Чӑваш Енре коррупципе кӗрешекен комисси йӗркеленӗ. Унӑн йышне камсем кӗнине те палӑртнӑ. Документа ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Коррупципе кӗрешекен комиссие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пырӗ. Хушӑва Михаил Васильевич чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Комисси ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫне ЧР Администрацийӗн пуҫлӑхӗ пурнӑҫлӗ.
Комисси йышне 27 ҫын кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче администраци пуҫлӑхӗсем, чиновниксен ҫумӗсем тата ыттисем пур.
Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумне Евгений Юшина должноҫрен хӑтарнӑ. Хушӑва ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Евгений Юшкина тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Паян, чӳкӗн 8-мӗшӗнче, Евгений Васильевич 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2004 ҫултанпа ӗҫленӗ. Евгений Васльевич шыв хуҫалӑхӗн, тавралӑха сыхлакан тата экономика пайӗсене ертсе пынӑ. Евгений Юшин ҫутҫанталӑка упрас ӗҫе пурнӑҫӗнчи 20 ытла ҫулне халалланӑ. Ҫапла майпа вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ.
Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, Евгений Юшина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» ята панӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьв Раҫҫей Федерацийӗнчи субъектсен пуҫлӑхӗсен рейтингӗнче каллех хӑпарнӑ. Хальхинче самай ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ Михаил Васильевич.
Михаил Игнатьев рейтингра 18 йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ. Халӗ вӑл, ЧР влаҫӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа 34-мӗш вырӑна ҫитнӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑна Михаил Игнатьев 18 йӗрке аяларах пулнӑ. ЧР Элтеперӗ йышӑннӑ 34-мӗш вырӑн «Вӑйлӑ витӗмлисен» ушкӑнне кӗрет. Михаил Игатьевсӑр пуҫне унта политикӑри паллӑ деятельсем – Чулхула кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев, Ростов облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Василий Голубев, Мӑкшӑ Республикин Пуҫлӑхӗ Владимир Волков тата ыттисем – кӗнӗ.
Атӑлҫи федерацийӗн округӗнчи 14 лидерсен йышӗнче Михаил Игнатьев 7-мӗш вырӑн йышӑнать. Сӑмах май, рейтинга хупӑ мелпе анкетировани ирттернипе хатӗрленӗ. Унта 25 эксперт хутшӑннӑ: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем.
Паян Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун пек наградӑна ҫын ӗҫрен каяс умӗн е кайнипе пӗрле панине кура (ҫак шухӑша сӑнавҫӑсем палӑртаҫҫӗ) ШӖМ пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнне ылмаштарасси пирки тавҫӑрма пулатчӗ.
Челепи облаҫӗнчен килнӗ Сергей Семенов ӑҫта каясси пирки хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче пысӑк та сумлӑ вырӑн кӗтет текен сас-хура та ҫӳрет. Кӗпӗрнаттӑр ҫывӑхӗнчи пуканах вӑл йышӑнма пултарать имӗш. Анчах ку хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине вӑхӑт кӑтартса парӗ.
Пур районта та тенӗ пекех администраци ертӳҫисене палӑртнӑ. Чылайӑшӗнче унчченхи пуҫлӑхсемех юлнӑ. Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫеҫ ку должноҫе урӑх ҫынсем йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсем малашнехи ӗҫсем пирки калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗсен умне тӗллев лартнӑ: инвесторсене илӗртмелле. Правительство вара усламҫӑсене ӗҫ условийӗсемпе тивӗҫтерме хатӗррине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех ялсене аталантармалли пирки калаҫнӑ. Ҫынсем ялсене хӑтлӑлатас ыйтӑва яланах ҫӗклеҫҫӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул кун тӗлӗшпе 5 хыснаран 70 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫитес ҫул районсенче 50 ФАП хута ямалла. Ҫавӑн пекех ялсенчи клубсене ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев пуҫлӑхсене ҫӗр участокӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Унран хысна укҫапа мӗнле пуянланасси килет.
Чӑваш Енӗн обществӑлла палати пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Чӑваш наци музейӗнче ҫавра сӗтел иртмелле, унта сӑваплӑ Гурие Шупашкар никӗслевҫи пек асӑмра хӑварассине сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Мероприяти 16:00 сехетре пуҫланмалла.
Историре палӑртнӑ тӑрӑх 1555 ҫулта, 460 ҫул каялла, сӑваплӑ Гурий Шупашкар хулин вырӑнне тасатса кунта хула-карман тума пулӑшнӑ.
Археологсем чавса тупнӑ материалсем тӑрӑх пирӗн тӗп хуламӑрӑн вырӑнӗнче XII–XIII ӗмӗрсенчех пӑлхарсен хули пулнӑ. Карттӑра «Вӑта Сӑвар» тесе ҫырса хуни те тӗл пулать. «Чебоксары» тесе вара вырӑс ҫулҫырӑвӗсенче пӗрремӗш хут 1469 ҫулта асӑнни пур. Официаллӑ майпа Шупашкара никӗсленине ҫак датӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Обществӑлла палата сӗнӗвӗпе Шупашкар ҫыннисем кӑмӑлсӑр пулни паллӑ пулнӑ. Игорь Михайлов кӑна провокаци шайӗнче туни пирки палӑртнӑ, Сергей Щербаков шухӑшӗпе вара кунашкал хӑтланни Шупашкар историйӗнчен чӑваш тапхӑрне хуратма хӑтланни курӑнать.
Хальхи вӑхӑтра чылай районта администраци пуҫлӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вӗсене палӑртса пӗтерчӗҫ. Хӑш-пӗр районта ҫӗнӗ ҫынсем влаҫа килчӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем пирки апла калани вырӑнлах та мар. Район администрацине ертсе пыма пуҫланисем хушшинче унччен те ҫав тытӑмрах ӗҫленисем те пур. Красноармейски район администрацине малашне Сергей Молотков ертсе пырӗ. Унччен ку лава хӗрӗхе те ҫитмен Андрей Шестаков туртнӑччӗ.
1965-мӗш ҫулхи Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен ӗнерхи пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫуралма вӑл Красноармейски районӗнчех ҫуралнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Ҫамрӑксен правительствине йӗркеленӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Михаил Игнатьев хушу кӑларсан ЧР Вӗренӳ министерстви ҫамрӑк министрсен конкурсне йӗркеленӗ.
Конкурс витӗр тухнисем халӗ Ҫамрӑксен правительствинче министрсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе — 13 ҫын. Вӗсенчен кашнинех ӗҫ тӑвакан влаҫ органсен ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑк министрсемпе «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Станислав Трофимов Ҫамрӑксен правительствин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кашниех министерствӑсенче стажировка тухать. Хальлӗхе пысӑк программӑсем хатӗрлеме ӗлкӗреймен-ха вӗсем.
Ҫамрӑк министрсен пуласлӑхӗ пысӑк. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кадрсен резервне кӗме пултарӗ.
Ҫамрӑк министрсен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ. Михаил Игнатьев вӗсене пӗр кун, иртен пуҫласа каҫчен, министрпа ирттерме сӗннӗ. Ун чухне вӗсем «пысӑк» должноҫра мӗнле ӗҫлемеллине ӑнланса илӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн виҫӗ кандидат кӗрешессине унчченех пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче конкурс иртнӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ирттернӗ.
Аса илтерер: конкурса Юрий Шакеев, Олег Белов тата Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Вӗсемпе кашнипе собеседовани ирттернӗ конкурсҫӑсем комисси пайташӗсем умӗнче Шупашкар мӗнле аталантармалли плансем пирки каласа кӑтартнӑ.
Конкурс комиссийӗ Алексей Ладыков ҫӗнтернӗ тесе йышӑннӑ. Уншӑн 11-ӗн сасӑланӑ. Депутатсен пухӑвӗ юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре иртӗ. Унта тӗплӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |