Кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче, Йошкар-Олара, Чӑваш Енрен тухнӑ генерал лейтенантӑн Станислав Вороновӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Курав Историпе археологи музейӗнче ӗҫлет.
Пултаруллӑ ҫав ҫын 1957 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Хурасанта ҫуралнӑ. Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Унӑн ӗҫ биографийӗнче район прокуратуринчи, Чӑваш Ен прокуратуринчи должноҫсем те пур. 1982 ҫулта ентешӗмӗр патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине те ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Йошкар-Олара художникпа тӗл пулнӑ. Ҫав йышра Тимӗр Тяпкин та пулнӑ. Вӑл К. Иванова халалласа 1991 ҫулта СССР банкӗ кӑларнӑ юбилей укҫине Археологипе истори музейне парнеленӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ.
Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ.
Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур.
Ыран 13 сехетре, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ӳнер музейӗнче Варнава митрополит ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Камӑн пырса курас килет – тархасшӑн, кӗтеҫҫӗ.
Куравра Варнава владыка пирки каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем, чиркӳ тата пашалӑх наградисем пулӗҫ. Килекенсем влыдка хӑй аллипе тунӑ митрӑна та (пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр) курайӗҫ. Ҫавӑн пекех Варнава митрополит кӗлтунӑ турӑшсем пулӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. «Эпӗ Чӑваш Ене юратрӑм, Чӑваш Ен мана юратрӗ», - тенӗ яланах владыка.
Чӑваш наци музейӗнче «Авалхи кӗнекесене уҫнӑ май...» курав малалла ӗҫлет. Унпа ҫак уйӑх тӑршшӗпех паллашма май килӗ. Ӑна «Музей коллекцийӗнчен» ярӑмпа уҫнӑ.
Куравра сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе паллашма май туса панӑ. Коллекцин тӗп фондӗнче — 400 ытла кӗнеке. Музейҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑмах хаклисем — ал ҫырусемпе авалхи кӗнекесем. Кураври экспонатсем хушшинче, сӑмахран, 1748 ҫулхи Евангели. Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Золотницкий, Николай Никольский кӗнекисем, чӑвашла кӑларнӑ пӗрремӗш букварьсем те пур.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ.
Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.
Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.
Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Айхие пуҫ тайса. Игорь Улангин графики» ятпа курав уҫӑлнӑ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, курав икӗ пайран тӑрать тейӗн. Пӗр енчен – хура-шурӑ: графика, текстсем, кӗнеке макечӗсем тата К.М. Бельманӑн кӑларӑмӗсем валли хатӗрленӗ кӗнеке макечӗсем тата ӳкерчӗксем (вӗсене чӑвашла куҫараканӗ тата редакторӗ — Г. Айги). Тепӗр енче — 2019 ҫулта пичетленнӗ «Поклон – пению» кӗнекин тӗрлӗ тӗслӗ листисемпе ӳкерчӗкӗсем.
Курава Игорь Улангин художник тата Геннадий Айхи поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ. Вӗсен хушшинче пултарулӑх ҫыннисем, журналистсем пулнӑ.
Курава Олег Улангин, вӑл — Игорь Улангинӑн тӑванӗ, уҫнӑ. Уяв каҫне Атнер Хусанкай литература критикӗ ертсе пынӑ.
Курав пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче декортиавлӑ прикладной ӳнер ӑстин, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте пурӑнакан Наталия Михайлован куравӗ уҫӑлӗ.
Ентешӗмӗр тӗрлет тата чӑваш наци пуканисене ӑсталать. Пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ӑна Мария Симакова (вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) хӑнӑхтарнӑ. Пуканесене чӑваш ӑсти папье маше енӗпе те ӑсталать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлет, пиҫиххи явать.
Курава нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав.
Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |