Мускав апат-ҫимӗҫ эмбаргине тата тепӗр ҫур ҫуллӑха тӑсассине пӗлтернӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев вице-премьерсене пӗлтернӗ. Ку утӑма Евросоюз Раҫҫей тӗлӗшпе санкцие тӑснине кура тунӑ иккен.
Дмитрий Медведев премьер-министр правительство аппарачӗн пуҫлӑхне Сергей Приходькона ҫӗршыв Президенчӗ ячӗпе кун пирки ыйтса ҫырма хушнӑ.
Тунтикун Евросоюзӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен ертӳҫисем Раҫҫее хирӗҫле санкци вӑхӑтне тӑсма йышӑннӑ. Вӑл тата тепӗр ҫур ҫул ытла пымалла: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн тулаш политика службин официаллӑ элчи Майя Косьянчич санкци вӑхӑтне тӑснине Раҫҫей «Минскри килӗшӳсене пурнӑҫлатӑр» тенипе сӑлтавланӑ.
Вӑрмар район администрацине район администрацийӗн строительство тата общество инфраструктурин пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов вӑхӑтлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ эрнесерен ирттерекен ирхи планеркӑна ӗнер пуҫлӑх пулса Константин Никитин (район пуҫлӑхӗнче вӑл тӑрӑшнӑччӗ) хӑй ертсе пынӑ.
Ӗнерех вара Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев 298-рг номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс йӗркелеме тата комисси пайташӗсене йышӑннӑ.
Республикӑран комиссие Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Дмитрий Евсеевпа Елена Николаева кӗнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттерни тата кандидатсем суйлавҫӑсемпе тӗлпулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара камшӑн мӗн чухлӗ ҫын сасӑлани те паллӑ. Парти хушшинчи сасӑлавра сакӑр кандидатран чи нумай сасӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев пухнӑ. Уншӑн парти пайташӗсенчен 93,5 проценчӗ, е 1015 ҫын, сасӑланӑ. Спортсмен республикӑна ертсе пыма пултарасса шанакансем 207 ҫын тупӑннӑ — вӗсем Елена Николаева Олимп чемпионӗшӗн хӑйсен сассине панӑ. «Базис» общество директорне Алексей Львова Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве 141 ҫын кӑларттарас тенӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче асӑннӑ парти ячӗпе праймериза хутшӑнакан кандидидатсем Патӑрьел, Канаш, Ҫӗрпӳ районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Элтепер пулас шухӑшлӑ ҫичӗ кандидат пырса ҫитнӗ: ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Саккӑрмӗш кандидачӗ, Игорь Поручиков, суйлавҫӑсемпе тӗл пулма пыман.
Элтепер пуканӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе тухас ӗмӗтлисем хӑйсен программипе паллаштарнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче иртнӗ парти хушшинчи сасӑлавра патӑрьелсенчен 97 проценчӗ Михаил Игнатьевшӑн пулнӑ, ҫӗрпӳсенчен — 93,9 проценчӗ, канашсенчен — 92 проценчӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче — Чӑваш Енӗн Элтеперне суйламалли кун. Халӗ партисем хӑйсен кандидачӗсене ку кӗрешӗве тухма палӑртса пӗтернӗпе пӗрех. Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗ ку тӗлӗшпе йышӑну тунӑ. Элтепер пуканӗшӗн Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, асӑннӑ партин фракцийӗн пайташӗ Олег Николаев тухать.
Президиум ларӑвӗ Мускавра иртнӗ. Парти О. Николаев кандидатурине ырланине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейӗн» РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн ертӳҫи Сергей Миронов ӑнлантарса панӑ. С. Миронов каланӑ тӑрӑх, халӗ ҫӗршыв экономика аталанӑвӗн ҫӗнӗ парадигми йӗркеленет. Вӑл технологи хӑватне, финанс ҫирӗплӗхне, тулаш вӑйсене пӑхӑнманнине тӗпе хумалла. Патшалӑх тӗллевӗсене ҫав енӗпе пурнӑҫлама партин пайташӗ Анатолий Аксаков кирлине шута илсе ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кандидата тӑратас темен. Аса илтеретпӗр, Анатолий Аксаков паян РФ Патшалӑх Думин тӗп комитетне – экономика политики енӗпе ӗҫлекеннине, ертсе пырать.
Канаш Федерацийӗн комитечӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ Константин Косачев хӑйӗн фейсбукӗнче Мари Элӑн ӗҫ тӑвакан влаҫне ҫӳлти парламентӑн палатинче элчӗ пулма килӗшнине пӗлтернӗ.
«Мари Эл тӗлӗшпе эпӗ иккӗленместӗп. Ку регион питӗ интереслӗ. Маркеловпа нумай ӗҫлеме тивет. Эпӗ вара ӗҫлеме юрататӑп», — ҫырнӑ Косачев хӑйӗн кун кӗнекинче.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, республика пуҫлӑхӗ ӑна элчӗ пулма авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи суйлав хыҫҫӑн сӗнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, региона улӑштарни юридици тӗлӗшӗнчен тума юранӑ конструкци шутланать. Вӑл республика пуҫлӑхне хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ. Хӑй должноҫа иккӗленмесӗрех йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен Косачев парламентӑн аслӑ палатинче пирӗн республикӑн элчи шутланнӑ. Вӑл вырӑна вара, Чӑваш Ен Элтеперӗ унчченхи президента Николай Фёдорова йышӑнма сӗннӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртассишӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти паян Етӗрне районӗнче праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Кадидатсем пирки каласан, вӗсен хушшинче Элтепер тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, Игорь Поручиков уйрӑм усламҫӑ пур.
Аса илтеретпӗр, парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ. Паянхи Етӗрнере иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхрисемсӗр пуҫне хӗрлӗ чутайсемпе муркашсем хутшӑннӑ. Ыран праймериз Шупашкарта иртӗ, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче — Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче.
Иртнӗ кӗҫнерникунхи черетлӗ ларура Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ вице-спикера суйларӗ. Теприсем ку пулӑма «тинех» тесе те хаклаҫҫӗ.
Маларах чӑваш парламенчӗн ертӳҫине харӑсах икӗ ҫын ҫум пулса пулӑшса пынӑччӗ: Юрий Мешков тата Анатолий Князев депутатсем. Вице-спикерсенчен пӗри, Анатолий Князев, «тилхепене вӗҫертнӗ» хыҫҫӑн ҫум вырӑнӗ 8 уйӑхлӑха пушанса юлнӑччӗ.
Парламентӑн ертӳҫин ҫумне суйлани пирки хыпарланӑ май REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ Юрий Попов спикер иртнӗ сессире вице-спикерсенчен пӗрин пуканӗ пушши пирки каланӑ май укҫа-тенке перекетленине тата Олег Мешковпа иккӗш те ӗлкӗрсе пырайнине палӑртнине аса илет.
Хальхи ларӑва вице-спикера суйлас ыйтӑва та кӗртнӗ. Ку тивӗҫе Николай Малова (вӑл та, спикерпа тепӗр ҫум евӗрех, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) шанса панӑ. Унӑн кандидатуришӗн 40 депутат сасӑланӑ, пӗри хирӗҫленӗ.
Вице-спикер кам пулассине парламентӑн ертӳҫин кӑна сӗнме ирӗк пур. Юрий Попов Николай Малов пирки: «Пӗрремӗш ҫул кӑна мар ӗҫлет, ҫавӑнпа тивӗҫ», — тесе хакланӑ.
Улатимӗр облаҫӗнчи Гороховец хули ҫывӑхӗнче чарӑнса ларнӑ Шупашкар ҫыннисем каялла таврӑнма килӗшнӗ пулать. Пӗр автобусӗ ҫӗмрӗк пулнӑран вӗсене Чӑвашавтотранс транспорчӗпе каялла илсе килӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкарӑн Мясокомбинат урамӗнче пурӑнакансем хӑйсен нушипе Мускаври чиновниксене те паллаштарас тесе инҫе ҫула тухнӑ. Вӗсене хӑйсен ҫурчӗсене ишни килӗшмен, пурлӑхшӑн ҫителӗксӗр тӑваткал метр пани кӑмӑла кайман. Ҫула тухнӑскерсем Улатимӗр облаҫӗнче чарӑннӑ, влаҫрисем имӗш вӗсен малалли ҫулне пӳлнӗ. Тӗрӗслӗхе Мускав шырама каякансем выҫӑ та тытасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, анчах тӗрлӗ тӳре-шарапа калаҫнӑ хыҫҫӑн халӑх хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ пулать. РФ Президенчӗн Администрацийӗнчен те ҫыхӑннӑ, вӗсен ыйтӑвне Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи президент представительствинче пӑхса тухма шантарнӑ.
«Шанхай» микрорайон ҫыннисемпе унччен ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫӗ Леонид Черкесов тата сити-менеджерӗ Алексей Ладыков курнӑҫса калаҫнӑ имӗш. Тӳре-шара вӗсен ыйтӑвне манманни пирки, ун тӗлӗшӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ, халӑх ыйтнине пурнӑҫлама килӗшни пирки каласа панӑ.
Андрей Кулагин депутат ертсе пынипе Мускава тухнӑ Шупашкар ҫыннисем Улатимӗр облаҫӗнчи Гороховеца кӑна ҫитейнӗ — ҫынсене ӗнентернӗ тӑрӑх автобусӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ имӗш. Ҫула илсе тухнӑ автобус хуҫисем ҫине Шупашкартах ура хума тытӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен вӗсем тухма пултарнӑ-ха. Автобуссенче пенсионерсем, ачасем ларса тухнӑ.
Гороховеца ҫитсен малтан вӗсене автобус ҫӗмӗрӗлни пирки каланӑ, каярах вара малалла кайма май ҫукки пирки, ҫынсене каялла ҫеҫ илсе ҫитерме май пурри пирки каланӑ. Шупашкар ҫыннисене ку, паллах, килӗшмен — вӗсем вара Гороховецрах выҫӑ тытма ларнӑ, Мускава илсе ҫитермесен ҫӑвара апат та ямӑпӑр тесе пӗлтернӗ.
Асаилтеретпӗр, Мускав Шупашкарти «Шанхай» ҫыннисем пӗрремӗш хут ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Ун чухне вӗсене вырӑнти полици ҫыннисем ирӗк ҫук тесе пуху ирттерттермен, каялла Шупашкара ӑсатнӑ. Кайран вара вӗсен ыйтӑвӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та сӑмах каланӑччӗ — икӗ ене пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшма сӗннӗччӗ, тӳре-шарана ҫак ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма хушнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.