«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса эпир пӗлтӗрех кӗнеке кӑларас шухӑшлӑччӗ. Ӑна илемлетме ятарлӑ конкурс та пуҫарнӑччӗ, анчах калӑплав ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑран иртнӗ уйӑхра кӑна хатӗрлесе ҫитерме пултартӑмӑр. «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» ят панӑ кӗнеке ҫак уйӑхӑн 20-мӗш кунӗсенче пичетленсе тухмалла.
Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ. Маларах асӑннӑ конкурсри хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем те унта кӗнӗ. Кӗнекене Ҫырмапуҫӗнчи (Ҫӗрпӳ районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Мӑн Вылӑри (Элӗк районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, Тикашри (Вӑрмар районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Кӗнеке хӑтлавне 20–31-мӗш кунсенче, ачасем канма каиччен, ирттерме планланӑ.
Чӑваш халах ҫыравҫи Юхма Мишши нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӑл районти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Юхма Мишши чи малтанах лайӑх хыпар пӗлтернӗ: спонсор пулӑшу кӳнӗ май Вӑрнар районӗнчи 24 шкула чӑвашла 25 кӗнеке ҫитӗ.
Юхма Мишши чӑваш халахӗн историне нумай тӗпченӗ. «Древние чуваши», «Древние чувашские боги и герои», «Древние чувашские города»… Тӗлпулура ҫыравҫӑ истори пирки калаҫнӑ.
Юхма Мишши Вӑрнар район ҫыннисене хӑйӗн пӗр кӗнеки пирки тахҫанах каласа кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. «Ӗмӗрлӗх юрату» — блокадӑри Ленинградра ҫуралнӑ юрату пирки. Кӗнекене блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ Анна Павловна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Юхма Мишши унпа иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче паллашнӑ. Анна Павловна хӑйӗн вилнӗ савнийӗ пек ятлӑ ҫынна тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ-мӗн. Вӑл та Ильин Михаил Николаевич пулнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. Блогада вӑхӑтӗнче Анна Павловна выҫӑпа вилме пуҫланӑ. Хваттерте пӗччен вилме хӑранӑран пӗтӗм вӑйне пухса урама тухнӑ.
Швецире «Putins Folk» (Путин халӑхӗ) кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Раҫҫей Президентне ырлакансене халалланӑ. Кӗнекере ҫуррине яхӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗнӗ.
Кӗнеке авторӗ — финн юнӗллӗ Швед журналисчӗ Калле Книивиля. Вӑл Раҫҫей тематикипе унччен те ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра автор Путин майлисене тӗпчев лартнӑ.
«Ку кӗнеке Владимир Путин ҫинчен мар. Ун пирки малтан та сахал мар кӗнеке кӑларнӑ», — тенӗ вӑл кӗнеке аннотацийӗнче. Ҫапла автор «Путина ӑнланас, ахаль Раҫҫей ҫыннисене унра мӗн килӗшнине пӗлес» тенӗ имӗш.
Калле Книивиля 2013 ҫулти авӑн уйӑхӗнче пулнӑ Раҫҫейри пилӗк хула хушшинче Шупашкарпа Ҫӗмӗрле иккен. Вӑл ҫав ҫулҫӳрев унра иккӗлле кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлтернӗ. Пӗр енчен, СССР арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене пурнӑҫ шайне лайӑхлатма тата чикӗ леш енне кайма пултарни имӗш. Япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасси демократи сӑмах ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн пӗлтерӗше ҫухатни-мӗн.
Хайхи журналист ҫынсенчен пӗр пайӗ ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесен тата вӗсене тӗкӗнмесен те ҫырлахнине асӑрханӑ пулать.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче СССР Журналистсен союзӗн пайташӗн, чылай ҫул Елчӗк район хаҫачӗн редакторӗнче, культура пайӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ паллӑ журналистӑн, ҫыравҫӑн, Патреккелте ҫуралса ӳссе унтах пурӑннӑ Александр Миллинӑн кӗҫӗн ҫулхи ачасам валли пухса хатӗрленӗ «Мухтанчӑк» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Ҫак кунсенче вара Патреккел ял тата шкул вулавӑш фончӗ унӑн ывӑлӗ Борис Миллин ыркӑмаллӑх акцине хутшӑнса парнеленӗ ҫӗнӗ чӑвашла кӗнекесемпе пуянланнӑ. Кӗнекене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ май пӗчӗк вулакансене ял тата шкул вулавӑш библиотекарӗсем Тамара Захаровӑпа Татьяна Никифорова Александр Георгиевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Александр Миллин ывӑлӗ Борис Александрович кӗнеке мӗнле калӑплани, пичетрен тухни ҫинче чарӑнса тӑнӑ, ачасене вӗренӳре тӑрӑшса вӗренме, кӗнекепе яланах туслӑ пулмаллине ӑнлантарнӑ. «Мухтанчӑк» кӗнекене И.В.Алексеев художник ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ тесе пӗлтернӗ район администрацийӗн сайтӗнче.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ — Лаврентий Таллеровӑн юлашки романӗ — тухнӑ. Вӑл «Ыр-хаяр» ятлӑ. Унта авторӑн ҫакнашкал ятлӑ романӗ те кӗнӗ.
Романсӑр пуҫне асӑннӑ кӗнекере «Амук тесе чӗнетчӗҫ ӑна», «Лаша каҫанӗ» повеҫсем те пур. Вӗсем 1980-мӗш ҫулсенчех пичетленсе тухнӑ, каярахпа редакциленӗ. Ҫавӑн пекех «Ыр-хаяр» кӗнекене «Ушкӑн-ушкӑн асаилӳ» автобиографи очеркӗсен серийӗ кӗнӗ.
Кӗнеке вӗҫӗнче Юрий Артемьев литература тӗпчевҫин «Самана чӑтлӑхӗнче пытарӑнакан чун» статйине вырнаҫтарнӑ.
Аса илтеретпӗр: чӑваш халӗх ҫыравҫи, прозаик тата публицист Лаврентий Таллеров ҫулталӑк каялла 85 ҫула ҫитсе ҫӗре кӗнӗ.
Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем валли Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑша илсе кайса кӑтартнӑ.
«Хӑйне майлӑ кӗнекесен ҫӗршывӗнчи ҫулҫӳрев» ятпа йӗркеленӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасене куҫ начар куракан ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Пӗчӗкскерсене ун пек кӗнекене кӑларма шухӑшласа кӑларнӑ Франци тифлопедагогӗн Луи Брайлӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. 1809 ҫулта ҫуралнӑ ҫын 43 ҫул кӑна пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫсӑррисем валли алӑпа хыпашласа вуламалли шрифт шухӑшласа кӑларма ӗлкӗрнӗ.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем ачасене вуламалли тата ҫырмалли хатӗрсене, кӗнекесене кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне «Калаҫакан кӗнеке» пайпа та пӗчӗккисем кӑсӑклансах паллашнӑ. Унта CD-диск ҫине пухнӑ аудиокӗнекесене, аудиокассетӑсене, флешкарттӑсене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Чӑваш кӗнеке издательстви Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗрти вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫченсен квалификацие пысӑклатакан институт, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономийӗ чӗннипе регионсем хушшинче иртнӗ «Иван Яковлевӑн педагогика еткерӗ хальхи вӗренӳпе культура аспектӗнче» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш чӗлхи кунне тата чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫи ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ.
Конференцие килнӗ регион тата муниципалитет органӗсен вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем, ертӳҫӗсемпе педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, музей тата культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем валли Чӑваш кӗнеке издательстви курав йӗркеленӗ. Конференцие ҫитнисем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, чӑваш халӑх культурипе хатӗрленӗ вӗренӳпе медодика литературипе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Экспозицире, паллах, Чӑваш кӗнеке издательстви Иван Яковлевӑн пилӗк чӗлхепе кӑларнӑ «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Повествование о чувашах» (Е.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тата Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш халӑхне панӑ халала» тепӗр хут кӑларнӑ. Пӗлтӗр кӑларни питӗ хӑвӑрт саланса пӗтнӗ иккен. Хальхинче вӑл пилӗк чӗлхепе — чӑвашла, вырӑсла, нимӗҫле, хрантсусла, акӑлчанла — пичетленнӗ.
Асӑнса хӑварар: Иван Яковлев Халала 1918 ҫултах ҫырма шухӑшланӑ, ӑна вӑл 1921 ҫулта Чӗмпӗрте ывӑлӗсемпе Алексейпе тата Николайпа хатӗрленӗ. Халал 1955 ҫулчен Иван Яковлевич архивӗнче упраннӑ. Архив 1922 ҫултанпа истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн, А.И.Яковлев профессорӑн хваттерӗнче пулнӑ. Иван Яковлевӑн мӑнукӗ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 ҫулта архивӑн тӗп пайне В.И.Ленин ячӗллӗ СССР Патшалӑх вулавӑшне панӑ. Ҫапла май Халал чӑваш халӑхӗ патне ҫитнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 11-мӗш класӗнче вӗренекенсем Н.К. Тинюкова вӗрентекенпе пӗрле Анатолий Емельяновӑн «Хура кӑрӑҫ» кӗнекине тишкернӗ.
Хайлаври тӗп сӑнарӑн, Крисла Ҫеменӗн, ӗҫченлӗхӗ ачасене килӗшет-мӗн. Анчах ҫемье ӑшшине упрас, ача-пӑчана тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстерес тӗллев мар унӑн. Укҫа-тенкӗ пухасшӑн ҫунать. «Укҫа-тенкӗ чирӗ ернӗ Ҫемен ҫынлӑха ҫухатать, кил ӑшши пирки шухӑшламасть», — тесе вӗренекенсем Крисла Ҫеменне сивленӗ.
Ачасем Крисла Ҫеменне хура кӑрӑҫпа танлаштарнӑ. Хура кӑрӑҫ — вӑрманта ӳсекен ҫирӗп те хытӑ кӑмпа. Анчах ҫак кӑмпан та ҫитменлӗхӗ пур: вӗтӗ хурт ерет те ҫак кӑмпа пӗтет. Крисла Ҫеменӗ те хура кӑрӑҫ пекех ҫирӗп те тӗреклӗ. Аварие лексен те сывӑ юлать, Лариван платник хытах хӗнесен те вилмест. Чунӗ те, сывлӑхӗ те хура кӑрӑҫ пек ҫирӗп. анчах Крисла Ҫеменне укҫашӑн ҫунни тата ӗмӗтсӗрлӗх тӗп тӑваҫҫӗ — ҫемйи арканать. Укҫа чирӗ шала каять. Укҫа вырӑнне укҫа пулӗ-ха, анчах ҫын вырӑнне ҫын пулмасть. Вилнӗ арӑмне тӑратса лартаймасть Ҫемен.
Ыран паллӑ прозаик, публицист, тӑлмач, чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр (Федор Ермилович Уяр) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Схури-Матак ялӗнче ҫуралнӑ.
Хветӗр Уяр Самарти чӑваш шкулӗнче, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенскри тата Чаваш Республикинчи педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Унтан вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Каярахпа Чӑваш Республикинчи Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ, Чӑваш радиокомитетӗнче литература ӗҫченӗ пулнӑ. Хветер Уяр ЧАССР Кӗнеке палатинче, «Капкӑн» журнал редакцинче те ӗҫленӗ.
Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Федор Ермилович чӑваш литературине пӗчӗк жанрпа кӗнӗ (калавсем, очерксем, фельетонсем…). Пӗрремӗш хайлавӗ 1930 ҫулта пичетленнӗ.
Пӗлтерӗшлӗ кӗнекисенчен пӗри — «Таната» историллӗ романӗ. Ӑна Чӑваш Ен литературовечӗсем кӑна мар, Мускаврисем те, ют ҫӗршыврисем те пысӑк хак панӑ.
Хветӗр Уяр вырӑссен илемлӗ литературине чӑвашла куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.