Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 14—24-мӗшӗсенче Чӑваш кӗввин фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра, аса илтерер, чӑваш композиторӗсен кӗввисемпе лартнӑ спектакльсене кӑтартаҫҫӗ.
Халӑх ӗнер театра Федор Васильевӑн «Сарпике» балетне курма пуҫтарӑннӑ. Чӑвашсен пӗрремӗш балетне 1970 ҫулта лартнӑ. Ӗнерхи спектакле «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ертӳҫи Алпарух (Александр) Блинов кайса курнӑ. «Питӗ килӗшрӗ», — тесе ҫырнӑ Алпарух. Вӑл Федор Васильев кӗвӗленӗ кӗвве те кӑмӑлланӑ, тумсене те: «Чӑнах та пуян, илертӳллӗ», — тесе хакланӑ. «Вӗҫӗ те питӗ лайӑх: ырри ҫӗнет, усалли парӑнать! Чи кӑсӑкли вара сюжечӗ! Мӗншӗн тесен тӗп геройӗ — Сарпике хӗрача... Вӑл кӑна усал вӑйсене ҫӗнтерме пултарть. Каччи тухатнине ҫӗнтереймест, Сарпике пулӑшнипе (юратнипе) анчах «чӗрӗлет». Вырӑс юмахӗсенче пач урӑхла! Унта ытларах ырӑ каччӑ хӑйӗн савнине шыраса тупса ҫӑлса хӑварать. Чӑнах та кӑсӑклӑ!», — ҫырнӑ Александр Блинов «Контактри» хӑйӗн страницинче, сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче Муркаш районӗнче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна сасӑ, тӗс, кӗвӗ енӗпе якатса ҫитермелли юлнӑ. Фильм режиссерӗ тата сценарисчӗсенчен пӗри Елена Рябцева унпа тӗрлӗ кинофестивале хутшӑнасшӑн. Еленӑпа эпир Фейсбукра ҫыхӑнтӑмӑр, фильм пирки каласа кӑтартма ыйтрӑмӑр.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑстан киноӳнерти пултарулӑхӗпе пирӗн тӑрӑхрисем Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» II кинофестивалӗнче паллашрӗҫ.
«Юман» сценарине вӑл Мускаври ҫӗнӗ кино шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Рикке Бринпа ҫырнӑ. Фильмра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер, Геннадий Айхи ҫыравҫӑн хӗрӗ Вероника тата ыттисем ӳкерӗннӗ.
Вероника «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Нина Яковлевӑпа юрлать. Чӑвашла пӗлмен хӗре чӑваш сассисене кӑларма Мускавра пурӑнакан хреснашшӗ вӗрентнӗ. Вероника Мускаври театрсенчен пӗринче актерта ӗҫлет.
Паян Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Иван Яковлев - ҫамрӑксен чӗринче» уяв каҫӗ иртнӗ. Ӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх киностудийӗ, Шупашкарти ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ тата ыттисем йӗркеленӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ, ҫырулӑх панӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 170 ҫул ҫитет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен чи сумлӑ ҫыннисенчен пӗри вӑл.
«Эпӗ нихӑҫан та чапшӑн, ӑшӑ вырӑншӑн, пысӑк укҫашӑн, мухтав сӑмахӗшӗн ӑшталанман, хамӑн тӑван халӑхшӑн, ӑна вӗрентес ӗҫшӗн усӑллӑ та кирлӗ ҫын пулнине туйса, ҫак ӗҫе эпӗ ҫеҫ тума пултаратӑп пулӗ тесе те ӗненсе вӑй хунӑ…», — илсе кӑтартнӑ Иван Яковлев сӑмахӗсене Надежда Смирнова журналист. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗ паян та пирӗн асӑмӑрта. Паянхи уяв каҫӗ ҫакна тата тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.
«Эревет» ансамбль иртнӗ шӑматкун Кремльти кермен сцени ҫине тухнӑ. Концерта Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынӑ. Мероприятине «Янра, хут купӑс!» телепроект йӗркелӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Геннадий Заволокин ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Республикӑри ачасен халӑх инструменчӗсен кӑтартуллӑ «Эревет» ансамбльне 28 ача ҫӳрет. Мускава вӗсем тата пысӑкрах йышпа, 35-ӗн, кайнӑ. Йышра унччен ансамбле ҫӳренисем те пулнӑ.
Мускаври Кремльти сумлӑ сцена ҫинче Чӑваш Енри 11 хут купӑсҫӑ, 5 параппанҫӑ, 6 контрабас-балалайкӑҫӑ тухнӑ. Унсӑр пуҫне шӑпӑр, шӑхлич, ытти инструмент калакан пулнӑ.
1981 ҫулта йӗркеленнӗ «Эревет» чылай ҫӗршыва: Италие, Францие, Германие, Бельгие, Голландие, Австрие, Словение, Словакие, Венгрие, Дание, Швецие, Финляндие, Турцие тата ытти ҫӗре — ҫитсе курнӑ.
Ҫак самантра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗнӗ сывлӑш — Ҫӗнӗ варкӑш — Кӗтрет» уяв каҫӗ пырать. Мероприятие культура учрежденийӗ ҫӗнӗ ҫуртри (пӗлтӗртенпе вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тӗпленчӗ) ҫӗнӗ сценӑна уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Уяв пуҫланиччен театрӑн ӗҫченӗсем сӑн ӳкерӗннӗ, театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева: «Кӗҫех уяв пуҫланать», — тесе Фейсбукри хӑйӗн страницинче нумаях пулмасть ҫырнӑ.
Аса илтерер, театра йӗркеленнӗренпе кӑҫал 85 ҫул ҫитет. Сумлӑ юбилее вӑл юсаса ҫӗнетнӗ 375 ҫынлӑх ҫӗнӗ сценӑпа кӗтсе илет. Ӑна юсама, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, кирлӗ ытти оборудовани туянма республика хыснинчен пӗлтӗр 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртет.
Акан 12-мӗшӗнче «Петипа-гала» концерт программин премьери пулӗ. Ӑна паллӑ балетмейстер Мариус Петипа ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куракансем пӗлтӗр сцена ҫине пӗрремӗш хут тухнӑ «Жизель» (А.Адан) балетпа киленӗҫ. Ӑна Чӑваш Ен балечӗ 50 ҫул тултарнине халалланӑ. Тӗп рольсене Пысӑк театр ҫӑлтӑрӗсем вылӗҫ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Пермь хӑнисем сцена ҫинче пулӗҫ. «Евгений Панфилов балечӗ» С.Прокофьевӑн «Ромео и Джульетта» балетне лартӗ.
Акан 20-мӗшӗнче мускавсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Н.Касаткина тата В.Васильев ячӗллӗ классика балечӗн патшалӑх академи театрӗ «Весна священная» тата «Жар-Птица» балетсем кӑтартӗ.
Гала-концерт акан 22-мӗшӗнче иртӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи юбилейне халалланӑ мероприятисене малалла ирттерет.
Аса илтерер, ҫулҫӳревпе артистсем темиҫе района ҫитме ӗлкӗрнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вӗсем Етӗрнери культура ҫуртӗнче спектакль лартӗҫ. Етӗрнесене Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» драмӑна кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче театр Питӗр хулинче гастрольте пулӗ. Шупашкарти артистсем ун чухне Литейнӑй проспектри Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине питӗрсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе киленӗҫ, тепӗр кунхине — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камитпе.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тата «Ҫӗнӗ формат» продюсер центрӗ ҫӗнӗ концерта йыхравлать. «Кулас та килет, юрлас та килет!» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Концертра кулӑшпа сатира театрӗн артисчӗсем Леонид Петров, Ольга Ухтерикова, Николай Кляжев, Чӑнкӑ чӑваш бабкисем тата ытти артистсем пулӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе Константин Евруков, Полина Борисова, Андрей Думилин, Диана, Михаил Араскал, Любовь Семенова, Ольга Терентьева тата ыттисем савӑнтарӗҫ.
Билет хакӗ 250 тенкӗ. Туянма кӑмӑл пулсан 51-25-20 е 60-60-42 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Нарӑс уйӑхӗн 14-24-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш кӗввин фестивалӗ иртет. Нумаях пулмасть ку тӗлӗшпе пресс-конференци йӗркеленӗ.
Чӑваш кӗввин фестивальне йӗркелес шухӑш 2010 ҫулта ҫуралнӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Сӑмах май, чӑваш композиторӗсен кӗввисемпе хывнӑ спектакльсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех лартма тытӑннӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» опери сцена ҫине тухӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Сарпике» спектакльне кӑтартӗҫ. Вӑл — пӗрремӗш чӑваш балечӗ, ӑна 1970 ҫулта лартнӑ. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине кӑтартӗҫ. Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче вара гала-концерт иртӗ. Унта куракан валли чылай интересли пулӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ҫӗр ҫул тултарнӑ республикӑри чи аслӑ театр учрежденийӗ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ — республикӑри районсем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Юбилея халалласа йӗркеленӗ ҫулҫӳревпе артистсем темиҫе района ҫитме ӗлкӗрнӗ-ха. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вӗсем Етӗрнери культура ҫуртӗнче Федор Павловӑн «Ялта» спектакльне кӑтартӗҫ.
Куракансемпе спектакль умӗн артистсем курнӑҫӗҫ. Ҫав шутра — Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснисем те. Вӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Василиса Петрова тата Петр Садовников, театр артисчӗсем Ирина Иванова, Надежда Зубкова, Григорий Федоров.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш драма театрӗ Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драмӑпа Хусанта пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.