Суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахла ҫак пулӑм ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре сиксе тухнӑ. Унта пӗр хӗрарӑм хаҫат патне тухнӑ. Киоска е пуштӑна кайман-ха вӑл — «Раҫҫей патриочӗсем» партин пичет кӑларӑмне куҫ хывнӑ.
Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм пичет кӑларӑмне хаҫат валеҫекенӗн аллинчен туртса илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ чӗрке мунча хутма кирлӗ пулнӑ тес — киле вӗҫтермен. Хула администрацийӗ енне васканӑ.
Ку ӗҫе тӗпченӗ йӗрке хуралҫисем пӗтӗмлетнинчен ҫакӑ палӑрнӑ: хӗрарӑм хаҫата хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ 13, 14 тата 16 ҫулсенчи хӗрӗсенчен пӗрне тыттарнӑ. Хаҫат хуҫи — парти пайташӗ — хӑваланӑран хӑраса ӳкнипе тарнӑ. Килелле мар, хула администрацинелле. Унта ҫитсе пуҫлӑх пӳлӗмне кӗрсе кайнӑ. Мӗншӗн унта тетӗр-и? Урӑх пӳлӗмсене пӗлмен имӗш вӑл, ҫавӑнпа пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ пуҫлӑх пӳлӗмне кӗрсе ҫухалнӑ. Хаҫат йӑтса таракан хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пичет кӑларӑмӗсене агитатор хӑй тыттарнӑ имӗш.
Йӗрке хуралҫисем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахра саккуна пӑсни ҫук. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: хаҫат валеҫекене йӗрке хуралҫисене суйса пӗлтернӗ тесе айӑплаттарасшӑн пулнӑ та, анчах пакунлисем ун пек позицие йышӑнман.
«Ютуб» видеохостинг виҫӗмкун Канаш районӗнчи Шӑхасанти 2717-мӗш номерлӗ суйлав комиссийӗн пайташӗн Наталия Васильевӑн видеомелпе чӗнсе каланине вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл суйлавпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки асӑнса кайнӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче суйлав комисси пайташӗсене ӗҫпе ҫыхӑннӑ канашлӑва чӗннӗ. Ҫавӑнта комисси пайташӗсене яваплӑ ҫуртсене пайласа панӑ, открепительнӑй удостоверени патне пымаллисен списокне те тыттарнине калать вӑл. Килсерен ҫӳресси суйлав комиссийӗн пайташӗн тивӗҫӗ мар тесе шухӑшлать Наталия Васильева.
Раҫҫейри партисенчен пӗрин (ятне кунта асӑнмӑпӑр) мӗн чухлӗ сасӑ пухмаллине те каласа хунине пӗлтерет ҫав хӗрарӑм.
Суйлав комиссийӗсен пайташӗсен суйлав саккунне пӑхӑнмалла тесе шухӑшланӑ май хӗрарӑм Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫинчен Элла Памфиловӑран пулӑшу ыйтать.
Видеора чӗнсе каланинче асӑннӑ фактсене тӗрӗслеме Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков ӗнер Канаш районӗнчи территорири суйлав комиссийӗн ертӳҫи Лия Арсентьева ячӗпе ыйтса ҫырнӑ.
Чӑваш чиновникӗсем валли этика кодексне хатӗрленӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн тепӗр ҫурринчен вӑя кӗрӗ.
Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Этика кодексӗнче мӗн палӑртнӑ-ха? Унта ҫакнашкал пунктсем пур:
1. Граждан служащийӗсем ахаль ҫынсен тата юридици сӑпачӗсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе объективлӑ пулмалла.
2. Профессионал шайӗнче ӗҫлемелле.
3. Влаҫ ятне варалакан конфликтлӑ лару-тӑруран пӑрӑнмалла.
4. МИХсен ӗҫне хисеплемелле.
5. Ют ҫӗршывсенчи банксенче счет пулмалла мар.
6. Халӑх умӗнче калаҫнӑ чухне вӑл е ку тавар хакне ют ҫӗршыв валютипе асӑнмалла мар.
7. Тупӑш пирки вӑхӑтра пӗлтермелле. Ку мӑшӑра та пырса тивет.
8. Коррупци пирки Элтепере пӗлтермелле.
9. Усал сӑмахсенчен, тӳрккеслӗхрен пӑрӑнмалла, халӑхпа калаҫнӑ чухне пирус туртма юрамасть.
10. Профессионализм тӗслӗхӗ пулмалла.
Ку – тулли список мар-ха. Ҫаксене пӑхӑнмасан Элтепер шанӑҫӗнчен тухнипе ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен пысӑк пайне политика кӑсӑклантармасть. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, пирӗн ҫӗршыврисенчен 80 проценчӗ политика пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма хатӗр мар.
Юрий Левадӑн "Левада-Центр" аналитика центрӗ тӗпчеве ҫурла уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта Раҫҫейӗн 48 регионӗнчи 1600 ҫын хутшӑннӑ. Интервьюерсем респондентсем патне киле кайса калаҫнӑ. Кун пек чухне йӑнӑш 3,5 процентран пысӑк мар тесе ӗнентерет маларах асӑннӑ аналитика центрӗ.
Политикӑран аякра тӑракансен йышӗ кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процент ӳснӗ. Политикӑран пӑрӑннин сӑлтавӗ ансат: ҫынсем хӑйсем мӗн те пулин ылмаштарма пултарассине ӗненмеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 28 проценчӗ политика ахаль ҫынсем валли мар тесе шухӑшлать. Ҫавӑн чухлех тепӗр ушкӑн кулленхи ӗҫ вӑхӑт нумай илнипе сӑлтавланӑ. 21 проценчӗ политикӑра нимӗн те ӑнланманнине йышӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 13 проценчӗ: "Политика — таса мар ӗҫ, вараланас килмест", — тесе касса татнӑ. 5 проценчӗ вара влаҫрисем кайран йӗрлеме пуҫласран шикленнине пытарман.
Респондентсен 66 проценчӗ влаҫпа ҫыхланасран пӑрӑнма тӑрӑшнине пӗлтернӗ.
Ҫитес уйӑхра иртекен суйлава Шупашкарти сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене фотоаппаратлӑ телефонсемпе кайма хушнӑ имӗш.
«Чебоксары24» сайтра Глеб Постнов корреспондент пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара ӑна ӑна республикӑн тӗп хулинчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи служащисем пӗлтернӗ. Телефонпа сасӑлав пӳлӗмӗнче усӑ курма, унпа бюллетеньре епле сасӑланине ӳкерсе илме хушнӑ пулать. Кайран ҫав сӑнӳкерчӗке санитаркӑсемпе медицина сестрисен, врачсен хӑйсен пуҫлӑхӗсене ярса памалла.
Енчен те ку хыпар тӗрӗсех пулсан, кун пек фактсене прокуратурӑна хӑюллӑнах пӗлтерме юрать, мӗншӗн тесен ҫакӑ — суйлав саккунне пӑсни кӑна мар, этем ирӗклӗхне хӗсӗрлени те.
Хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене кирлӗ-кирлӗ мар партисен агитацине — листовкӑсене, хаҫатсене — подъездсенче асӑрхасан та пӗлтерме хушнӑ тесе ҫырнӑ Глеб Постнов.
Нумаях пулмасть «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑватӑ ҫын кӗрешрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ шухӑша ячӗ. Кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулчӗҫ. Хисеплӗ ята икӗ ҫынна панӑ: Анатолий Леонтьева тата Николай Григорьева.
Малтанах сасӑлав тӗнче тетелӗнче иртнӗ. Унта сасӑлав мӗнле иртнине ӑнлантарма кирлӗ мар. Кадидатсем мала тухас тесе ҫынсем патне ссылкӑсем яраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ ветеран тӗнче тетелӗ пирки мӗн пӗлтӗр-ха? Майя Костина та ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Вӗсем компьютер тытса курнӑ-ши? Паллӑ ӗнтӗ: тӗнче тетелӗнче вӗсем хӑйсемшӗн сасӑ сахал пухаҫҫӗ.
«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине» палӑртнӑ хыҫҫӑн «Ҫыхӑнура» канашлура ҫакна сӳтсе явнӑ. «Тус патшалӑх органӗнче ӗҫлет. Ун патне тӗнче тетелӗнче ҫакнашкал хыпар килнӗ: «Сасӑлава хутшӑнма ыйтатпӑр. Юлашкинчен калани: хуравламалли шпаргалка: Леонтьев Анатолий Афанасьевич».
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет.
Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине.
Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ.
Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗ ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствине ют ҫӗршывсенче Чӑваш Ен элчелӗхне уҫма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ведомство хурав панӑ.
Халӗ экономика тӗлӗшӗнчен лару-тару лайӑхах маррине пула ют ҫӗршывсенче элчелӗх уҫас ӗҫ вырӑнсӑррине пӗлтернӗ. Ҫапах министерство Чӑваш Енри компанисене ют ҫӗршывсенчи рынока тухма пулӑшассине ҫырнӑ.
Элчелӗхе РФ Ют ҫӗршывсен министерстви ирӗк парсан ҫеҫ йӗркелеме юрать. Ӑна регионӑн хӑйӗн тытса пымалла. Ҫавӑн пекех Владимир Аврелькин РФ Ют ҫӗршывсен министерствинче партнерсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн инфратытӑм лайӑххине палӑртнӑ. Ҫитменнине, РФ Финанс министерстви хальхи лару-тӑрура хысна укҫине перекетлеме сӗннӗ.
Аса илтерер: «Ирӗклӗх» элчелӗх йӗркелеме сӗнсе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫырупа тухнӑ.
Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗшне хӑпартассипе хӑпартмасси пирки пӗр вӑхӑтра самай тавлашрӗҫ-калаҫрӗҫ. Шыв ҫӳллӗшне хӑпартмалла мар тесе ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев пӗлтӗр хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тесе те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шыв ҫӳллӗшне хӑпартни пирӗн республикӑшӑн аван тенӗрен ку хыпар самай пӑшӑрхантарчӗ.
Анчах халӗ пӑх та кур: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыв правительстви кӑсӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. «Схема территориального планирования Российской Федерации в области энергетики» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн территорине энергетика тӗлӗшӗнчен планланӑ схема) ят панӑскерте Шупашкарти ГЭС хӑватне 2030 ҫул тӗлне 3,34 млрд кВт/сехете ҫитересси пирки каланӑ. Халӗ ку цифра — 2,21 млрд кВт/сехет.
ГЭС специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвата ун пек пысӑклатма шыв шайне хӑпартсан кӑна май килет-мӗн. Апла пулсан, Атӑлти шыв 68 метр ҫӳллӗшне ҫӗкленес шанчӑк пур теме юрать.
Иртсе кайнӑ канмалли кун тӗлӗнче, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Улатӑр хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн вырӑнти пайташӗсем те ахаль ларман. Вӗсем митинга тухнӑ.
Коммунистсем тата вӗсем майлисем Улатӑрта ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗсене М.П. Боронинпа В.Ф. Ветвинские халалласа лартнӑ палӑк умне пуҫтарӑннӑ. Палӑксем Комсомола 30 ҫул ячӗллӗ скверта вырнаҫнӑ.
Митинга ертсе пынӑ Коммунистсен партийӗн хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.В. Киреев улатӑрсене уявпа саламланӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх канашӗнчи РФКП фракцийӗн ертӳҫи Т.А. Старева, РФКП Улатӑр райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ А.И. Душенков, А.А. Пшеничная, О.Е. Гринбладт коммунистсем, РФКП рескомӗн пайташӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В.С. Шурчановӑн пулӑшуҫи С.В. Сапельников тухса калаҫнӑ. Ҫавсем ҫитес суйлавра влаҫа ылмаштарсан кӑна кӑна ырӑ пурнӑҫ пулать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |