Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ республикӑн Спорт министерствин тавӑҫне тишкерме килӗшмен.
Тавӑҫа ведомство «Алза» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе хатӗрленӗ. 2019 ҫулта панкрута тухнӑ строительство организацийӗнчен ведомство 124,6 миллион тенкӗ шыраса илме хӑтланнӑ. «Алза» биатлон комплексне тума пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫлемен. Асӑннӑ 124,6 миллион тенкӗрен 46,3 миллионне сӑлтавсӑр пуйнӑшӑн шыраса илес тенӗ, 76,5 миллионне – ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн, 1,9 миллионне – оборудование вӑхӑтра туянманшӑн.
Суд ларӑвӗнче стройорганизаци парӑмне кредитор требованийӗсен реестне кӗртни палӑрнӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ рефинансировани ставкине пӗчӗклетнине кура пени виҫине 76,5 миллион тенкӗрен 58 миллиона ҫити чакарнӑ.
Шупашкарти биатлон комплексне тӑвас пирки килӗшӗве 2013 ҫулта алӑ пуснӑ. Объекта 2016 ҫулта хута ямалла пулнӑ. Ӗҫ хакӗ 371 миллион тенкӗпе танлашнӑ. 2019 ҫулта контракта пӑрахӑҫланӑ, «Алзаран» парӑма шыраса илессине уйрӑм производствӑна уйӑрнӑ.
Чãваш Енре ҫӳп-ҫап турттарассипе ӗҫлекен «Экоцентр» регионти операторãн партнер-предприятисем умӗнчи парӑмӗ ҫӗршер миллион тенке ҫитнӗ. Ҫӳп-ҫап операторӗн тӑкакӗсем республикӑн Тариф службине тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствине шухӑша янӑ. «Экоцентрӑн» панкрута тухас хӑрушлӑх пур.
Аса илтерер: 2018 ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассипе ҫӗнӗ тытӑм ӗҫлеме пуҫларӗ. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ ӑнланманлӑх час-часах сиксе тухкаларӗ. Халӗ пур ҫӗрте те ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пур (2019 ҫулта компани 4 пин ытла контенйер туяннӑ), машинӑсем йӑлари хытӑ каяша турттарса тӑраҫҫӗ.
«Экоцентр» халӗ Чӑваш Ени 1704 ялти йӑлаи хытӑ каяша турттарса тӑрать. Анчах ӗҫшӗн халӑхӑн 85 проценчӗ ҫеҫ тӳлет иккен.
«Юрма» агрохолдинга каллех панкрута кӑларма ыйтаҫҫӗ. Арбитраж сучӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн парӑмӗ 1,6 миллиард тенке яхӑн.
Суда тавӑҫа Перекет банкӗ тӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тавӑҫа тӗрӗслеме суд ларӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ. Тавӑҫра 1 миллиард та 695 миллион тенкӗ те 537 пин те 705 тенкӗ ыйтса ҫырнӑ.
Сӑмах май, 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Арбитраж судне Тутарстан компанийӗ «Юрмана» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ ҫырнӑ. Нумаях пулмасть агрохолдингӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ҫитменлӗхсене пӗтересси пирки пӗлтернӗ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемесӗр пурӑнннӑ. Парӑм питӗ нумай пухӑннӑ – 1 миллион таранах. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна сӑлтавсӑрах алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Алимент тӳлемелли суд хушӑвне 2007 ҫулта кӑларнӑ. Унӑн шалӑвӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне тытса юлмалла пулнӑ.
Арҫын вара алимент тӳлемен. Парӑм ҫулран ҫул пухӑнса пынӑ, 1 миллион тенке ҫитнӗ. Куншӑн ӑна тӗрмене 1 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Чӑваш Ен Аслӑ судӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ.
27 ҫулти амӑшне ачисене алимент тӳлеменшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Алимент парӑмӗллӗ виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑма Красноармейски районӗн сучӗ ӗҫлесе юсантарас тенӗ.
Анчах вырӑнти прокуратура айӑплава ытла та ҫемҫе тесе аппеляци мелӗпе республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ.
Алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма унччен явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 461 пин тенке ҫитнӗ. Амӑш прависӗр юлнӑскер тӗпренчӗкӗсем пирки пачах та шухӑшламан тейӗн. Унсӑр пуҫне вӑл ют пурлӑха вӑрласа судпа айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
⠀
Улатӑрта пурӑнакан 37 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 300 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл ачисемшӗн темиҫе ҫул укҫа куҫарса паман.
Приставсем ӑна киле шырама пынӑ. Амӑшӗ влаҫ ҫыннисене кӗртес мар тесе алӑка кӗлеткине хупланӑ, кӑшкӑрашнӑ. Анчах суд приставӗсем пӗрех ӑна ӳкӗте кӗртме пултарнӑ. Ун тӗлӗшпе адмпротокол ҫырнӑ.
Приставсем пӳрте кӗрсен хӗрарӑм вӗсем хыҫҫӑнах утнӑ, ывӑлӗ килте пурӑнманнине, хӑш чух ҫеҫ килсе курӑннине каланӑ. Суд приставне вара палас хӗрри тирпейсӗр хуҫланчӑк пулни сисчӗвлентернӗ. Вӗсем тӗп сакайне пытаннӑ арҫынна 10 минутра унтан кӑларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Парӑма кӗрсен тухма йывӑр ҫав. Ҫӗмӗрле хулинче вырнаҫнӑ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ 2012-2014 ҫулсенче пухнӑ парӑмсемпе паян кун та татӑлса пӗтеймест. Предприятин счечӗсене арестленӗ. Предприяти хӑйне панкрута кӑларма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Тавӑҫ Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче выртать.
Паян Ҫӗмӗрле хулипе районӗнче Чӑваш Ен промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев пулнӑ. Вӑл вырӑнти тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, маларах асӑннӑ МУПри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Сергей Лекарев вырӑнти тӳре-шарапа унитарлӑ предприятийӗнчи лару-тӑрӑва татса памалли майсене тишкернӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара шалу тӳлес ыйтупа канашлу ирттернӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ӗҫ законодательствине пӑснӑшӑн должноҫри ҫынсене 129 хутчен, предприятисене 57 хутчен, уйрӑм усламҫӑсене 18 хутчен штрафланӑ. Вӗсене 3,3 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Асӑрхаттару хучӗсене 42 хутчен шӑрҫаланӑ.
Шалу парӑмӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 12,7 миллион тенкӗлӗх чакнӑ.
Парӑмлӑ предприятисем хушшинче панкрут-предприятисем те пур. Ун пеккисен парӑмӗ – 50,5 миллион тенкӗ.
Уйрӑмах пысӑк парӑмли – Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксен савучӗ. Вӑл 16,2 миллион тенкӗ парӑм пухнӑ. Предприятие панкрута кӑларнӑ, унта конкурс управленийӗ туса хунӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах умӗнхи кун хӗрарӑм патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кредит учрежденийӗнчи унӑн «уйрӑм ҫын пӳлӗмне» ватакан тупӑннӑ, такам счет ҫинчи укҫана вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Ултавҫӑсен хӑнӑхнӑ меслечӗпе усӑ куракан «банкир» хӗрарӑма пур пек укҫана ятарлӑ счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ун пек никам та ним те тӑваймӗ, укҫана ют ҫын тӗкӗнеймӗ имӗш.
Арҫын каланӑ номер ҫине хӗрарӑм 650 пине яхӑн куҫарнӑ. Кайран хӗрарӑма ун ячӗпе такамсем темиҫе кредит учрежденийӗнче кредитсем илнӗ тесе хыпарланӑ. Парӑма хӑвӑрт татас тесе хӗрарӑм 600 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Вӑл укҫана «парӑма» татма куҫарнӑ. Ҫапла вара преступниксен счечӗ ҫине 1 миллион та 248 пин тенкӗ куҫса кайнӑ.
...ЧР ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа шӑнкӑравлани кредит парӑмне пӗтерме тата тепӗр кунне ҫӗнӗ карта кӑларма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |