Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне каллех хатӗрленӗ. Хальхинче www.mlg.ru порталра регион пуҫлӑхӗсем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ӗҫленине хакланӑ.
Мускав мэрӗ Сергей Собянин танлаштарӑмра яланхи пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Ку йӗркерен вӑл темиҫе уйӑх каймасть ӗнтӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Мускав облаҫӗн кӗпрнаттӑрӗ Андрей Воробьев. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ. Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хальхи танлаштарӑмра тӑватӑ йӗрке аялалла аннӑ. Михаил Васильевич 79-мӗш вырӑна ҫитнӗ. Юлашки йӗркесене Белгород облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Савченко, Ямал-Ненецк автономи округӗн ертӳҫи Игорь Кошин тата Мари Республикин пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫӗршывӑн регионӗсене аталантарассипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн йышне кӗртнӗ. Ун пирки РФ Правительстви кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшенчех йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, регионсен ертӳҫисем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗнӗ.
Правительство комиссийӗ туса хуни федерацин тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата ытти организацие вырӑнти ыйтусене татса пама пулӑшмалла.
Михаил Игнатьев правительство комиссийӗн ларӑвне хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Козак ертсе пынӑ.
Чваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче республикӑри тӗрлӗ районта пулса унти лару-тӑрупа паллашать. Ӗнер вӑл Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Димитриевпа курнӑҫнӑччӗ. Паян республика ертӳҫи Вӑрмар районне ҫитсе Александр Тихонов сити-менеджерпа тӗлпулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Александр Тихонов Элтепере ӗнентернӗ тӑрӑх, юсав планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Икӗ шкулта спорт залӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Спорт оборудованине туянма вырӑнти хыснаран та укҫа уйӑраҫҫӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен юсани пирки калаҫнӑ май юсав валли халӑхран укҫа пухассине лайӑхлатмалли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӑрмарсене Элтепер газ укҫипе вӑхӑтра татӑлса пымалли ҫинчен те аса илтернӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне парти списокӗпе депутатсем суйланӑ чух «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин списокне ертсе пыма хатӗррине пӗлтернӗ.
Ку хыпара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин сайтӗнче ҫырни тӑрӑх хакласан, Михаил Игнатьева тӗлпулусенче ҫынсем парти списокне ертсе пыма тӑтӑшах ыйтнӑ-мӗн.
Ӗнер вара Чӑваш Ен Элтеперӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» списокне ертсе пыма килӗшнине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл суйлавҫӑсем ыйтнине пурнӑҫа кӗртессине тӗп вырӑна хурассине те пӗлтернӗ иккен.
Ӗҫлеме пултаракан саккун кӑларакан влаҫ республикӑра йӗркеленсен ҫынсем тата ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин лартакан тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме май килет тесе шухӑшланине те палӑртса хӑварнӑ Михаил Игнатьев.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.
1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр. Пире хирӗҫ Веня Павлов студент, Элӗк ачи, ҫиҫсе килет, хул хушшине кӗрен хуплашкаллӑ 5-6 кӗнеке хӗстернӗ хӑй. «Юлашкисене илсе ӗлкӗртӗм, эсир Ленин площадьне е «Политкнига» магазина васкӑр», — сӗнчӗ вӑл. Хыпкаланса ҫӳрени харама каймарӗ, ҫав кун пӗрер кӗнеке тупса таврӑнтӑмӑр.
Ун чухне ҫӗнӗ кӗнекесене «йӑнӑш» тупса пуҫтарса илесси йӑлараччӗ. Тепӗртакран Хӑветӗр Уярӑн «Писательпе паллашни» кӗнеки тухнӑ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленчӗ, эпир каллех кӗнеке лавккине чупрӑмӑр.
«Чарнӑ» кӗнекесене эпир пӗр-пӗрне парса вулаттараттӑмӑр, унти «политика йӑнӑшӗсене» тарласа шыраттӑмӑр, тупсан вӗсем мӗне пӗлтерни пирки сиксе тавлашаттӑмӑр.
Чӑваш Енре финанс министрне суйлаҫҫӗ. Ҫук, Светлана Енилинӑна должноҫран кӑларман. Халӗ Ҫамрӑксен правительствин финанс министрне суйлаҫҫӗ.
Конкурса 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен документсене ЧР Финанс министерствине тӑратмалла. Заявлени, проект, анкета, паспорт, ӗҫ е вӗренӳ вырӑнӗнчен справка, хисеп хучӗсен копийӗсем кирлӗ пулӗҫ.
Пресс-релизра финанс министрӗ мӗн ӗҫленине палӑртман. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: Ҫамрӑксен правительстви халӑх йышӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ приоритетсене тупса палӑртать.
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи ют ҫӗршывсенче те республикӑн тулли праваллӑ элчелӗхӗсене йӗркелесшӗн. Пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ку сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне сӗнӳпе тухнӑ.
«Ирӗклӗхҫӗсем» асӑрханӑ тӑрӑх, Раҫҫей субъекчӗсен тӗнчери хутшӑнусене йӗркелеме май пур. Ҫакна саккунсемпех пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан регионсен элчелӗхӗсене ют ҫӗршывсенче йӗркелени саккунлӑ япалах. Саккунлӑ пулсан, мӗншӗн йӗркелес мар?
Элчелӗх суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тата гуманитари тӗлӗшӗнчен ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесе яма май парӗ. Экономикӑри кризис саманинче ку ыйту татах та ҫивӗчленни каламасӑрах паллӑ.
Тутарстанӑн, ав, Турцинче тулли праваллӑ элчи пур. Эпир мӗнрен кая тет?
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав иртет. Ун чух Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсем суйлӑпӑр. Депутат пулас ӗмӗтлисем пирӗн республикӑра та ҫине тӑрсах суйлава хатӗрленеҫҫӗ: кандидатсене ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче регистрацилеҫҫӗ, хӑйсем маттурри пирки халӑха унта та кунта пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ.
«Зеленые» (чӑв. Симӗссисем) Раҫҫейри экологи партийӗ те суйлава хутшӑнасшӑн.
Пирӗн республикӑра ҫав парти пӗр мандатлӑ икӗ округпа та кандидатсем шыраса тупнӑ. Канашри 37-мӗш округпа «симӗссисем» 1983 ҫулта ҫуралнӑ Александр Викторович Аксакова, Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа 1953 ҫулта ҫуралнӑ Олег Алексеевич Николаева депутата суйлантарасшӑн.
Пӗр пек хушаматлӑ кандидатсем пуҫ кӑларнине маларах та эпир пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ регионти кандидатсене сӗннӗ. Кун валли вӑл Киров облаҫӗнчи ҫамрӑксене суйланӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — пуҫлӑхсем, иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсене ертсе пыраҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине депутата суйланас шухӑшлӑскерсенчен пирӗн республикӑри Тӗп суйлав комиссине Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе Киров облаҫӗнчи «Универсал» ТМЯП гендиректорӗ, 31 ҫулти Антон Трефилов тата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Кировра пурӑнакан, «Ника» ТМЯП пуҫлӑхӗ, 36-ри Сергей Шулятьев заявлени панӑ. Вӗсен кандидатурисене чӑвашсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем епле йышӑнассине вӑхӑт, тӗрӗсрех — суйлав, кӑтартса парӗ.
Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева ҫак уйӑхӑн 13-мӗшӗнче вӑл должноҫрен хӑтарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвӗнче Владимир Димитриев урӑх ӗҫе куҫассине те асӑнса хӑварнӑччӗ. Унтан та ытларах — Владимир Димитриев Шупашкар район администрацине куҫать тесе калакансем те ҫийӗнчех тупӑнчӗҫ.
Чӑн та, сӑмах юмах шайӗнче пулмарӗ, чӑнлӑха ҫаврӑнчӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Владимир Димитриева район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ. Унччен ҫак пукана йышӑннӑ Зоя Маслова малтанхи ӗҫ вырӑнӗнчех юлнӑ: вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнипе ҫырлахӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |