Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ.
Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче кӑҫалхи икӗ юбиляра халалланӑ куравсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 80 ҫул, Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сӑмах май каласан, вӗсем иккӗшӗ те паян, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем...» курава Сементер юбилейне халалланӑ, «Сарпи – хӗвел пики» — Сарпине.
Юрий Сементер — сӑвӑҫ ҫеҫ мар, куҫаруҫӑ та. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатих Карим ячӗллӗ премисене тивӗҫнӗ. Унӑн сӑввисене композиторсем юрра хывнӑ.
Раиса Сарпи Тӗрӗк халӑхӗсен поэзийӗн Нежип Фазыл ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. Унӑн та пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл — поэт, прозаик, драматург, тӑлмачӑ. Унӑн сӑввисенчен 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлассинеэпир иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: курав кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Куравра пулса курнӑ Марина Карягина тележурналист художникӑн темиҫе картинине ӳкерсе илсе Фейсбука лартнӑ.
«Тӗллӗн-тӗллӗн тӗнче ҫине ачаннилле тап-таса та ачаш куҫпа пӑхать Виталий Яковлев художник. Мана лайӑх вӑл ҫак хайлавӗсенче сӑнарлакан хӑтлӑ хутлӑхра», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – живопись ӑсти, художник-сатирик.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Правительство ҫуртӗнче Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа тӗлпулнӑ. Унта Раҫҫейри паллӑ архитектор, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине уявласа ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Питӗрти урамсенчен пӗрне, сӑмах май, ентешӗмӗр ятне партарасшӑн. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне ҫыру янӑ. Ӑна Топоним комиссийӗнче пӑхса тухмалла.
Зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти савӑнӑҫлӑ мероприяти иртмелле. Ҫавӑн пекех кӗнеке пичетленмелле. «Петр Егоров. Наш современник» кӑларӑма хатӗрлессипе халӗ Мускаври, Питӗрти, Эстонири, Шупашкарти ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче мода историкӗн, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма ертсе пыракан Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ уҫӑлнӑ.
Александр Васильевӑн «Мода кӗвви» куравӗ халиччен ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине ҫитнӗ. Кураври тумтире ятлӑ-сумлӑ Алла Пугачева, Тамара Гвердцители, Аида Ведищева, Валентина Толкунова, Лайма Вайкуле, Лолита Милявская, Вера Брежнева, Ани Лорак, Кристина Орбакайте тата ытти артист валли ҫӗленӗ.
Курав 50 экспозицирен тӑрать. Вӗсен кашнин хӑйӗн историйӗ.
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Геннадий Исаев (1925-2007) художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ.
Куравра художникӑн 100 ытла живопиҫӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл шутра музей фондӗнче, художникӑн ҫемйинче, уйрӑм ҫынсен архивӗнче упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене «Зима в Чувашии» (чӑв****. Чӑваш Енри хӗл) темӑпа пухнӑ.
Курава пыракансем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ, Пайтирек, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял ҫывӑхӗнчи, Атӑл тӑрӑхӗнчи илемпе паллашайӗҫ.
Художник хӗллехи вӑхӑта хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче «кичемлӗх», «шӑплӑх», «хӑтлӑх» тесе палӑртнӑ. Ҫук, хурласа мар, хӗллехи асмлӑха юратса.
Курава йӗркелекенӗ — музейӑн тӗп управҫи Георгий Исаев.
Геннадий Исаев 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ, 2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкрати художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлейри, Сӗнтӗрвӗрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулсенче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкул-интернатра рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен учителӗнче ӗҫленӗ. Тӗрлӗ курав хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Пӗчӗкренех графикӑпа кӑсӑкланнӑ. Унӑн амӑшӗ те ӳкерме юратнӑ.
1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Виталий Яковлев – живопись ӑсти, художник-сатирик. «Капкӑн», «Крокодил», «Чаян» журналсемпе студент чухнех ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш, унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш тата 13-мӗш шкулсенче вӗрентекен, Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ.
Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта кӗслеҫӗсен фестивалӗ иртет. Кӑшӑлвируса пула ӑна онлайн тата офлайн форматпа йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал фестиваль Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Палӑртмалла: ӑна пӗрремӗш хут 16 ҫул каялла ирттернӗ.
Фестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ, унтан пултарлӑх ушкӑнӗсем концерт кӑтартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Ҫавӑн пекех курав тата ҫавра сӗтел йӗркелӗҫ. Вӗсенче кӗслене кӑна мар, халӑхӑн ытти инструментне те сӳтсе явӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |