӑхне ытти наци хушшинче те сарас тӗллевлӗ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ фольклора икӗ чӗлхепе 40 томпа кӑларма йышӑннӑ.
«Паттӑр юмахӗсем. Богатырские сказки» кӗнекене пухаканӗ – Н.Г. Ильина, редакторӗ – А.Г. Майорова, ӑслӑлӑх редакторӗ – Г.А. Николаев.
Вулакансем ҫӗнӗ кӑларӑма юратса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑвашла пӗлменнисене те кӑсӑклантармалла. Юмахсене оригинала ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) акци иртӗ. Юлашки ҫулсенче йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие пирӗн республика та хутшӑнать.
Хӑш кинона пӑхассине халӑхпа татса парасшӑн. Списокри кирек мӗнле фильма та суйлама пулать. Анчах вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫӗнтерӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.
«Кино каҫне» пирӗн республикӑра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви «Чӑвашкино» киностудипе пӗрле ирттерӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри кинотеатрсем, культура керменӗсем, музейсем, вулавӑшсем те акцие хутшӑнӗҫ. Кино юратакансем валли лекцисем, концертсем, экскурсисем пулӗҫ. Тата, паллах, кино кӑтартӗҫ. Килӗшекен кинона суйлас тесен ҫак каҫӑпа иртмелле. Унта стрелкӑпа кӑтартнӑ тӗле пусмалла.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.
Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.
Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.
Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри пррфессионал писательсен пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа кӗнеке кӑларнӑ. Ҫакӑн пирки Светлана Гордеева (союзра вӑл — вырӑс поэзийӗн секцийӗн ертӳҫи) пӗлтернӗ.
«Признаюсь в любви к Чебоксарам» (чӑв. Шупашкара юратнине пӗлтеретӗп) сӑвӑсен пуххине вырӑсла ҫыракан 21 авторӑн 41 сӑвви кӗнӗ. Йышра литература метрӗсем те, ҫамрӑк авторсем те пуррине палӑртнӑ Светлана Гордеева. Шупашкара юратнине сӑвӑ урлӑ систернисен йышӗнче, тӗслӗхрен, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Виктор Овчаров, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Нина Пӑрчӑкан, Владимир Мишшан, Владимир Терентьев, Светлана Березкина, Людмила Исаева тата ыттисем. Чӑваш халӑх поэчӗ Анатолий Кипеч Шупашкара шур ҫунатлӑ акӑшпа танлаштарнӑ.
Кӗнеке «Freepoetry» издательствӑра пичетленнӗ. Ӑна Игорь Улангин художник илемлетнӗ.
Кӗнекене пичетлеме пулӑшнӑшӑн ҫыравҫӑсем «Комплекс» стррйфирма ертӳҫине Валерий Гордеева тав тӑваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫулсерен иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале халех хатӗрленме тытӑннӑ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу кӑларнӑ та ӗнтӗ. Мероприятишӗн явапли тесе республикӑн Министрсен Кабинетне ҫирӗплетнӗ.
Кинофестивале кинематографие аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприяти килес ҫул ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче пулӗ.
Кӑҫал кинофестиваль, аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Вӑл 12-мӗш хут иртрӗ. Унта сумлӑ хӑнасем йышлӑн килчӗҫ. Сӑмахран, Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Пашутин, совет тата Раҫҫей кинорежиссерӗ тата сценарисчӗ, ачасен «Ералаш» киножурнал илемлӗх ертӳҫи Борис Грачевский, Франци актерӗ Биби Насер тата ыттисем.
Якут Республикинче пурӑнакан чӑван юнӗллӗ хӗрарӑм «Леди Евразии» (чӑв. Евразири чипер хӗрарӑм) конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ольга Симонова ун пек ӑмӑртусене унччен те хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вӑл хитре хӗрарӑмсен ҫӗршыври илем конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Якут Республикинче «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) конкурсра мала тухнӑ.
Ольга — икӗ ача амӑшӗ. Никита ывӑлӗ кӑҫал шкул пӗтернӗ. Лайӑх вӗреннӗшӗн Алдан (ҫемье унта пурӑнать) хула мэрӗ ӑна Хисеп грамотипе тата ылтӑн парнепе хавхалантарнӑ. Ашшӗ-амӑшне вара маттур ывӑлшӑн Тав хучӗ лекнӗ. Ҫемьери хӗр, Злата, хальлӗхе пӗчӗкрех-ха.
«Евразири чипер хӗрарӑм» конкурсӑн финалӗ Алтай Республикин Наци театрӗнче иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне Ольга хӑйӗн дизайнӗпе ҫӗленӗ чӑваш кӗпипе тухнӑ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Дмитрий Самаренкин «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Капла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дмитрий Самаренкин — «Казанский маслоэкстракционный комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ертӳҫи. Чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче суйланӑ. Дмитрий Самаренкинӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Элтеперпе Дмитрий Самаренкин тӗл пулнӑ. Ун чухне енсем «Канаш Агро» агрофирмӑна (унӑн учредителӗ — эпир маларах асӑннӑ Хусанти агрохолдинг) аталантарас тата Тутарстанра пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Унта, сӑмах май, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ. Уяв ыран иртӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Чап-чап уйӑхӗ» ят панӑскере Александр Григорьевӑн, Трофим Иванов-Таҫукӑн тата Юрий Терентьевӑн тата Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилован кулӑшла калавӗсем кӗнӗ. Вӗсене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ — Галина Антонова, ӳнерҫи — Петр Сергеев.
Галина Антонова кӗнекери хайлавсенчен пӗрин сӑнарне уҫса панипе паллашма кӑсӑклӑ: «Санькка авланни эрне ҫитет. Хӑй юратнӑ хӗре качча илнӗ упӑшкана мӗн кирлӗ? Тӗрӗс, чап-чап уйӑхӗ кирлӗ. Ирӗксӗр качча панӑ Роза вара, пирӗшти пек хитрескер, упӑшка шутланакан Саньккана ҫывӑха та ямасть. Кӑнтӑрла вӑл мӑшӑрӗн йӑмӑкӗсенчен шит те уйрӑлмасть, ҫывӑрма вӑхӑт ҫитсен ҫав тери ӗнентерӳллӗ сӑлтавсем тупать: «Эп ҫук ҫын та, ыйткалакан та мар. Пӗрремӗш хут упӑшка ҫумне выртма мана хам алӑпа тӗрленӗ аялти кӗпе, хам туса хатӗрленӗ тӳшек-минтер кирлӗ», _ тет те ҫывӑрма Саньккан йӑмӑкӗ ҫумне кӗрсе выртать. Кашни кунах пӗр юрӑ ҫамрӑк арӑмӑн: «Тӑван яла кайса хамӑн япаласене илсе килмелле». Саньккан ирӗксӗрех хӗр тупри илме кайма тивет. Арҫын ҫул ҫинче арӑмӗпе иккӗшӗ кӑна юласса ӗмӗтленет, вырман ыраш анинче те пулин Розӑна ыталаса курасса шанать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.