Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи Г.Р. Державинӑн музей-ҫуртӗнче «"Отмеченная зима". 1982. История издания книги» курав уҫӑлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ камне вулакансем ятӗнченех ӑнланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫапла, тӗнчипе паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи.
Курава поэтӑн хӗрӗ Вероника та хутшӑнӗ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Вероника Айги Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ. Поэтӑн хӗрӗ ашшӗн сӑввисене тата Вероника Лосская патне шӑрҫаланӑ ҫырӑвӗсен сыпӑкӗсене вулӗ. Вероника Айхи — театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлекен курав Геннадий Айхин иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен ҫурри хыҫҫӑнхи тапхӑрӗпе паллаштарнӑ май чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскерӗн пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем таран епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Поэтӑн ҫав ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене пӗр ҫӗре пухса Францири «Синтаксис» издательствӑра 1982 ҫулта «Отмеченная зима» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн умсӑмахне Пьер Эммануэл, Францири паллӑ поэт, ҫырнӑ. Анӑҫра, эмигрантсен издательствинче, кӗнеке кӑларни авторшӑн инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Тӑван тӑрӑхра ҫул паман енне ҫакӑн пек тунӑ поэт.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Мускавра «Тӑван ҫӗршыв» — «Родина» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин кунӗсене ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ май уҫнӑ. Курава Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Тӑван ҫӗршыв» фотокурав республикӑмӑр ӗнерхи кунӗ тата паянхи аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартать. 32 сӑнӳкерчӗкре Чӑваш Ен хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан, малашлӑхлӑ регион пулни аван сисӗнет.
Курав Мускаври Пӑрӑх (вырӑсла ячӗ — Трубная) лапамра ӗҫлет. Сӑнӳкерчӗксене Ӗҫре пуҫ хунӑ йӗрке хуралҫисене асӑнса лартнӑ палӑк хыҫӗнчи скверта вырнаҫтарнӑ.
Курав чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хупӑнӗ, унтан ӑна Шупашкара, Республика лапамне, илсе килӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «Савнӑ Шупашкар» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗсен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Курав живопись, скульптура тата графика ӑстисен нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарать.
Музейре пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ӳнершӗн чӑннипех пӗлтерӗшлишӗн, рекламӑшӑн, ят-сумшӑн, арт-рынок шухӑшне шута илмесӗр ӗҫлеме тӑрӑшнӑ ялан. Чӑн-чӑн профессионалсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ.
Курава художество музейӗн директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева, искусствоведени кандидачӗ Юрий Викторов, республикӑри Художниксен союзӗн председателӗ Владимир Нагорнов тата ыттисем сӑмах каланӑ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноярскри Ӗҫпе килӗшӳ керменӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннисем И.Я. Яковлев ҫинчен видеофильмсем курнӑ, ун кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ.
Йӑхташӑмӑрсем РСФСР халӑх художникӗн В. Мешковӑн ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Сӑмах май каласан, вӑл В. Мешковӑн куравӗ чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш культуиин кунӗнче Ачасен ӗҫӗсен куравӗ те ӗҫленӗ. Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш наци музейӗнче паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Ку мероприяти авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртӗ.
Курава музейҫӑсем «Они стояли у истоков: лингвисты и этнографы Чувашского края конца XIX – 1-й половины XX вв.» (чӑв. Вӗсем малтанхисем пулнӑ: Чӑваш тӑрӑхӗн XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчи — XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи лингвистсемпе этнографсем ) ят парассине пӗлтереҫҫӗ.
Экспозицире Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн Антропологипе этнографи, Раҫҫейӗн этнографи, Тутарстанри наци тата ытти нумай музей экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.
Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫак кунсенче «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» курав ӗҫлет. Унпа ҫулталӑк вӗҫленичченех паллашма май килӗ. Курава Красноармейски районӗнчи икӗ ӑстан: Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Жанна Михайловой тата тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратассипе ҫине тӑракан хастарӑн Светлана Мефодьеван — ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Жанна Михайлова Красноармейски районӗнчи «Заволжский» клубра ачасемпе ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе унта декораципе прикладной ӳнер ӑсталӑхӗн «Пӳрнеске» кружокне йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ҫулти 50 ытла ачапа 30 ытла хӗрарӑма вӑл тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Республикӑри, пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери куравсемпе конкурссене хутшӑнать.
Светлана Мефодьева чӑваш тӗррипе 2000 ҫултанпа кӑсӑкланать. Чӑваш тӗрри ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ирттернӗ курсра пулнӑ хыҫҫӑн илӗртме пуҫланӑ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре, Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Раҫҫей ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗн Анатолий Рыбкинӑн «Палитра памяти» куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Мускаври Пречистинка урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра уҫӗҫ.
Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Питӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче, Красноярскри художество институтӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Мускавра 1980 ҫулта иртнӗ Олимпиадӑна художник пулса хутшӑннӑ.
Пултарулӑх ӗҫӗпе Анатолий Рыбкин Францире, Индире, Тунисра, Китайра тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. 50-а яхӑн курав уҫнӑ.
Чӑваш Енре атӑ-пушмак ҫӗлекенсем, ҫӑматӑ йӑвалакансем Мускаври курава хутшӑннӑ. Курав авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртнӗ. «MosShoes» пӗтӗм тӗнчери курава хутшӑнма ентешӗмӗрсене Экспортҫӑсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центр май туса панӑ.
Курава пирӗн республикӑри пилӗк компани хӑйӗн продукцине тӑратнӑ. Ҫав шутра ҫӑматӑ та, ача-пӑчапа аслисен пушмакӗ те пур. Тӑватӑ кунта производительсем хӑйсен пулас клиенчӗсемпе паллашнӑ, вӗсемпе усӑллӑ калаҫусем ирттернӗ, маркетинг енӗпе епле ӗҫлемеллине вӗреннӗ, экспертсен сӑмахне ӑша хывнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче Раҫсей наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче «Были мы, и есть, и будем!» (чӑв. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул тата чӑвашсен Ленинградри ентешлӗхне пуҫарнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава Чӑваш Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗпе (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) пӗр шухӑшлӑн йӗркеленӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Курава уҫма Чӑваш Енри тӳре-шара та: культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорӗ Светлана Старикова — кайнӑ. Унсӑр пуҫне чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Зорин ҫула тухнӑ. Питӗрти чӑваш культурин обществин ертӳҫи Владимир Живов та пулнӑ.
Унӑн ӗҫӗсем Америкӑра, Италире, Испанире, Францире упранаҫҫӗ. Пултаруллӑ художник картинисемпе халӗ Шупашкарта паллашма май пур. Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Тутарстанри чӑваш художникӗн Валериан Киргизинӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Валериян Киргизин хӑйӗн малтанхи ӳкерчӗкӗсене ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ӳкернӗ. Ашшӗн хучӗсен тӳнтер енне, ал айне лекнӗ хут татӑкӗсем, хут курупкисем ҫине.
Валериян Николаевич Лениногорскри музыкӑпа художество педагогика колледжӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Ун чухнехи Куйбышев хулинчи ӳнер шкулӗнче рисовани учителӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ, Тутарстанри Спасскри отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |