Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑрлач уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» форума хутшӑнӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартӗ тата актёр пултарулӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫӗ.
Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова ырӑ кӑмӑллӑ Урине карчӑка ҫаврӑнса чӑвашсем йӑлара усӑ куракан япалисемпе, арчасенче упранакан тумтирпе паллаштарӗ. Тумсене тӑхӑнса пӑхма та ирӗк парӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин чӑвашсен паллӑ ывӑлӗн Василий Чапаевӑн сӑнарне кӑтартса парӗ. «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль сыпӑкӗсемпе паллаштарӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Семёновсем Мускаври «Раҫҫей» курав вӑхӑтӗнче иртекен «Родные – Любимые» (чӑв. Тӑвансем — Юратнисем) форума хутшӑнӗҫ.
Асӑннӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче иртет. Асӑннӑ форум ҫӗршывра кӑҫал палӑртнӑ Ҫемье ҫулталӑкне уҫӗ.
Конкурса хутшӑнакан ҫемьсем 3 кун хушши хӑйсен регионӗсемпе паллаштарӗҫ, ентешӗсен ҫитӗнӗвӗсем тата тӑван тӑрӑхри палӑ вырӑнсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Семёновсем — Шупашкар муниципаллӑ округӗнчен. «Ҫулталӑк ҫемйи-2022» республика конкурсӗнче вӗсеем «Пултарулллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Николай Анатольевич тата Алевтина Мефодьевна 20 ҫул ӗнтӗ пӗрле. Вӗсем 5 ача ӳстереҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Штрихи к портрету историка В.Д. Димитриева» (чӑв. В.Д. Дмитриев историкӗн портречӗ) курав уҫӑлӗ. Аса илтерер: музей Уруков урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ.
Документлӑ курава истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна унта чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Курава пырса куракансем чӑва эрешӗллӗ брошка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене Чӑваш тӗррин музейӗнче ӗҫлекен Татьяна Петрова пулӑшать. Наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те май пур. Пысӑк экран ҫинче вара чӑвашсен виҫӗ этнографи укшӑнӗпе паллаштаракан фильм кӑтартаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-28-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Культура министерстви экспозиципе паллаштарать.
Ҫак тапхӑрта хӑнасем чӑвашсен йӑли-йӗркипе, культурин уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Хӗр илни, салтака ӑсатни, ҫӗн пӳрт ӗҫки - ҫак йӑласене туса кӑтартӗҫ экспозицире.
Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ: хореографи енӗпе, чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене, костюмӗсене тата пуканесене ӑсталассипе.
Аса илтерер: курав-форум ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Аркадий Иринӑна качча тухма ыйтнӑ. Каччӑ - Мускавран, Чӑваш Енри аслӑ шкулта вӗреннӗ, хӗр - Шупашкартан. Вӗсем ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ чухне паллашнӑ.
Каччӑ хӗре ахальтен мар ҫак вырӑнта ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартса мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен шӑпах вӗсем ӗҫлекен пай хальхи вӑхӑтра экспозицие хутшӑнать.
Шупашкарти музейсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче те ӗҫлӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, В.И. Чапаев ячӗллӗ музей тата Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ӗҫлӗҫ.
Музейпа курав центрӗ куракансене кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче йышӑнӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ — кӑрлач уйӑхӗн 4, 5 тата 6-мӗшӗсенче, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ — кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче.
Кӑрлач уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче музейсенче канмалли кунсем пулӗҫ, 10-мӗшӗнчен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсем ытти чухнехи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Ҫынсене илем кӳрӗр» курав уҫӑлӗ.
Унта хӑйӗн касса хатӗрленӗ хитре япалисемпе – шкатулкисемпе, вазисемпе, ламписемпе, арламалли ураписемпе тата ыттипе – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ Валерий Кудряшов тата унӑн вӗрентекенӗсем паллаштарӗҫ.
Валерий Кудряшов Шупашкарти 49-мӗш шкулта технологи учителӗнче тӑрӑшать. 2000 ҫулта шкулта «Наследие» (чӑв. Эткерлӗх) ача-пӑча производство пӗрлешӗвне уҫнӑ. Унӑн хӑйӗн уставӗ, бизнес-планӗ, тавар бренчӗ пур. 2003 ҫултанпа компани Чӑваш Енри Ремеслениксен гильдийӗн пайташӗ.
Шупашкар округӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш туйӗн йӑли-йӗрки» курав экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта - наци тумӗ тӑхӑнтартнӑ пуканесем. Вӗсем чӑваш туйӗн йӑлисене кӑтартаҫҫӗ. Пуканесен ҫи-пуҫне Наталия Никонорова (Зиновьева) хатӗрленӗ. Экспонатсен йышӗнче ҫураҫнӑ хӗр, хӗр ҫумӗ, туй арӑмӗсем, вӑйӑҫӑ пур.
Наталия Никонорова Кӳкеҫре ҫуралса ӳснӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, уншӑн амӑшӗ Лидия Николаевна Зиновьева тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑл нумай ҫул «Паха тӗрӗ» фабрикӑра кавир тӗртекен цехра ӗҫленӗ. Килӗнче вӗсен яланах тӗрленӗ япала нумай пулнӑ.
Наталия ача чухне фабрикӑна амӑшӗ патне час-часах кайнӑ, тӗрӗҫӗсене сӑнанӑ. Алӑ ӗҫне юратасси ҫакӑнтан пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Халӗ Наталия Канаш округӗнчи Кӑшнаруй клубне ертсе пырать, вӑл - «Хӗлхем» вокал ансамблӗн солистки те. Наталия Никонорова пуканесене тумлантарнисӗр пуҫне капӑрлӑхсем – умҫакки, хушпу, сурпан – ӑсталать.
Палӑртмалла: куравра чӑваш тӗрри, туйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекесем те пур.
Шупашкарта Ӳнер музейӗнче Петр Егоров архитектора халалланӑ курав ӗҫлет. Вӑл раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, раштавӑн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Курав «Петр Егоров – пирӗн вӑхӑтри ҫын» ятлӑ. Вӑл 18-мӗш ӗмӗрте Питӗрте пултарулӑхпа аппаланнӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ҫак хулара плэнер иртнӗ, унта Шупашкарти студентсемпе вӗрентекенсем, Мускаври тата Питӗрти академи живописецӗсем хутшӑннӑ. Плэнерта 15 ӳнерҫӗ 150 яхӑн картина хатӗрленӗ, вӗсене Ӳнер музейӗнчи куравра курма пулать.
Петр Егорович 1731 ҫулта Курмӑш (Етӗрне) уесӗнче ҫуралнӑ. 1789 ҫулта Питӗрте вилнӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри – Ҫуллахи сад карти (вӑл унӑн авторӗсенчен пӗри), Христос ҫуралнине халалласа лартнӑ чиркӳ (Питӗр).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |