Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум.
Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ.
Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ.
Суйлав иртсе кайрӗ. РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Леонид Черкесовпа Анатолий Аксаков каясси пирки пӗлтернӗччӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче вырӑнсене епле пайланӑ? Вӑл е ку партирен миҫе депутат пулӗ унта? Хальлӗхе списока ҫирӗплетмен. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен 36 депутат пулӗ.
КПРФ парти валли Патшалӑх Канашӗнче 3 вырӑн уйӑрнӑ. ЛДПР валли те ҫавӑн чухлех вырӑн пулӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен унта 2 депутат пулӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫӗнӗ созывне унчченхи партисемех лекнӗ. Кун пирки республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнерхи ларура пӗлтернӗ.
Ҫурлан 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Ӗнер республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче чӑваш парламентӗнчи мандатсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ, либерал-демократсен партийӗ тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем хушшинче пайлассине пӗлтернӗ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче, аса илтеретпӗр, 22 мандата пӗр мандатлӑ суйлав округӗсемпе суйланнисем йышӑнӗҫ. Тепӗр 22-шне — парти списокӗпе ҫӗнтернисем. Парти списокӗнчисенчен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине 14 мандат лекӗ, коммунистсемпе либерал-демократсене — виҫшер, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫее» — иккӗ.
Маларах эпир РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков хӑйсен партийӗнчен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне виҫҫӗн лекессине шаннине пӗлтернӗччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри политика канашӗн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗнче Вадим Николаевах хӑварасшӑн. Ӑна вӗсем республикӑн Патшалӑх Канашӗнчен унта ҫирӗплетесшӗн.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем хӑйсен пухӑвӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче фракци йӗркелес тата РФ Федераци Канашне ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сенатора сӗнес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Аса илтерер, унччен Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен Вадим Николаев тата республикӑн экс-президенчӗ Николай Федоров, вӑл вице-спикер, пулнӑччӗ.
Сенаторсенчен Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине, Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Вырсарникун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, республикӑра, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче пекех, черетлӗ суйлав иртрӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗр хыпар сарӑлчӗ — чӑвашла бюллетень ыйтнӑшӑн суйлава килнӗ ҫынна «провокатор» тесе айӑпланӑ. Чи малтанах кун пирки «Идель. Реалии» сайт пӗлтерчӗ, кайран вӗсем ҫине таянса хамӑр та хыпарларӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ чӑннипе мӗнле иртнине пӗлес тесе эпир Илле Ивановпа ҫыхӑнтӑмӑр.
— Ырӑ кун, Илья Арсентьевич! Тӗнче тетелӗнчи информаци тӑрӑх сирӗнпе вырсарникун, сасӑлава кайсан, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку тӗрӗс-и?
— Тӗрӗссипе каласан манпа нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Такамсемшӗн пӑтӑрмах та пулӗ, маншӑн вара нимӗнле пӑтӑрмах та ҫук.
— Хыпара ӗненес пулсан эсир суйлава ҫитсен бюллетене чӑвашлине ыйтнӑ.
— Ку тӗрӗс ӗнтӗ. Ун пекки ытти суйлавсенче те пулнӑ. Малтан та эп чӑвашлине ыйткаласа курнӑ. Хӑш-пӗр чухне тӑван чӗлхепе ҫырса паманнине пула сасӑламанни те пулнӑ.
Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнӑ. Суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ тӑрӑх (татӑклӑ пӗтӗмлетӗве Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ҫак эрнери эрнекун тума палӑртать) ытларах сасӑ пухнисем хушшинче — Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Олег Николаев тата Анатолий Аксаков.
Паянхи курнӑҫӑва Анатолий Акасаков хутшӑнайман иккен, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра.
Чӑваш Ен Элтеперӗ суйлава саккунпа килӗшӳллӗ, уҫӑмлӑ, конкурентлӑ майпа иртнӗ тесе палӑртса хӑварнӑ. Суйлав компанийӗнче мала тухнисене Михаил Игнатьев конструктивлӑ ҫыхӑну тытма, вӑй-хала республика тата республика халӑхӗн ырлӑхӗшӗн пӗрлештерме чӗнсе каланӑ.
Тӗлпулӑва республикӑри ытти тӳре-шарапа депутат та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кам кайӗ? Сулава пӗтӗмлетнӗ. Кремльте пирӗн республикӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи Леонид Черкесов хӳтӗлӗҫ.
Тӗп суйлав комиссийӗн пӗр пӳлӗмӗнче 12 ҫын пухӑнса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Вӗсем пӗр саслӑн пулса Патшалӑх Думине каякан депутатсене ҫирӗплетнӗ.
Канашри пӗр мандатлӑ округра Анатолий Аксаковшӑн 84920 ҫын сасӑланӑ. Ку 29,9 процентпа танлашать. Шупашкарта суйлавра Леонид Черкесов мала тухнӑ. Уншӑн 125456 ҫын сасӑ панӑ. Ку — 46,77 процент.
Каласа хӑварас пулать, вӗсемсӗр пуҫне парти списокӗпе Патшалӑх Думинче пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов, Олег Николаев тата Алена Аршинова кайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ.
Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен.
Шупашкарти 2063-мӗш суйлав участокӗнче Илья Иванов суйлав бюллетенне чӑвашла пама ыйтнӑ. Конституцири «Чӑваш Республикинчи чӗлхе саккунӗ пирки» 8-мӗш статьяпа килӗшӳллӗн, пирӗн республикӑра вырӑс тата чӑваш чӗлхисем патшалӑх чӗлхисем шутланаҫҫӗ.
Анчах 4 бюллетеньрен 2-шӗнче ҫеҫ пуҫламӑшӗнчине чӑвашла ҫырнӑ. Ҫавӑнпа Илле Иванов тӑваттӑшне те илме хирӗҫленӗ, протест туса сасӑлама пачах килӗшмен. Унӑн шухӑшӗпе, бюллетеньсен йӑлтах чӑвашла та пулмалла.
Унччен маларах Илле Иванов ӗҫтеш-журналистсене ҫакна ӳкерме чӗннӗ. Суйлав участокӗн председателӗ Людмила Рейнгольд ҫакна провокаци вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл журналистсене айӑплама тӑнӑ, участокри полицейские чӗннӗ. Анчах йӗрке хуралҫи Ивановӑн заявленийӗнче йӗркене пӑснине тупман.
Илле Иванов ӑна комисси председателӗ кӳрентернӗ тесе акт ҫырнӑ. Вӑл тата унӑн арӑмӗ чӑвашла бюллетеньсем пама ыйтса заявлени ҫырнӑ.
Комисси секретарӗ М.Рамская чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине туннӑ. Анчах комисси пайташӗсенчен пӗри Тутарстанра бюллетеньсене патшалӑх чӗлхипе пичетленине персе янӑ.
Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пӗлтӗр Тӗп суйлав комиссине бюллетеньсене чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫырнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ.
Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ.
Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |