Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: парӑмсем

Республикӑра
discover24.ru сайтри сӑн
discover24.ru сайтри сӑн

Элӗкре пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм 4 ачине пӑрахнӑ та вӗсене нимпе те пулӑшман, алимент тӳлемен. Парӑм 800 пин тенке ҫитнӗ.

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах вӑл кун хыҫҫӑн та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман, ӗҫ шыраман.

Хальхинче хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна колони-поселение 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑнна.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81268
 

Республикӑра
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн

31 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Унӑн икӗ ачи урӑх ҫемьере пурӑнаҫҫӗ. Унӑн вара алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл укҫа куҫарса паман. Куншӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ.

Ку та пулӑшман. Алимент парӑмӗ 200 пин тенкӗрен ытла иртнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӑна суд приставӗсем уйрӑма илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм унта йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнма хӑтланнине, ачасен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнине каласа кӑтартнӑ.

Анчах хӗрарӑм алмиент тӳлӗ-и? Унӑн, суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, уйӑхсерен икӗ ачишӗн 21 пин тенкӗ куҫармалла. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
Суд приставӗсем тунӑ сӑн
Суд приставӗсем тунӑ сӑн

39 ҫулти арҫын сусӑр ачишӗн алимент тӳлеме шухӑшламан та. Унӑн уйӑхсерен 6,4 пин тенке яхӑн куҫарса тӑмалла пулнӑ. Анчах ҫакна вӑл пурнӑҫламан – парӑм 1 миллион тенке ҫитнӗ.

Приставсем ҫав арҫынна шыраса тупнӑ. Халӗ унӑн решетке хыҫӗнче 2 эрне ирттерес хӑрушлӑх пур. Ӑна парӑмӗшӗн темиҫе хутчен те ӗҫлеттернӗ, административлӑ майпа арестленӗ, уголовлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлесси пирки шутламан.

Халӗ ҫав арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
Приставсен федераци службин архивӗнчи сӑн
Приставсен федераци службин архивӗнчи сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти арҫыннӑн кашни уйӑхрах тупӑшӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл укҫа куҫарса тӑман. Ҫапла парӑм 667 пин тенке ҫитнӗ.

Приставсем унӑн пурлӑхне арестлесен, хӑйне машинӑпа ирӗклӗ ҫӳреме чарсан тин вӑл парӑма татасси пирки шутлама пуҫланӑ. Пакунлисем ӑна унсӑрӑн пурлӑхне сутма пултарасси, хӑйне штраф тӳлеттересси пирки асӑрхаттарнӑ. Кун пек чухне пуҫиле ӗҫ пуҫарассине те каланӑ.

Приставсемпе калаҫнӑ чухне арҫын парӑма тахҫанах татма, ывӑлӗпе хутшӑнма шухӑшланине каланӑ. Кӗҫех ача амӑшӗн расчет счечӗ ҫине пӗтӗм парӑм укҫи куҫна.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑвашбройлерӗнче» ӗҫленӗ ҫынсем тинех ӗҫ укҫине илнӗ. Прокуратура пулӑшнипе вӗсен умӗнчи парӑма - 3 миллион тенке - татнӑ. Пӗтӗмпе 40 ҫын шалу илнӗ.

Предприяти панкрута тухнине Арбитраж сучӗ 2018 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Унти ӗҫченсен умӗнчи парӑма вара кӑҫал ака уйӑхӗнче татма шантарнӑ. Анчах ку тӳрре тухман.

Организацие тата ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Ертӳҫине уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80356
 

Республикӑра
 kmscity.ru сайтри сӑн
kmscity.ru сайтри сӑн

Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан арҫын икӗ ачишӗн алимент туллин тӳлемен. Унӑн официаллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулман, кашни уйӑхра 1-5 пин тенкӗ куҫарса тӑнӑ. Ҫавна май чылай вӑхӑт ӑна административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттарайман.

Парӑм вара пухӑнсах пынӑ. Суд приставӗсем транспортпа ирӗклӗн ҫӳреме чарсан тин вӑл пысӑк парӑмне татнӑ: ачисемшӗн 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Ку кӑна мар, кун хыҫҫӑн арҫын официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫнӑ, халӗ вӑл уйӑхсерен шалӑвӗн 1/3 пайне куҫарса тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80096
 

Республикӑра
transphoto.org сайтри сӑн
transphoto.org сайтри сӑн

Чӑваш Енӗн юн резерв фондӗнчен 80 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ку укҫапа Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татӗҫ.

76 млн та 400 пин тенки Шупашкара кайӗ, 3 млн та 500 пин тенки - Ҫӗнӗ Шупашкара. Сӑмах май, квартал пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электроэнергишӗн 73 млн та 400 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79940
 

Республикӑра
rualimenty.ru сайтри сӑн
rualimenty.ru сайтри сӑн

Улатӑр районӗнчи 41 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 1,4 миллион тенкӗ таран пухӑннӑ. Малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, кайран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Арҫын явап тыттарсан та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ӗҫлеме вӑй питти пулсан та вӑл ӗҫе вырнаҫман, ачисемшӗн алимент тӳлес тесе тӑрӑшман.

Нумаях пулмасть ӑна суд тунӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 4 уйӑх ирттерме тивӗ.

 

Экономика
mychu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mychu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗринче рабочие ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен. Кӑлтӑка хулари Мускав районӗн прокуратури тупса палӑртнӑ.

«КАН» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ рабочисенчен пӗрне 2 уйӑх ытла укҫа тӳлемен. Парӑм 23 пин тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах строительство компанийӗн укҫа пулнӑ, анчах ӑна вӑл урӑх тӗллевпе усӑ курнӑ.

Прокуратура директор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче предприятире ҫынсене шалу тӳлемен ытти тӗслӗхе те, тен, тупса палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
gorodnabire.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gorodnabire.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ тейӗн. Унӑн алимент парӑмӗ пухӑнса кайнӑ, вӑл вара ним пулман пек пурӑннӑ. Суд нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫур ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Алимент тӳлессинчен пӑрӑнса ҫӳрекенсене РФ Пуҫиле кодексӗн статйипе явап тыттарма пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑм тӗлӗшпе шӑпах ҫапла йышӑннӑ та.

Хайхине унччен административлӑ майпа явап тыттарса пӑхнӑ-ха, анчах хӗрарӑм тӑна кӗмен. Вӑл пӗр хутчен 1000 тенкӗ тӳленӗ те ҫырлахнӑ. Пӗчӗк ывӑлӗ умӗнчи алимент парӑмӗ вара хӑйӗн 350 пин тенкӗрен те иртсе кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын