«Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ». Ахальтен мар ӗнтӗ каланӑ ҫак сӑмахсене Петӗр Хусанкай. Шкулсенче вара кӗнекесӗр пӗлӗве тарӑнӑн тӗпчеме май ҫук.
Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн федераллӑ хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе Шӑмӑршӑ районӗн шкулӗсене 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗ валли туяннӑ шкул кӗнекисемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ку лару-тӑру вара 1–4 тата 9–11 класс ачисене шкул кӗнекисене укҫалла туянассинчен хӑтарать. 5–8 класра вӗренекенсен те кӗнекесем ҫине тӑкакланмалла мар пулӗ, вӗсем валли вӗренӳ литературине республика тата вырӑнти хыснаран уйӑрнӑ укҫапа туянма палӑртнӑ.
Паянхи куна Шӑмӑршӑ районӗн вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин администрацийӗ 1–4 тата 9–11 класс ачисем валли пайӑмлӑ учебниксен пуххи ҫитнӗ — 2 602 яхӑн экземпляр, вӗсен пӗтӗмӗшле суммми — 424 764 тенкӗ.
Район администрацине килнӗ кӗнекесем шкулсене вӗренӳ учрежденийӗ панӑ заявкӑсем тӑрӑх валеҫӗнет.
Чӑваш Енӗн кӗнеке палатине «Суды и судьи Чувашии 1917–2012 гг.» кӗнеке ҫитнӗ. Кӑларӑмӑн содержанине ятӗнченех тавҫӑрма май пур. Ӑна пин экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнеке авторӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн судйи Н.В. Яковлев иккен. «Ӑна Чӑваш Енӗн Аслӑ судне йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалланӑ, ку вӑл Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн энциклопедийӗн тӑсӑмӗ шутланать», — тесе пӗлтерет Кӗнеке палати.
Кӗнекере архив материалӗсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе тата ытти документлӑ материалпа самай усӑ курнӑ иккен.
Судсем пирки каласа паракан кӑларӑмсене, сӑмах май, унччен те пичетленӗ-мӗн-ха. 2006 ҫулта, акӑ, «Они служили провосудию» кун ҫути курнӑ, ҫав ҫулах «Верховный суд Чувашской Республики, годы, события, лица», «Суд, прокуратура, милиция Козловского района» ятлисем пичетленнӗ. Виҫӗ ҫул каялла Чӑваш енӗн Аслӑ сучӗ пирки энциклопеди кӑларнӑ.
«Лӑпкӑ халӑх пултӑр паттӑр, Вӑл йӑваш — йӑвашлӑх ҫӗттӗр!» — ҫапла чӗнсе каланӑ пире Ҫеҫпӗл Мишши «Тинӗс» сӑвӑра. Тахҫан-авал йӑваш чӑваш та йӑвантарнӑ-ха, тӑшмансене маххӑ паман. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тутар-монголсене те тӳпке-тӳпке янӑ, ытти-хытти путсӗрсене те сехӗрлентерсе тӑнӑ. Авалхи паттӑрсем пире ҫӗнӗрен хӑват илме, хамӑр вӑя ҫирӗп шанма ӗмӗрсем витӗр чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫак йыхрава эпир тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ» (Булгаро-чувашское боевое искусство Вут-шу) кӗнекере уҫӑмлӑнах илтетпӗр. Чӑваш кӗрешӗвӗ пурри пирки пӗлеттӗмӗр-ха эпир, унсӑр пуҫне чӑвашсен ҫапӑҫу та пур иккен. Ҫук-ҫук, лешӗ мар, хаяррине ӗҫсен хаярланнипе пуҫа мӑкӑль, куҫа кӑвак, хӑлхана ҫурӑк лартаканни мар. Ку пачах та ахаль-махаль ҫапӑҫу мар, ҫапӑҫу ӳнерӗ. Тепӗр майлӑ каласан пире кӳрентерме хӑякан путсӗре меллӗн те евӗклӗн чышкӑ, тапкӑ е ҫупкӑ ҫитермелли Искусство! Ҫак ӑсталӑха вӗренес тата ӑна туптас тесен ҫӗнӗ кӗнекене вуласа тухмалла та «Вут-шу» ушкӑна ҫырӑнмалла (vut-shu@yandex.ru адреспа ҫыхӑнма пулать).
Чӑваш Республикин никӗсӗ епле ҫурални, вӑл епле амаланни пирки ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Щербаков Сергей Владимирович, вӑл патшалӑх архивӗнче вӑй хурать, ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ хутсене тишкерсе чылай ҫӗнӗ материала ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа та «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнеке тӑван республикӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансен аллине ҫывӑх вӑхӑтра лекессе шанас килет.
Паян вара кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑвашлӑхпа тӑчӑ ӗҫлекен ҫынсем кунта чылайӑн пухӑннӑччӗ — кашни тенӗ пекех кӗнекене, уйрӑмах авторӑн ӗҫне ырларӗ. Пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсма сӗнчӗҫ — 1917–1920 ҫултисемсӗр пуҫне каярахри тапхӑра та тишкермелле.
Мӗн ҫинчен-ха кӗнеке? Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ шухӑша ӗненес пулсан революциччен пирӗн халӑх тӗттӗм пулнӑ, нимӗнле наци идеологийӗ те пулман имӗш. Пӗтӗмпех большевиксем тӑрашнипе йӗркеленнӗ иккен, В.И. Ленин ырланипе. Республика таврашне тунӑ май та пирӗн халӑх, имӗш, вырӑссен, тутарсен тата ытти халӑхсен тӗслӗхӗсемпе усӑ курнӑ, хӑйӗн нимӗн те пулман. Ҫак кӗнеке вара суя шухӑша сирме пулӑшать, республикӑна тунӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫ епле пулнине тӗплӗн ҫутатса парать: мӗншӗн Элмен ҫапла йышӑну тунӑ; мӗншӗн республика пирӗн пӗчӗк тата ытти те.
Паян Ҫӗмӗрле хулинчи культура паркӗнче уҫӑ вырӑнтах вулав залӗ уҫӑлнӑ.
Кӗнеке тӗнчипе паллашмалли ҫак меслетпе пӗр кунта 250 ҫын усӑ курнӑ иккен. Вӗсен хушшинче ватти те, вӗтти те тупӑннӑ. Ара, чи кӗҫӗнни пиллӗкре пулнӑ-мӗн, чи асли — 78-та. Паркра кӗнекесем сарса хунине асӑрханӑ ҫынсем айккинчен пӑрӑнса кайман, чарӑнса тӑнӑ. Тата вӗсем валли кӑсӑклӑ тӗрлӗ мероприяти: конкурссем, литература темипе ҫыхӑннӑ калаҫу, викторина-та хатӗрленӗ иккен.
Ҫуллахи вулав залӗ кӗҫнерникунсерен ӗҫлӗ.
Республикӑра чӑваш гербӗсепе ялавӗсем ҫинчен пуҫласа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 14:00 сехетра Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртӗ. Асӑннӑ кӗнекене пухса кӑлараканӗ — чӑваш ялавӗсен паллӑ авторӗ Вадим Шипунов.
Кӗнекене геральдикӑллӑ чӑваш символӗсене халаланӑ. Унта пӗрремӗш хут Чӑваш Енӗн паянхи куна усӑ куракан ялавӗсем ҫинчен тулли ӑнлантарӑвне ҫырса кӑтартнӑ.
— Кӑларӑм пӗтӗмпех тӗрлӗ тӗслӗ сӑрлӑ. Кӗнеке виҫӗ уйӑх хушши ҫырӑннӑ. Ун тиражӗ хальллӗхе нумаях пулмӗ, 1 000 экземпляр ҫеҫ. Кӗнеке вырӑнти хысна укҫипе пичетленсе тухнӑ, — пӗлтерет кӗнеке редакторӗ Римма Игнатьева.
Чӑваш гербӗсемпе ялавсен ятарлӑ кӗнеки пичетленсе тухни чӑваш культуришӗн самаях усӑллӑ. Вӑл чӑваш историпе культурине вӗренме пулӑшӗ, музейсенче те кӑларӑмпа тӑтӑшах усӑ курма пулать. Кӗнеке халӑх хушшинче сарӑласса, вулакансене кӑсӑклӑнтарма пултарассине автор Вадим Шипунов шансах тӑрать.
Паян, акан 24-мӗшӗнче, М.И.Скворцов хатӗрленӗ икӗ томлӑ Вырӑсла-чӑвашла сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑскер Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре пуҫланчӗ.
Савӑнӑҫлӑ пухӑва филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сӑмах кӗнеки, ярӑмлӑ кӑларӑм тата электронлӑ энциклопеди пайӗн пуҫлӑхӗ Дегтяров Г.А. ертсе пычӗ, ӗҫтешӗн сулмаклӑ утӑмӗсем ҫинчен каларӗ, словарь тӑвас ӗҫ йывӑр пулнине палӑртрӗ.
Пысӑк залра лӑк тулли халӑх. Тухса калаҫакансем хушшинче Михаил Ивановичпа пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗренекенӗсем пулчӗҫ. Вӗсем словарь ӑстин паха енӗсене палӑртса хӑварчӗҫ, сӑмах кӗнекине пахаларӗҫ. Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Лизакова Р.М. ӑсчаха малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Иванова Н.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 18-мӗшӗнче, «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта институтра вӑй хуракан ӑсчахсемсӗр пуҫне МИХ ӗҫченӗсем, ытти хастар ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчӗҫ.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӗнӳсене палӑртас килет:
◇ чӑваш чӗлхине аталантарма чӗлхеҫӗсене кӑна мар, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсене те явӑҫтармалла;
◇ патшалӑх тытӑмӗнче чӗлхе политикипе ӗҫлекен пай йӗркелемелле;
◇ чӗлхене хӳтӗлес тӗлӗшпе граждан обществине ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла, унпа тӑтӑш ҫыхӑну тытмалла;
◇ чӗлхеҫӗсене хатӗрленӗ ӗҫре паянхи студентсене ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене те унти опытпа паллашма яма тӑрӑшмалла;
◇ ачана чӑвашла вӗрентесси кашнин тивӗҫӗ пулмалла («ӑнланать» тенипе ҫырлахмалла мар);
◇ чӑваш чӗлхине документлас ӗҫе хутшӑнтармалла;
◇ чӑваш чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ирттерекен ҫавра сӗтелсене ҫулталӑкне пӗрре мар, сахалтан та тӑватӑ хут йӗркелемелле;
◇ тата ытти тӗрлӗ сӗнӳсем.
Валентина Элпин «Пулас кинсем» кӗнеки чылай вулакан аллинче пулнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Виҫӗ пайран тӑракан романа пичетленӗренпе чылай ҫул иртнине (унчченхи 1989 ҫулта тухнӑ) шута илсех пулӗ Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна вулакансем патне тӑваттӑмӑш кӑларӑмпа ҫитерме шутларӗ. Уйрӑмах, ҫыравҫӑ кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнине шута илсен ку хӑйне евӗр парне пулчӗ — ҫыравҫӑшӑн та, кӗнеке вулама кӑмӑллакансемшӗн те.
«Пулас пинсем» кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ чӑваш хӗрӗсем — Талюнапа унӑн тус-тантӑшӗсем — ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен фронта тухса каяҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ хаяр вӑрҫӑ вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пиҫӗхтерсе ҫирӗплетет, халӑх ирӗклӗхӗшӗн, юратнӑ ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑварассишӗн темӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттереҫҫӗ вӗсем. Хаяр ҫапӑҫусенчен киле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ хӗрсем мирлӗ ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Тӑнӑҫ пурнӑҫра та ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекене лавккасенче туянма май пур. 1989 ҫулхи кӑларӑмпа вара пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри ял вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ тӗлне «В творческом горении — высшая радость» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Гордимся своим земляком» тата «О театре». Пӗрремӗш пайне Ефим Никитин паллӑ драматурга халалланӑ. Ефим Никитич хӑйӗн хайлавӗсене чӑвашла кӑна ҫырнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курав ятне вырӑсла парас тенӗ. Мӗн тейӗн, самани ҫапла — чӑвашла йӗркелеме хал ҫитмест ҫав хӑшӗ-пӗрисен. Арапуҫра ҫуралса ӳснӗ Ефим Никитин ку тӗлӗшпе пӗр-пӗр шӳт шутласа тупӑччех ӗнтӗ.
Тепӗр пайӗ вара театр ҫинчен каласа парать — вулакансем Надежда Павлова тата ытти паллӑ артистсем пирки пӗлме пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.