Канаш район администрацине кам ертсе пырассине юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртнӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Сӑмах кам пирки пынине ӑнлантӑр пулӗ ӗнтӗ. Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне Владимир Степанов йышӑннӑ. Ку пирки Иван Моторин премьер-министр постановлени алӑ пуснӑ.
Ку должноҫе Анатолий Егорова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑскере, лартма пултарнӑ. Канаш хулин администрацийӗн ертӳҫи Владислав Софронов пулнӑ. 2006 ҫултанпа вӑл район администрацине ертсе пынӑ. Вӑл хула ҫыннисене халӑхшӑн ӗҫлессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. «Ман умра ҫӑмӑл мар тӗллевсем. Монохулан ҫивӗч ыйтусем пур. Пирӗн халӑхӑн мар, пирӗн халӑхшӑн ӗҫлемелле», — тенӗ вӑл.
Амур барсӗ. Тепӗр ячӗ ун — Инҫеттухӑҫ леопарчӗ. Вырӑнти вӑхӑтпа паян 09:00 пулать ӗнтӗ, Инҫет Тухӑҫра ҫак чӗрчуна ҫапса кайнӑ. Паян ирхи тӑрсан ҫакӑн пирки чылай МИХ ҫырса пӗлтерчӗ. Хам пулсассӑн кунашкал кушак тӗсӗ пуррине пӗлместӗмччӗ те, капла вара ҫӗнни самай пӗлтӗм.
Амур барсӗ, иккен, питӗ сайра тӑрса юлнӑ пысӑк кушак тӗсӗ. Тӗнчипе те вӗсен йышӗ 80 ҫитмест. 57-шӗ вара Тинӗсҫум (ытлашши чӑвашлатма юратманнисем валли — Приморье) тӑрӑхӗнчи «Земля леопарда» (чӑв. Леопард ҫӗрӗ) наци паркӗнче пурӑнаҫҫӗ. Шӑп ҫавӑнта пулса иртнӗ те тет пӑтӑрмахӗ — пысӑк кушак Nissan Wingroad урапа айне лекнӗ. Шеремечӗ вӑйлах аманнӑ курӑнать, вырӑнтах вилсе кайнӑ. Халь ку ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев пырать — айӑплине шыраҫҫӗ.
Мӗн пирки пуҫларӑм-ха ҫак калаҫӑва? Амур барсне, паллах, питӗ шел. Сахал тӑрса юлнӑ кушак вилни уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Анчах тӗп сӑмахӑм манӑн хамӑр пирки. Чӑвашсем ҫинчен.
Паян чӑваш хастарӗсем Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.
Шупашкар район администрацине малашне те унчченхи пуҫлӑхах, Георгий Егоров, ертсе пырӗ. Паян, юпан 22-мӗшӗнче, унта районти Депутатсен улттӑмӗш созыври пухӑвӗн виҫҫӗмӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. «Халӑх тарҫисем» пӑхса тухнӑ ултӑ ыйту хушшинче администраци пуҫлӑхне ҫирӗплетесси те пулнӑ.
Пӗрремӗш ыйтӑва кун йӗркине кӑларнӑ май конкурс комиссийӗн председателӗ Альбина Егорова, вӑл республикӑн Тариф службин пуҫлӑхӗ, конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫӗ тесе Георгий Егоров тесе йышӑннине пӗлтернӗ. Депутатсем конкурс комиссийӗпе килӗшнӗ, Георгий Егоровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара Шупашкар район администрацине ҫитес пилӗк ҫулта Георгий Егоров ертсе пырӗ.
Георгий Егоров — Шупашкар район ҫынниех. Район администрацине ертсе пыма пуҫличчен Георгий Егоров тӑван районӗнчи «Приволжское» хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Сӑнсем (18)
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ, унта пӗртен пӗр ыйтӑва — Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртессине сӳтсе яврӗҫ, усӑллӑ сӗнӳсем тӑратрӗҫ.
Ларӑва Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Чӗлхе комиссийӗн ларӑвне ятарласа чӗннипе Булатова Эльвира Александровна — Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ — килнӗ, вӑл ҫак улшӑнусене мӗнле сӑлтавсене пула кӗртнине, мӗнле Федераллӑ саккунсем ҫине таяннине ӑнлантарса пачӗ.
Чи тавлаштаракан улшӑнусен шутне саккунри 10-мӗш статья кӗнӗрен ун пирки самай калаҫрӗҫ. Чӗлхе комиссийӗн йышне кӗрекенсем референдум-суйлав таврашӗнче чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе пӗр тан усӑ курмалли пирки сӗнчӗҫ. Улшӑнусенче вара пирӗн тӑван чӗлхепе май пулсан ҫеҫ усӑ курмалла ҫырса хунӑ. Яковлев Пётр Яковлевич калашле кунашкал йӗрке чӑваш чӗлхине суйлавра патшалӑх чӗлхинчен антарса тутар е ирҫе чӗлхисен шайне ҫитернипе пӗрех.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫумӗнче Ваттисен канашӗ туса хунӑ. Кун пек Хушӑва республикӑна ертсе пыракан Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ваттисен канашӗ ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетессишӗн яваплӑ пулмалла. Вӑл ӗҫ ветеранӗсен экономикӑри, общество пурнӑҫӗнчи, культурӑри ӗҫне ӳстерме пулӑшмалла. Кун пирки официаллӑ хутра ҫапла ӑнлантарнӑ. Черетлӗ йышӑну алӑ пуснӑ хыҫҫӑн тепӗр вунӑ кунран вӑя кӗмелле.
Ҫӗнӗ канаш Элтепере обществӑпа политика тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳсем парасса шанаҫҫӗ. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсем кӑларакан йышӑнусем пирки те ҫав орган хӑйӗн шухӑшне пӗлтерӗ.
Канаша тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшса ят-сум тивӗҫнисене кӗртмелле. Канаша йӗркелес ыйтусемпе Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ ҫине тӑрӗ.
Шупашкарта хула мэрӗн пуҫлӑхӗн конкурсне документсем йышӑнса пӗтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сити-менеджерӑн должноҫне йышӑнмашкӑн виҫӗ ҫын заявлени панӑ. Пӗрремӗшӗ — Олег Белов. Вӑл ЖКХ тата Шупашкар хӑтлӑхӗн управленийӗнче директорта ӗҫлет. Унта вӑл 12 ҫул та 4 уйӑх тӑрӑшать.
Иккӗмӗш кандидат — Алексей Ладыков. Вӑл Шупашкар мэрӗн тивӗҫне 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи авӑнччен пурнӑҫланӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче федераци медиарейтингӗнче малти виҫӗ вырӑнтан пӗрне лекнӗ.
Виҫҫӗмӗш кандидат — Юрий Шакеев. Халӗ вӑл ЖКХ пулӑшӑвӗн потребителӗсен прависене хӳтелекен центр правленийӗн председателӗ. Ертӳҫӗ должноҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑ тӑрӑшать.
Конкурс юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗн Пӗчӗк залӗнче иртӗ.
Галина Вронская юрист хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ Михаил Вансяцкие судра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн гражданла ӗҫсемпе ӗҫлекен суд коллегийӗ Михаил Вансяцкий ыйтӑвне тивӗҫтерме хирӗҫленӗ.
Ҫапла майпа икӗ ҫул судлашни тӳре-шара пулнӑ ҫыншӑн выляса янипе вӗҫленнине интернет-кӑларӑма хӳтӗленӗ юрист тӗлӗнсе йышӑнман. Юрист ҫырнӑ тӑрӑх, суд маларах тавӑҫа пӑхса тухма пачах килӗшмен. Суд килӗшменнипе М. Вансяцкий килӗшмен (тавталогипе юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр). Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ ҫын Аслӑ суда евитленӗ. Унта вара судлашас текен ҫынна чарас темен пулать.
Галина Вронская ӗнентернӗ тӑрӑх, суд тӑрӑх ҫӳресе Михаил Вансяцкий самай шар курать. Ваккат тытса тӑкакланнипех вӗҫленмест ҫавӑ. Суя сӑмах сарать тесе В. Гуськов ятлӑ ҫын унран 70 пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Федоровпа пӗрле И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Икӗ политик юридици факультечӗн ҫамрӑкӗсемпе курнӑҫнӑ.
Тӗлпулу юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов тата ЧПУ ректорӗ Андрей Александров хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев ЧПУ тухӑҫлӑ аслӑ шкул йышне кӗнине аса илтернӗ. Вӑл паян та Чӑваш Енри вӗренӳ тӗп центрӗсенчен пӗри шутланать. Николай Федоров ҫак сӑмахсемпе килӗшнӗ.
ЧПУ ректорӗ Андрей Александров аслӑ шкулӑн ҫитӗнӗвӗсем тата студентсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Тӗлпулура политиксем студентсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӗсене ытларах ҫамрӑксен политики, ҫарпа патриотлӑх воспитанийӗ, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшас ыйту кӑсӑклантарнӑ.
Етӗрне хулинче чуччусене тӑпӑлтарса кайни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланчӗҫ. Ку суйлавпа ҫыхӑннӑ терӗҫ. Депутат унта выляса ярса хӑй малтан лартнӑ чуччусене тӑпӑлтарса кайнӑ тесе калаҫрӗҫ.
Халӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн секретарӗ Владимир Николаевич Кузьмин кун пирки ҫапла каланӑ:
«МИХсенче Етӗрне хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнчи чуччусене кӑларса кайни пирки ҫырни ҫинчен ҫапла калатӑп, лапамра ача-пӑчана суранлатма пултаракан дефект тупнӑ, ҫавӑнпа юпан 13-мӗшӗнче ӑна ҫӗннипе улӑштарнӑ. Ку суйлавпа ҫыхӑннӑ тени тӗрӗс мар. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: «Пӗрӗхлӗ Раҫҫей» парти ачасем пирки шухӑшланӑ та, малалла та шухӑшлать.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлав умӗн Етӗрне районӗн «Знамя труда» хаҫатра «Появились качели и горка» статья тухнӑ. Унта сӑнӳкерчӗк те пулнӑ: савӑнӑҫлӑ ачасем ҫӗнӗ чуччусем патӗнче тӑраҫҫӗ. Ҫакна кам туни пирки хаҫат вулакан ыйтнипе тӗпченӗ имӗш.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ П.А.Бажайкин савӑннине пытармасӑр ҫапла каланӑ: «Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫамрӑксен микрорайонӗнче ҫынсем ыйтнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Ку «Автодорсервис» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Алексей Константинович Жарков пулӑшнипе пулнӑ».
Жарков текенни ун чухне шӑпах Етӗрне район пухӑвӗн депутатне суйланма кандидатура тӑратнӑ-мӗн. Шӑпах «Ҫамрӑксен» ятлӑ 5-мӗш округра тата.
Анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Алексей Жарков суйлава выляса янӑ. Уйӑх та иртмен — юпан 10-мӗшӗнче ҫав картишре рабочисем ачасен чуччуйӗсене каялла кӑларнӑ. Ҫынсем полицейскисене чӗннӗ. Лешсем нимӗн те тӑвайман.
Тӗнче тетелӗнче ку информаци кӗҫех тухнӑ. Чылайӑшӗ депутат ҫапла хӑтланнипе кӑмӑлсӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |